Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дон сăмах пирĕн базăра пур.
Дон (тĕпĕ: Дон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм Дон леш енӗ хӑмӑр кӑвак сӗмлӗхе путнӑ.

Все Задонье тонуло в лиловой мгле.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий Мелехов каҫ сӗмӗпе хӑйӗн дивизийӗнчи Дон хӗррипе сапаланса тухнӑ чаҫӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫӗр каҫма Вешенскине таврӑнчӗ.

Григорий Мелехов уже в сумерках объехал разбросанные вдоль Дона части своей дивизии, ночевать вернулся в Вешенскую.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ыттисене хӗрлисем Дон урлӑ каҫма тытӑнсан ҫеҫ пеме ирӗк панӑ.

Остальным разрешалось стрелять только в том случае, если красные вздумают предпринять попытку к переправе.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Маларах хатӗрленӗ план тӑрӑх, Дон тӑрӑхӗнчи повстанецсен сотнисен кашнийӗн, шыв урлӑ каҫса, хӑйсен хуторӗсемпе тӗлме-тӗл вырнаҫса тӑмалла.

По разработанному заранее плану, повстанческие сотни Обдонья должны были переправиться и разместиться каждая против своего хутора.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр пилӗк сехетсем тӗлне вӑл Кудиновран ҫар чаҫӗсемпе беженецсене Дон урлӑ каҫарса пӗтерни ҫинчен хыпар илчӗ те ҫавӑн чух тин сотньӑсене каялла чакма приказ пачӗ.

Часов в пять от Кудинова получил уведомление о том, что воинские части и беженцы переправлены, и тогда только отдал приказ об отступлении.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах вӑл кӗҫех кӳмесем, вӑкӑрсемпе лашасем хыҫне ҫухалать те, Дон еннелле ҫывхарнӑ май, нумай ҫынлӑ халӑх эшкерӗ урлӑ сӑнӑ силленсе пыни ҫеҫ курӑнакан пулать.

Но вскоре он исчезает за повозками, за спинами быков и лошадей, и только пика колышется над многолюдной толпой, приближаясь к Дону.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсем ҫинчен аннӑ казаксем 1-мӗш сотньӑн йӗнерӗсене хывнӑ ҫӗр аллӑ лашине Дон тӳрӗ кӗтес туса хӗвелтухӑҫнелле ҫаврӑнакан вырӑна хӳтерсе пычӗҫ.

Полтораста расседланных лошадей 1-й сотни спешенные казаки подогнали к Дону повыше колена, от которого Дон под прямым углом сворачивает на восток.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Шурӑмпуҫ ҫуталса килнӗ тӗле Дон енчен пурӗ те сивӗ варкӑш юхма пуҫларӗ.

К заре потянуло с Дона сыростью и холодом.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксем ӑна Пруссипе Буковинӑран тытӑнса Дон ҫеҫенхирӗсем таран хӑйсемпе пӗрле ҫӳретрӗҫ, вӑл вара, кавалери чаҫӗн сирӗле пӗлми шӑрши, ҫуралнӑ кил шӑршипе пӗрех чуна ҫывӑх та тӑван пулчӗ.

Казаки пронесли его по всем дорогам от Пруссии и Буковины до донских степей, и он, нерушимый душок кавалерийской части, был столь же близок и знаком, как и запах родного куреня.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ара, ху хыҫӑнтан Дон урлӑ сӗтӗрсе каҫаймастӑн-ҫке ҫав ӗнтӗ!

Через Дон ить не потянешь за собой!

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья кӑкӑрӗ ҫумне пысӑк мар ҫыхӑ чӑмӑртаса тытнӑ, кофтине хулпуҫҫийӗ ҫинчен уртса, Дон еннелле утса пырать.

Аксинья шла к Дону, прижимая к груди небольшой узелок, накинув внапашку теплую кофту.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон урлӑ тул ҫутӑличчен каҫарчӗҫ.

Переправа через Дон шла до рассвета.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кимӗсем, виҫ-тӑватшар ҫын лартса, вуншарӑн Дон тӑрӑх кумса ҫӳрерӗҫ.

Десятки их сновали по Дону, перевозя по три-четыре человека.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вешенскине хирӗҫ, Дон урлӑ, батарейӑсемпе штабсене, ҫар япалисене паромпа ӑсатрӗҫ.

Против Вешенской на пароме переправляли батареи, штабы и войсковое имущество.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон патӗнче асар-писер хӗвӗшӳ пырать.

Возле Дона творилось нечто неописуемое.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыҫалти лавсем пӑрӑнса тухма май пур вырӑнсенче каялла ҫаврӑнчӗҫ, Дон патне Базкинче анас шутпа каллех аслӑ ҫул ҫине улӑхрӗҫ.

Задние подводы, там, где можно было разминуться, повернули назад, снова поднялись на шлях, с тем чтобы спуститься к Дону на Базках.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон сӑрчӗ ҫинчен лавсемпе пӗрле ҫеҫенхирти йӳҫек сывлӑш та хутора чӑлханса ҫитрӗ тейӗн — сывлама пӑчӑ пулса килчӗ.

Словно вместе с подводами свалилась в хутор с обдонского бугра и едкая степная духота.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Беженецсен лавӗсем хутора килсе тухиччен дружинниксем кӗпер айӗнче картла выляса выртрӗҫ, чӗлӗм туртрӗҫ, ҫаппа-ҫарамасланса, кӗпи-йӗмӗсен ҫӗввисене салтакӑн тӑрана пӗлми пыйти-шӑркинчен тасатрӗҫ, иккӗшӗ взвод командирӗнчен ыйтса Дон хӗррине шыва кӗме кайрӗҫ.

Пока в хуторе не появлялись беженские подводы, дружинники, лежа под мостом, играли в карты, курили, некоторые, растелешившись, очищали швы рубах и исподников от ненасытных солдатских вшей, двое отпросились у взводного — пошли на Дон купаться.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӑн Кӑмрӑк витӗр тухакан ҫул пӗр вырӑнта хӑмӑр кӑвак тӗслӗ лаптак чултан купаланӑ хӳме ҫумӗнчен ҫаврӑнса иртет, унтан тӑруках Дон еннелле пӑрӑнать те тарӑн мар тип ҫырмари пӗрене сарнӑ кӗпер патнелле анса каять.

Дорога по Большому Громку в одном месте шла мимо огорожи, сложенной из серого камня-плитняка, а потом круто заворачивала к Дону, спускалась в неглубокий суходольный ярок, через который был перекинут бревенчатый мост.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, Базкине ҫитсе, Григорий хӑйӗн 1-мӗш дивизийӗпе Дон хӗррине пырасса унта кӗтме шут тытрӗ.

И он решил добраться до Базков, там обождать, пока к Дону подойдет Григорий со своей 1-й дивизией.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех