Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫатӑртатса (тĕпĕ: ҫатӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пичӗ ҫатӑртатса ыратнӑран юн пуль терӗ.

«Наверно, кровь», — решил и попытался подняться.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр хушӑ пӳлӗмре лампа ҫатӑртатса ҫунни те картишӗнче ача-пӑча сасси ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

На некоторое время за столом установилась тишина, лишь потрескивала керосиновая лампа да со двора доносился ребячий гомон.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан ҫӗнӗ хӑйӑ ҫатӑртатса хыпса илчӗ.

Наконец затрещала новая лучина.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳртре хӑйӑ ҫатӑртатса, шалтлатса ҫунать, чирлӗ хӗр хӑварт-хӑвӑрт сывлать.

Потрескивает лучина; больная дышит тяжело и часто.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӳртре чӗрӗ хӑйӑ ҫатӑртатса ҫунни те ватӑ тимӗрҫӗ тӑвӑррӑн сывлани илтӗнет.

А в избе слышался треск горящей лучины да тяжелое дыхание старика.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫурма тӗттӗм пӳртре тулли кӑмӑлпа ыррӑн ӗхлетни, хырчӑк сасси, вут ҫатӑртатса ҫунни илтӗнет.

В полутемной избе раздаются блаженные стоны, звук скребка, потрескиванье поленьев в печи.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑрӑк туратсем ҫатӑртатса хуҫӑлаҫҫӗ…

Трещат под грузным хозяином леса сухие сучья…

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑчӑ пӳлӗмре лампа ҫатӑртатса ҫунать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карта пӗр сыпӑкӗ ҫатӑртатса ишӗлсе анчӗ, Урасмет куҫне-пуҫне вылятса юмӑҫ карчӑк умне ҫитсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Типӗ вутӑ темерӗн, умне хуна хурӑн хуппи ялт кӑна хыпса илчӗ те — ҫавӑнтах ҫатӑртатса ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӗрре чӗртнипех ялт хыпса илчӗ юр ҫинчи кӑвайт, ҫатӑртатса ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Анчах ним ӑшши те ҫук вӗсен, кӑштӑ ҫатӑртатса илеҫҫӗ ҫунса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Унта улшӑнса тӑракан капашлӑ ҫурт-йӗр ҫӗкленсе сарӑлнӑ, — ҫутӑпа тӗтрен хумлӑ-хумлӑ сапаланчӑкӗсем; сирпӗнчӗксен фонтанӗсене пере-пере ывӑтакан тилӗрчӗк кӗлтесем туха-туха тӑраҫҫӗ, сасӑсӑр фейерверксем ҫатӑртатса ҫулӑмланаҫҫӗ, — вӗсем ҫӗр ҫийӗн ишекен шурӑ ҫӗр-шыва тӗлӗнмелле капӑр чечексен куҫа шартаракан вӑййипе кисретеҫҫӗ.

Там возвышались здания изменчивых форм, расплывчатые творения тумана и света; возникали огневые снопы, бившие фонтанами брызг, и вспыхивали бесшумные фейерверки, потрясая следящей игрой дивных цветов белую страну, плывущую над землей.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Камах пултӑр вара Выселкӑра? — тесе ҫатӑртатса каларӗ Федя.

— Кто на Выселках есть? — возмутился Федя.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кореневпа ҫатӑртатса илнӗ хыҫҫӑн тепӗр кунне, эпӗ класа кӗтӗм те, яланхи пекех, никама та пуҫ таймарӑм, никам ҫине те пӑхмарӑм.

На другой день после истории с Кореневым я вошел в класс, как и всегда в последнее время, ни с кем не здороваясь, ни на кого не обращая внимания.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тӗлӗнмелле шӗлепкесем тӑхӑннӑ карчӑксем, халӑх тӗркӗшнипе аптӑранӑскерсем, хӑйсем майлӑ ҫатӑртатса ҫилленкелесе лараҫҫӗ.

Какие-то старинные мамаши в замысловатых шляпках, ошарашенные сутолокой, упрямые и раздраженные.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Чӗрине сехӗрленӳ шӑппӑн ҫыртса лартиччен Кадударӑн ҫӳҫӗ ҫатӑртатса вирелле ҫӗкленчӗ.

Его волосы трещали и поднялись дыбом прежде, чем ужас запустил зубы в его сердце.

Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.

— Эсир… — терӗ те вӑл ҫав тери тутлӑн, ҫыпӑҫуллӑн — пукан ҫатӑртатса илмелӗхех анасларӗ, — эсир Хурҫӑ Рейдри йӗмсӗр кочегар пирки манса кайрӑр курӑнать.

— Вы, — зевнул он с той сладострастной грацией, от которой трещит стул, — забыли о бесштаннике-кочегаре на Стальном Рейде.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Эсир килнӗ ҫӗре колоссаль закуска хатӗр пулать, — хушрӗ хуҫа тепӗртакран Мӗтрие, ҫатмара салӑпа ҫатӑртатса ӑш алан акан ҫӗрулмине ҫунса каясран кашӑкпа пӑтратнӑ май.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каллех, шӑлсене шатӑртаттарнӑ пек ҫатӑртатса, чылай вӑхӑта чарӑнса тӑраҫҫӗ.

И снова, скрежеща, останавливались надолго.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех