Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тупнӑ (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑҫтан тупнӑ ку чаплӑ костюмсене? — пӗлесшӗн пулчӗ Эльгеев спектакль хыҫҫӑн ҫанӑсӑр камсулне костюмернӑя панӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку мӑйракана вӑрманта студентсемпе практикӑра пулнӑ чух тупнӑ вӑл, — ӑнлантарчӗ Аля, Эльгеев пӑши мӑйракине хыпаласа пӑхнине асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тупнӑ ҫын япали пирки тарӑхмалли — сутмалла пулнӑ илекен пур чух, — татса каларӗ Зинаида Степановна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Арҫын виллине пӳлӗмре тупнӑ.

Труп мужчины был найден в комнате.

Сухайкассинче 56-ри арҫын ҫунса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32292.html

Пушара сӳнтерсен кил хуҫин виллине тупнӑ.

После тушения пожара был обнаружен труп хозяина.

Сухайкассинче 56-ри арҫын ҫунса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32292.html

Борнео утравра (Малайзи) ботаниксем ҫӗнӗ йышши ҫӑткӑн кӑкшӑмлӑ ӳсентӑрана тупнӑ — Nepenthes pudica.

На острове Борнео (Малайзия) ботаники нашли новый вид плотоядных кувшинчатых растений — Nepenthes pudica.

Борнеора ҫӗр айӗнче апат шыракан ҫӑткӑн ӳсентӑрана тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32234.html

Чураппа хӗрӗ патне пӳлӗме кӗчӗ те ӑна нумайччен йӑпатрӗ, хутран-ситрен тупнӑ ҫав ухмахшӑн макӑрмалли тесе вӑрҫкаласа та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикпав ывӑлӗ Иштерек ӗнер хӑйсен ҫухалнӑ лашине шыраса тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑшт пурӑнсан, тен, чипер ҫыннах тупнӑ пулӑттӑн хӑвна валли.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тупнӑ пӑшӑрханмалли! — кулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Поджогинпа Карпова аскерсем хытӑ хӗненӗ пулас, вӗсем юнашар йывӑррӑн ахлатса выртаҫҫӗ, Шигалей нӳхрепре те хана тивӗҫлӗ вырӑн тупнӑ — пӗртен-пӗр каска пуканӗ ҫинче ларать.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуян упӑшка тупнӑ сан савнийӳ!

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара Ахтупай хӑй вӑрманта ӑнсӑртран тупнӑ ҫынпа тӗплӗнрех паллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тупнӑ уламалли!

Куҫарса пулӑш

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫук ӗнтӗ, тупнӑ япала хӑвӑнтах пултӑр.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак ӗнтӗ Ахтупай хире тухнӑ та ялтан инҫе мар ларакан пӗччен йывӑҫсем патне ҫывхарать, Эрнепи юпленсе ӳсекен хурӑнран уртӑнса хӑй тупнӑ питех те хаклӑ япалана ӑнсӑртран шыва янӑ чухнехи туйӑмпа шиклӗн малалла пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан сӗтел ҫине темиҫе хулӑн тетрадь кӑларса хучӗ — Кусем йӑлтах архивсенче, библиотекӑсенче тупнӑ, ҫырса илнӗ материалсем.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Ҫак канӑҫсӑр шухӑшсемпе тепӗр кун ирхине Павлушпа Тимуш тупнӑ чемоданпа хут таткисене Губчекана леҫсе пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каялла утнӑ чух, ҫул тӑршшипех Павлушпа Тимуш шухӑшласа пычӗҫ: лесник пӳртӗнче тупнӑ чемоданпа Павлуш хӑй ҫумне чикнӗ блокнот листисем хушшинче ҫыхӑну пурах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку таранччен хӑйне темӗскерле ют тумтирпе ҫӳренӗ пек тупнӑ пулсан, ӑна вӑл халь сирсе ывӑтрӗ, ирӗккӗн сывласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех