Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмламас сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑмламас (тĕпĕ: ҫӑмламас) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑмламас куҫ харшисем айӗнчен тӗксӗмрех кӑвак куҫӗсем ҫивӗччӗн пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Куҫ тӗтреленнӗрен ҫӗрулми ҫеҫки иккӗллӗ курӑнчӗ: пӗри — йӑлтӑра шупка, тепри — ҫӑмламас пек, темиҫе сӗмлӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Тискер ҫӑмламас тӳрех тӑнне ҫухатрӗ курӑнать: урисене аяккалла лӑштӑр-р ячӗ те ҫӗре тач! персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫыран хӗррине тухсан, ҫӑмламас хӑлхинчен ҫатӑрласа тытрӑм та ҫак упана, ҫирӗпрех кантра е пралук тупӑнсанах ӑна ҫыхса пӑрахма ӗмӗтленсе, ҫул айккинелле, енчен-енне пӑхкаласа пыраттӑм ӗнтӗ, темле сасӑ илтӗннипе хыҫалалла куҫ ывӑтрӑм ҫеҫ — сехре хӑпрӗ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ҫул ҫинче те, килсе ҫитсен те самантлӑха та асран тухмарӗ ҫав ҫӑмламас кӑвак тир.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Хӑй ӗҫӗпе хавхаланнӑ художник ӑна сӑмах хушмарӗ, тав туса, ҫӑмламас пуҫне сулчӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— А-а, добре! — тет тавҫӑруллӑ ученик, ҫӑмламас куҫ харшисене вылятса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пуҫӗ тӑмана пуҫӗ пекрех, кӗлетки ҫӑмламас.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

Шурӑ тӑла чӑлха ҫинчен вӗр-ҫӗнӗ ҫӑпата сырнӑ, пӗрмечеллӗ хура сӑхман е сарӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ, шерепеллӗ капӑр тутӑр ҫыхнӑ кинемисем, ҫӑмламас ҫӗлӗк, кивӗ кӗрӗк е сӑхман тӑхӑннӑ мучисем тӑватӑ урампа чиркӳ еннелле утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Таҫта тӳпере ҫӑмламас шурӑ упасем пек пӗлӗт кӳмерккисем ерипен шуни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей тӑратса хума ӗлкӗрнӗ чикмек тӑрӑх хӑпарса, пуркине ҫӑмламас пысӑк ҫӗлӗк евӗр пуҫтарӑнса ларнӑ хуртсен айне тытрӗ, вӗркӗҫӗпе тӗтӗм вӗҫтерсе, хурт ушкӑнне йӑлтах пуркӑна пуҫтарчӗ, юлашкинчен михӗпе витсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫулла утара пырса вӗлле ҫӗмӗрсе пыл ҫиме ҫӑмламас упа та ӳркенсех тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Ҫӑмламас ӑна вӗҫейми пуличченех амантнӑ, чирлет тата хӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Ҫӑмламас чакака пӑрахса тарчӗ, анчах чакакӗ… ҫук, вӗҫеймест, йытӑ ӑна ҫыртса амантнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Ҫӑмламас?!.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Кӳршӗ йытти Ҫӑмламас пынӑ та шӑпах ҫав харсӑр чакака урипе пуснӑ, пуҫӗнчен кӗҫ-вӗҫ хыпса ҫыртас пек хӑрлатса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Йӗри-тавра пӑхкалать, ҫуртсем тӑрринчен юрне антарнӑ ҫӑмламас ялсене курать, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлать.

Видит дома, полузаваленные снегом, сброшенным с крыш.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫийӗнче темӗнле сарӑрах тӗслӗ ҫӑмламас кӗпе.

Одет он в желтоватого цвета рубаху с шерстяным ворсом.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хушнӑ сана тухса вут татма — тат», — текелесе Яка Илле хуйӑр хуппи пек хыткан аллипе ҫӑмламас кӑ-кӑрне кӑтӑртаттарать.

Вот и коли знай поленья, коль тебе велели», — прислушивается к стуку топора во дворе Илле и шумно скребет заскорузлой, как лубок, пятерней волосатую грудь.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӑмламас лаша, хӑйӗн ӑшӑ тумтирне хывнӑшӑн кӑмӑлсӑр пулнӑ пек, лӑстӑр-лӑстӑр силленсе илет те урӑх вырӑна куҫса тӑрать.

Встряхнулся недовольно, что выкурили его из тихого пригретого места и поковылял на новое лежбище.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех