Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанатӑп (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хӑйсен программисене пурнӑҫламашкӑн ӑнтӑлакан профессионалсене эпир яланах пулӑшатпӑр. Чӑваш Ен шкул вӗренӗвӗн программине палӑртнӑ тата ку енӗпе ӗҫлемешкӗн хатӗр чухне асӑннӑ пуҫарӑва тулли кӑмӑлпа ырларӑмӑр. Кӑҫал вӑй илекен проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе каясса тата ҫывӑх вунӑ ҫуллӑхра ӑна туллин пурнӑҫласса шанатӑп. Регионта пурӑнакан кашни ҫын унӑн уссине туйса илме пултаракан чӑннипех пысӑк та хӑватлӑ программа вӑл», — тенӗ Раҫҫей вице-премьерӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Отрасль чӗрӗлессе питӗ шанатӑп.

Очень верю в возрождение отрасли.

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Ку ӗмӗт пирӗн пата ҫитессе шанатӑп.

— Я надеюсь, что эта мечта исполнится и у нас.

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫавӑнпа та туризма аталантарас енӗпе те хальччен усӑ курман майсене кӗҫ-вӗҫ хута ярасса шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Эсир ӑслӑлӑхра тӑвакан ӗҫ-хӗле пула эпир Чӑваш Ене тата Раҫҫее малалла ӑнӑҫлӑн аталантарма пултарасса ҫирӗппӗн шанатӑп.

Уверен, что благодаря вашей научной деятельности нам удастся добиться дальнейшего процветания Чувашии и России.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505

Ҫыракансен тата наука ӗҫченӗсен хаклавне шута илес пулсан, ҫывӑх ҫулсенче унӑн иккӗмӗш, ҫӗнетнӗ кӑларӑмӗ пуласса шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫавах пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытасса шанатӑп.

Куҫарса пулӑш

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Профессионализм, ӗҫре яваплӑха туйни, тараватлӑх сире малашне те хӑвӑрӑн халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас тӗллевлӗ ӗҫӗре ҫӳллӗ шайра пурнӑҫлама пулӑшасса шанатӑп.

Уверен, что ваш профессионализм, ответственное отношение к делу и отзывчивость помогут вам и впредь на достойном уровне выполнять свою работу, направленную на повышение качества жизни населения.

Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/18/Pozdra ... jeva_s_Dn/

«Общество пурнӑҫӗнче ҫынсене наркотика хирӗҫ тӑма вӗретсе пымалла. Шанатӑп, малашне те пӗр-пӗринпе ӑнланса ӗҫлессе, наркотик хатӗрӗсемпе психикӑна пырса тивекен япаласен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслес енӗпе тӑрӑшса вӑй хурасса», - тенӗ Михаил Игнатьев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Асӑннӑ ӳнерҫӗсене шанатӑп, вӗсен шухӑшӗпе килӗшетӗп.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Анчах та эпӗ шанатӑп - вӗсен ӗҫ тухмӗ.

Но я уверен – они обречены на провал.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Ку, паллах, ҫитӗнӳ, ҫавна май эпӗ шанатӑп: Чӑваш Ен спортсменӗсем ҫывӑх вӑхӑтрах хӗллехи олимпиадӑсен пьедесталӗсене тем тесен те парӑнтарӗҫ.

Это несомненный успех, и я уверен, что уже в недалеком будущем спортсменам Чувашии обязательно покорятся пьедесталы белых олимпиад.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех