Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Администрацийӗн (тĕпĕ: администраци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Район пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе 2009 ҫулта ӗне пуҫне вӑтамран 5115 килограмм сӗт суса мала тухнӑ Мелания Ивановна Васильева доярка («Шатьма») район администрацийӗн — пӗрремӗш, Галина Петровна Анисимова (5085 кг, В. Васильева ХФХ) — иккӗмӗш, И. В. Даниловапа А. В. Маркова (4990-шар кг, иккӗшӗ те «Кр. Сормово») виҫҫӗмӗш степеньлӗ дипломӗсене тата укҫан премисене тивӗҫрӗҫ, тепӗр 18 дояркӑна та укҫан премисем пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн зоотехника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тӗп спецалист-эксперчӗ Г. Н. Матвеев пирваях выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен 2009 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ, кӑҫалхи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Конференци ӗҫне Чӑваш Республикин Президент Администрацийӗн йӗркелӳпе тӗрӗслев ӗҫӗн Управленийӗн консультанчӗ Э. В. Краснов хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Район пуҫлӑхӗ С. А. Николаев чи лайӑх старостӑсемпе ял тӑрӑхӗсен активисчӗсене район администрацийӗн Хисеп грамотисем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Ку енӗпе тӑракан задачӑсене хӑйсен сӑмахӗсенче тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен районти комисси председателӗн ҫумӗ, район администрацийӗн ӗҫӗсен управляющийӗ С. Ф. Григорьев тата районти шалти ӗҫсен пайӗн обществӑлла хӑрушсӑрлӑх милицийӗн пуҫлӑхӗ С. П. Батраков туллин ҫутатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Комисси ӗҫӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене тухса пыракан Н. И. Антонов та интересленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Комисси хуҫалӑхсен уйӑхсене пахаларӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.05.11

Станислав Андреевич ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхне аталантарас енӗпе нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ вӑй хунӑшӑн «Мичуринец» хуҫалӑх агрономне Галина Васильевна Власована (вӑл ҫав хушӑрах Мӑн Шетмӗ ял старости те) район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Депутатсем малтанах район администрацийӗн ҫуртӗнче пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Акӑ, иртнӗ кунсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Самаркинпа ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин, тӗп агрономӗ Шамиль Зейнутдинов «Луч», «Урожай», «Победа», «Труд», «Пайгас», «Слава» тата «Искра» хуҫалӑхсенче пулнӑ.

Например, недавно глава администрации района Алексей Самаркин, начальник отдела сельского хозяйства и экологии Илдус Миннетуллин, главный агроном Шамиль Зейнутдинов побывали в хозяйствах «Луч», «Урожай», «Победа», «Труд», «Пайгас», «Слава» и «Искра».

Вырма вӑй илсе пырать // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗ Надежда Петрова хальхи вӑхӑтра шкулсенче пурнӑҫлакан ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Начальник по образовательной части администрации района Надежда Петрова познакомила, как выполняются работы в современных школах.

Шкулсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗ Надежда Петрова хальхи вӑхӑтра шкулсенче пурнӑҫлакан ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Начальник образования администрации района Надежда Петрова ознакомила с выполнением текущей работы в школах.

Шкулсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Район администрацийӗн капиталлӑ строительствӑпа коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, 7-мӗш ҫурта кӑҫалхи 4-мӗш кварталта юсама планлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарӗҫ // Л.ГЕОРГИЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Ял уявӗ ячӗпе пухӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Эдуард Николаев, Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Ананьев, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Сергей Иванов саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Районти Спорт ҫуртӗнче (вӑл район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗн балансӗ ҫинче тӑрать) капиталлӑ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн спортӑн тӗрлӗ енӗпе ДЮСШ физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли, вӗренӳпе тренировка занятийӗсем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Чӑваш Республикинче 2003 ҫулччен физкультурӑпа спорта, туризма, санаторипе курорт ӗҫне аталантармалли тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетмелли тӗллевлӗ программӑпа тата Чӑваш Республикин «Физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн, 2002 ҫулта район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗ чылай ӗҫсем туса ирттернӗ, халӑх сывлӑхне, сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетме, кану вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме спорт сооруженийӗсемпе ӑнӑҫлӑрах усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Район администрацийӗн халӑх сывлӑхне ҫирӗплетес тата физкультурӑпа спорт пайӗ хӑйӗн ӗҫӗсене физкультурӑна аталантармалли тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗплетмелли федераллӑ тата республикӑри тӗллевлӗ программӑсемпе килӗшӳллӗн туса пырать.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Михӗсенче пуҫтарӑннӑ тасамарлӑха вӑхӑтра турттарса тӑмасан, район администрацийӗн ырӑ пуҫарӑвне — ҫӳп-ҫапа контейнерсемсӗрех пуҫтарассине – пуш параппана ҫӑка патакпа тӳнклеттернӗ пекех пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

«Ах, пулмасть пуль, пулмасть пуль…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2016.07.26

Шкул район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссие ҫак ҫемье пирки нимӗн те пӗлтермен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Куншӑн шкул директорне, ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗп асӑрхаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫак ӗҫсене хастар хутшӑннӑ кивулхашсем — В.Н.Карсаков, В.З.Ледюков, Г.В.Майрабеев, Н.А.Микка, В.В.Рахманов, Н.В.Шарайкин, П.В.Шиваев, Б.П.Шиваев, В.Ф.Шуреков район администрацийӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑра вилнисене манмаҫҫӗ // Надежда ДАНИЛИНА, Петр РАХМАНОВ. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех