Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Васкамасӑр (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Энниок кимӗ патне пычӗ, йӗнӗрен пӑшалне кӑларчӗ, васкамасӑр авӑрларӗ.

— Энниок подошел к лодке, вынул из чехла ружье и медленно зарядил его.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

«Пурте… вӑт… ҫапла, тӳрех: тӗшмӗртсе пӗтӗмлетме темиҫе минут та парасшӑн мар, васкамасӑр, ӗҫлӗн…»

«И все вот так, сразу: никак не дадут подумать, обсудить, неторопливо, дельно…»

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл пӗкӗрӗлсе тата шӑхӑркаласа чылай хушӑ ларчӗ; юлашкинчен васкамасӑр ҫӗкленчӗ те чӑматанне шалтлаттарса хупрӗ, койка айне шалах тӗртсе хучӗ, револьверне вара шӑлавар кӗсйине чикрӗ.

Он долго сидел, сгорбившись и посвистывая; наконец, не торопясь, встал, захлопнул чемодан и глубоко засунул его под койку, а револьвер опустил в карман брюк.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Шывпа тӳпе пӗрлешнӗ тӗлте — ӑҫта пӑхатӑн унта — тӗтӗм йӑсӑрланать; унтан, инҫетрен, васкамасӑр, сулмаклӑн пенӗ сасӑ йӑтӑна-йӑтӑна килет, — ура айӗнче ҫӗр чӗтренет тейӗн.

На линии воды и неба вилось множество дымков; оттуда, заглушенная расстоянием, доносилась медлительная, тяжкая пальба, и казалось — земля дрожит под ногами.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Унӑн аллинче темиҫе кимӗ пулнӑ; вӑл вӗлерӳҫӗ тӗк — вилесене пӗр чӑрмавсӑр, васкамасӑр тинӗсре путарма, кайран вара ҫынсем пурте пулӑ тытнӑ чух вилнӗ тесе хыттӑн евитлеме пултарнӑ.

В его распоряжении было несколько лодок; если бы он был убийцею, он мог бы без помехи, не торопясь, бросить трупы в море и объявить громким голосом, что все жители утонули на рыбной ловле.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Вӑл чарӑнчӗ, палубӑна куҫ айӗн васкамасӑр пӑхса ҫаврӑнчӗ, эхлетрӗ те — ҫамкине ывӑҫ тупанӗпе шӑлса типӗтрӗ; унтан унӑн чул пек туйӑмсӑр пит-куҫӗнче палӑри-палӑрми куллӑн именчӗк мӗлки чӗтренкелерӗ, вӑйлӑ ҫилпе карӑннӑ парӑсӑн ӑнсӑрт хутланчӑкӗ евӗр — ҫав самантрах ҫухалчӗ.

Он медленно исподлобья осмотрел палубу, крякнул, вытер ладонью пот, и неуловимая, стыдливая тень улыбки дрогнула в его каменных чертах, пропав мгновенно, как случайная складка паруса в полном ветре.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Дюк ӑна малтан хисеплӗн пӑхса куҫӗпе юратуллӑн ачашлать, унтан вара, техӗмлӗхшӗн тенӗ пек, хырӑмне аллипе шӑлса эхлетет те черккене васкамасӑр сыпкӑмласа ӗҫет.

Ее Дюк любовно оглаживал благодарным взглядом, а затем, проведя для большей вкусности рукою по животу и крякнув, медленно осушал.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Фуль ун тӗлӗнчен васкамасӑр пӑрӑнчӗ.

Фуль медленно отошел от них.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Кӑпӑклӑ пысӑк хум ҫырана пырса ҫапрӗ, Аянӑн урисене йӑпӑлтиллӗн ҫуларӗ те — васкамасӑр, шуралса кайнӑ пит ҫӑмартинчи юн пек, тӑван тарӑн авӑра путрӗ.

Большая, взмыленная волна пришла к берегу, лизнула ноги Аяна и медленно, как кровь с побледневших щек, вернулась в родную глубь.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Сасартӑк такам, тен, сывлӑш, тен, вӑл хӑех, васкамасӑр, хыттӑн каласа хучӗ: «Стелла».

И вдруг кто-то, может быть воздух, может быть сам он, сказал неторопливо и ясно: «Стелла».

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Аян шхунӑран васкамасӑр аяккалла та аяккалла каять.

Аян неторопливо удалялся от шхуны.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Гарвей документа васкамасӑр пуҫтарса чикрӗ.

Гарвей, не торопясь, спрятал документ.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Мӗтрие нумай кӗтме тивӗ тесе, выҫӑ пулин те, апата васкамасӑр ҫирӗ, кантӑкран урамалла пӑхкаласах ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан, юриех васкамасӑр, Оглоблина ҫур стакан эрех ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет утсене вӑрмана илсе кайсан, Мина, Йысна, вӗсемпе пӗрле — мӗн тӑвӑн — Телегин та васкамасӑр, урам варрипех ҫырма хӗрринчи пӳрт патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл пуҫне сулчӗ те вӗлле пӳртӗнчен ҫаврӑнса пӑхмасӑр тухса кайрӗ, тулта кӗтсе таракан йыттине тем каласа, васкамасӑр хӑйӗн пӳртне уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫивӗтне хыҫал енне пӗр чӑмӑра ҫавӑрса ҫыхнӑскер, вӑл пуҫне кӑшт чалӑштарнӑ та тетрадьре мӗн ҫырнине васкамасӑр вулать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫырӑвӗ кӗске, Ванькка ӑна самантрах пӑхса тухрӗ, унтан тепре васкамасӑр вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Финкӑ калпакпа, хӗрлӗ кӑвак йӑрӑмлӑ тутар кӗпипе, пиншакпа, сӑран атӑпа ҫӳрет, — васкамасӑр ӑнлантарчӗ Волков.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ман патра е Куттава тытакан хӑна ҫуртӗнче чарӑнмалла, — терӗ вӑл, унтан сӗтел патне виҫҫӗ ярса пуссах ҫитрӗ те укҫана илчӗ, васкамасӑр шалти кӗсйине чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех