Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрте (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пур ҫӗрте те хуҫалӑхсен юхӑнӑвӗ, ҫарату, ахаль халӑха ним вырӑнне те хуманни.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пӗтӗм Раҫҫейӗпех пур ҫӗрте те япӑх пурнӑҫ кайрӗ, пирӗн республикӑра та ҫавнашкалах халӑх пурлӑхне пуҫлӑхсем ҫаратни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ҫапла ҫав вӑл, ан манса кай, эпир ҫук ҫӗрте кӑна пӗтӗмпех лайӑх.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пур ҫӗрте те ӑста реставрациленӗ кивӗ япаласем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пур ҫӗрте те ҫӗрсем пӗр вӑхӑтра пиҫсе ҫитмеҫҫӗ ҫав, ҫакна кура кашни хуҫалӑхра хӑйӗн вӑхӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

Ҫак арҫын М-12 ҫула тунӑ ҫӗрте, Йӗпреҫ округӗнче, ӗҫленӗ.

Этот мужчина работал в Ибресинском округе на строительстве дороги М-12.

Ҫӗр чавнӑ чухне тупнӑ пӑшала упранӑшӑн суд тӑвӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38124.html

Кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте хӑв ятна кӑна ҫӗртен…

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кушак-мулаххай та тӗлӗнет пулас, Вихтӗр умне пырать, ҫӗрте выртакан ҫутӑ кӗленче кантӑкне малти тяппипе тӗрткелесе илет…

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Халӗ вара тӗрлӗ маҫсемпе микстурӑсене урӑх ҫӗрте хатӗрлесе илсе килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Хастар та ӗҫрен хӑраман чӑваш ҫамрӑкӗсем ку объекта хӑпартнӑ ҫӗрте нумай тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ялах юлас терӗм… // В. КУРАКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/23/tv ... yulas-term

Зинаида ҫамрӑк чухне Камский ГЭС (хӑй каланӑ пек ҫырнӑ) тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ялах юлас терӗм… // В. КУРАКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/23/tv ... yulas-term

Анчах та вӑрҫӑ вӑхӑчӗ канӑҫ памасть хӗрсене: пур ҫӗрте те ун ҫинчен кӑна калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӗнерпуҫӗнчи медсестра // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/sh ... -medsestra

Анастасия Порфирьевӑпа Ирина Пшанкова ҫамрӑксем пӑру пӑхнӑ ҫӗрте тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Тырӑ алланӑ ҫӗрте Олег Иванов, Александр Михайлов тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Ҫур ҫӗрте кил-хуҫалӑхра вут-ҫулӑм тивсе илесси пирки никам та шутлама пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Пушарта хӗрарӑм вилнӗ // Элӗк районӗ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/pu ... hrarm-viln

Чылай ҫӗрте наци тумӗсене тӑхӑнса пӑхма май пур.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

«Хуҫасӑр йытӑсем унта ҫынна тапӑннӑ, тепӗр ҫӗрте ватӑ ҫынна кӑшласа янӑ» тенине телевизорпа та илтме-курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Амӑшӗн сассине илтсе, ҫемҫе вырӑн ҫинче выртакан пӗчӗк ывӑлӗ тапкаланса илет малтан, унтан, тутлӑн карӑнса та турткаланса, ҫӗнӗ ҫӗрте пӗрмӗш хут: «Уа-а», — тесе кӗскен сас парать, тенкел айӗнче, хурӑн шывӗ тумланӑн, ҫинҫен шемп-шемп туни илтӗнет…

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хулари чугун ҫул вокзалӗ Левен каяс ҫӗрте мар, пач урӑх енче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Митинг хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ К.И. Степановӑн обелискӗ патне чӗрӗ чечексемпе пуҫ кӑшӑлӗ хунӑ, ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗнчи халӑх пурӑнакан ытти вырӑнсенче пур ҫӗрте те асӑнса обелисксем патне пуҫ кӑшӑлӗсем хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ 79 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... rn-3758407

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех