Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сехет сăмах пирĕн базăра пур.
сехет (тĕпĕ: сехет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апат ҫисе тӑрансан, Тихӑн будильнике илчӗ те лӑп та шай икӗ сехет тӗлӗнче шӑнкӑртатса вӑратмалла туса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑхӑр сехет ҫитнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хуралҫӑ сехет тукмаккине улӑхтарчӗ, сӗтел ҫинчи хаҫатсене типтерлесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пурнӑҫра пӗр сехет те, пӗр минут та лӑпланма юрамасть иккен.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Даниэль ятлӑ шторм Африкӑн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ ҫӗршыва вырсарникун ҫӗрле хупӑрласа илнӗ, темиҫе сехет иртсен Вади Дерна юханшыв ҫинчи икӗ пӗве ҫутҫанталӑк вӑйне чӑтайман, ишӗлнӗ.

Шторм Даниэль накрыл североафриканскую страну в воскресенье ночью, а спустя несколько часов две плотины на реке Вади Дерна не выдержали напора стихии.

Ливинче ҫил-тӑвӑл 11 пин ҫын пурнӑҫне татнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36037.html

РФ Президенчӗпе КНДР лидерӗн калаҫӑвӗ тӑватӑ сехет ытла тӑсӑлнӑ.

Общение президента РФ и лидера КНДР 13 сентября продлилось более четырех часов.

Путин Ким Чен Ынпа калаҫнин деталӗсене уҫса панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3435899

Антон Шкаплеров МКС патне тӑватӑ хут вӗҫнӗ, ҫав вӗҫевсенче 21 сехет те 39 минут хушши уҫӑ космоса виҫӗ хут тухнӑ.

Антон Шкапелов совершил четыре космических полета к МКС, в ходе которых провел три выхода в открытый космос общей продолжительностью 21 час 39 минут.

Путин Шкаплеров космонавта Гагарин орденӗпе чысланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3369469

Чи нумаййи — сехет ҫурӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер Йошкар-Олара хӑнара пултӑм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/305?single

Паян 10 сехет те 10 минутра Шупашкарта Граждан урамӗнче ҫулпа пыракан манипулятор кранӗ ҫӑмӑл машина ҫине персе аннӑ.

Сегодня в 10 часов 10 минут в Чебоксарах на улице Гражданской кран манипулятора упал на легковую машину движущейся по дороге.

Манипулятор кранӗ ҫӑмӑл машина ҫине ӳкнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35849.html

Ӑна вӗсем 900 пин тенкине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма 3 сехет ӳкӗтленӗ.

Они в течение 3 часов уговаривали ее перевести 900 тысяч рублей на «безопасный счет».

Ултавҫӑсем 3 сехет ӳкӗтлесен те 900 пин тенкине куҫарман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35834.html

Матч сехет ҫурӑ яхӑн тӑсӑлнӑ, селфи чаплӑ шашисткӑсемпе вылянӑ чухнех тунӑ куракансене питӗ кӑмӑллӑ эмоцисем илсе ҫитернӗ.

Матч длился почти полтора часа, доставив много приятных эмоций зрителям, которые делали селфи со знаменитыми шашистками прямо во время игры.

Тамара Тансыккужина Санкт-Петербургра шашкӑлла вылямалли сеанс панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... an-3408575

1937 ҫул, июлӗн 18-мӗш кунӗ, 4 сехет те 5 минут.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

АНТ-25 самолет экипажӗ, пӗр канмасӑр 56 сехет те 20 минут вӗҫсе, 9374 километр кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Петӗр сехет ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Икӗ сехет ҫеҫ пӗрле пултӑмӑр ун чух.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Анчах малтан 180 пин тенкӗ тӑракан алла ҫыхмалли сехет туянмалла-мӗн.

Но вначале надо было купить наручные часы, стоимость которых составляла 180 тысяч рублей.

Финанс пирамидине лекнӗ ҫамрӑка телевизорпа кӑтартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35832.html

Вӑхӑт ирхичӗ- ха, 10 — 11 сехет ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Ӗнер каҫхине 20 сехет те 50 минутра Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, авари пулнӑ.

Вчера вечером в 20 часов 50 минут на выезде из Чебоксар, на Вурнарском шоссе произошла авария.

Вӑрнар ҫулӗ ҫинчи аварире 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35782.html

Ҫакна кура строительсен ушкӑнӗ хальхи вӑхӑтра сехет ҫине пӑхмасӑр шанса панӑ яваплӑ ӗҫре тимлет, тулли кунӑн кашни саманчӗпе тухӑҫлӑ усӑ курма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑт хӗрӳ ӗҫре иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%b2a%d1% ... %b5%d1%82/

Вырсарникун, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 14 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнчи Шуркасси ҫывӑхӗнчи уй-хирте ACROS 530 комбайн ҫунма тытӑннӑ.

В воскресенье 13 августа, в половине 14 часов в поле близ Шоркасов Ибресинского района загорелся комбайн ACROS 530.

Йӗпреҫ районӗнче комбайн ҫунса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35717.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех