Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хурҫӑ (тĕпĕ: хурҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Озия вӗсем валли, мӗнпур ҫар валли, хулкансемпе сӑнӑсем, тимӗр калпаксемпе хурҫӑ тумтир, ухӑсемпе чулравсем туса панӑ.

14. И заготовил для них Озия, для всего войска, щиты и копья, и шлемы и латы, и луки и пращные камни.

2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Арҫын авлансан та техникӑран уйрӑлман, «хурҫӑ утсене» тухӑҫлӑ ӗҫлеттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Пурне те хурҫӑ евӗр ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫра, ӗҫре, службӑра ӑнӑҫу сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Анчах хӑй, Давыдова колхоз стройне курайманнине тарӑна тата шанчӑклӑ пытарма пултарайман, вӑл, ҫав курайманлӑх; унӑн е асӑрхаймасӑр каласа янӑ сӑмахӗнче, е скептикла куллинче палӑрнӑ, е хӗретсе хуратнӑ хурҫӑ пек йӑлтӑркка тӗксӗм кӑвак куҫӗсенче урнӑ пек ҫиҫе-ҫиҫе илнӗ те ҫавӑнтах ҫухалнӑ.

Но ненависть к Давыдову и к колхозному строю он не мог глубоко и надежно запрятать, временами, помимо его воли, она прорывалась у него то в неосторожно сказанном слове, то в скептической улыбке, то бешеными огоньками вспыхивала и тотчас гасла в темно-синих, как вороненая сталь, глазах.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чӑн та, пулас уйрӑлура лайӑххи те пулнӑ: пӗр енчен, Макар Нагульновпа йывӑр калаҫу пуҫлама кирлӗ пулман, тепӗр енчен, халӗ Давыдовӑн хурҫӑ пек ҫирӗп авторитечӗшӗн нимле хӑрушлӑх та юлман, хӑйне килӗшӳсӗртерех тытнине пула ҫав авторитет кӑштах хавшанӑ ӗнтӗ.

Правда, в намечавшемся разрыве были и свои положительные стороны: во-первых, тогда отпадала бы необходимость идти на тяжелое объяснение с Макаром Нагульновым, а во-вторых, с той поры уже ничто не грозило бы железному авторитету Давыдова, несколько поколебленному его до некоторой степени безнравственным поведением.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Кай, ҫӑва патне, хӑрах куҫлӑ ухмах!» — тесе кӑшкӑрасшӑн Яков Лукич, хӑй аллине Лятьевский аллинчен туртса илме хӑтланать, анчах ниепле те туртса илеймест, — Лятьевский пӳрнисем сивӗ, хурҫӑ пек, Яков Лукичӑн темшӗн сасси те тухмасть, тутисем мамӑкран тунӑ евӗр.

«Да ну тебя к черту, кривой дурак!» — хочет крикнуть Яков Лукич, пытаясь вырвать свою руку из руки Лятьевского, но это ему не удается — пальцы у Лятьевского холодные, стальные, а голос Якова Лукича странно беззвучен и губы будто сделаны из ваты…

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Линкорсем валли хурҫӑ туяннине аса илсен тата…

А если вспомнить покупку стали для линкоров.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех