Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралнӑ (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн тесен Раҫҫейре — Чӑваш ҫӗршывӗ, Чӑваш ҫӗршывӗнче — тӑван ялӑм, ялӑмра — ҫуралнӑ кил, атте-анне…

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ку енче вӗсен ҫуралнӑ кӗтесӗ, ку енче ҫунат вӑйӗ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫуралнӑ кун ячӗпе хисеплӗ те юратнӑ ентешӗмӗре чун-чӗререн ӑшшӑн саламлатпӑр!

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

«Майӑн 19-мӗшӗнче 90 ҫул тултарать пирӗн анне. Света, Андрей, Катя мӑнукӗсем те ҫак кунсенче ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Пурӑнан пурӑнӑҫ пӑрӑнӑҫсӑр мар теҫҫӗ. Шел те, 33 ҫултах Василий ывӑлӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ. Анне ҫак йывӑр хурлӑха мӗнле чӑтса ирттерчӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

Зоя Васильевна Максимова (Чернова) 1934 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗнче Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

Калас пулать, ҫав ҫулхинех «Катюша» юрӑ ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Зинаида Харитоновна Харитонова1931 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Хуракасси ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ялах юлас терӗм… // В. КУРАКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/23/tv ... yulas-term

М.В. Иголкина (хӗр чухнехи хушамачӗ Агатеева) 1931 ҫулта кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

«Тӗнчери чи паллӑ кун вӑл - ҫуралнӑ кун», - тесе юрлать Александр Васильев юрӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

«Эпӗ 1927 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Элменкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑх ҫӑмӑлах пулман манӑн. Мӗн пӗчӗкрен колхозра ӗҫленӗ. Хуракасси шкулӗнче 7 класс вӗреннӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳри учительсем хатӗрлекен училищӗне каяс килетчӗ манӑн, анчах анне ямарӗ, ӗҫлемелле терӗ», - иртнине аса илет Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Прокопий Михайлович 1957 ҫулта (кӗҫӗн ывӑлӗ ҫуралнӑ ҫул) пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Прокопий Шоклев 1918 ҫулта Вӑта Пукашра колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Лидия Сергеевна КОРМИЛЬЦЕВА 1927 ҫулта Шӗнерпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӗнерпуҫӗнчи медсестра // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/24/sh ... -medsestra

Даша пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн мӑн аслашшӗ Сафрон Филиппович Хирлеппуҫ ялӗнче 1920 ҫулта ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ача ашшӗ, больницӑн тулти пӳлӗмӗнче пӗрре ларса та, тепре тӑрса та, пӗрре утса та, тепре юпа пек хытса та пӑхаканскер, хӑйне валли вырӑн тупаймасӑр, тӑсланкӑ шофер сӑнне куҫӗ умӗнчен хӑваласа яма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тин кӑна ҫуралнӑ арҫын ача, медсестра аллинче самантлӑха кутӑн ҫакӑнса тӑнӑскер, ашшӗне чӗннӗн янӑратать палатӑна.

Куҫарса пулӑш

Ывӑл-и! Ывӑл!.. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чи малтанах старта 2016 ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Тин ҫуралнӑ ачасен сывлӑхне упрас тӗлӗшпе ҫитӗнӳсем курӑмлӑ — Чӑваш Енӗн пепкесем вилнипе ҫыхӑннӑ кӑтартӑвӗсем ҫӗршывра чи пӗчӗккисем.

Куҫарса пулӑш

Курмалӑх пур, тунӑ ӗҫ те — куҫ умӗнче // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %87%d0%b5/

П.В. Чернов 1996 ҫулхи июнӗн 3-мӗшӗнче Шӑмалак ялӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех