Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫатма сăмах пирĕн базăра пур.
ҫатма (тĕпĕ: ҫатма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иксӗмӗр чӗкӗнтӗр яшки, ҫатма икерчи пӗҫерӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Апла тӑк ҫатма икерчи пӗҫерӗпӗр, — хушнӑ пекех каларӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Карсаков кӗрӳшне вӗри ҫатма ҫинче ташлаттаратпӑр текенсем те пур.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӳрте вӑл пӗр ҫатма шаритленӗ ҫӗрулми ҫӗклесе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Йӗкӗрешсем ҫатма кукли пекки туса хӑтланса пӑхрӗҫ, анчах хӑйӑрри ытла типӗ.

Близняшки попробовали cлепить пирожки, но песок был слишком сухим.

Пуш хир // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/562

Питӗ хӑвӑрт килнӗ вӑл, ҫатма пек таса асфальт ҫинче те ун хыҫҫӑн тусан мӑкӑрланса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Упӑшкин аппӑшӗ килнӗшӗн савӑннӑ Татти инке ҫӑмах яшки пӗҫерчӗ, пӗр ҫатма чӑкӑт ӑшаларӗ.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эпӗ ӑна хӑҫан та пулин вӗри ҫатма ҫине лартатӑпах!

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗррехинче вӑл каҫхине пырса кӗнӗччӗ те, Вера ӑна алӑк еннелле ҫатма аврипех тӗллесе кӑтартрӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫул тӗмерех вырӑнта ҫатма пек яка.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл пуппа сӑмахлакана чунсӑр, шелсӗр, хӑй кӑмӑлне каймансере икӗ шӑтӑкӗ витӗр халь тесен халь хыпса ҫатма хатӗр нихҫан курман тискер чӗрчун евӗр курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лаҫрах тата ҫатма ҫинче шаритленӗ карпсемпе карассем выртаҫҫӗ ҫуллӑ аякӗсемпе илӗртсе…

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Ҫатма икерчи пӗҫертӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ас тӑватӑп: ӳт-тире мӑранлатса пиҫӗхтерекен ҫу кунӗсем шӑранатчӗҫ, вӗри ҫатма ҫинчи ҫу пек ҫатӑртатса хӗвел ӗнтетчӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Чӑр-чӑр-чӑр сенкер куҫлӑ тӳпери каҫӑхса кайсах, халь-халь ирӗлсе тумланаслах ҫунакан пуҫ тӳпинчи хӗвелӗ Ҫӗр ҫинчи пур чӗрри-сыввине те ҫавра ҫатма ҫине хурса чӑш-чӑш-чӑш та ҫатӑр-ҫатӑр-ҫатӑр ӑшалать, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Сарлаках мар, анчах ҫатма пек ҫавра та тӳрем улӑх.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Мӗн тумалла?» — вӗри ҫатма ҫинчи пӑрҫа пек ӑшаланса тӑчӗ вӑл чылайччен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пирӗн урам варрипе ҫатма пек ҫулччӗ, айккипе - ҫерем, сап-сарӑ чечек.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Хӳреллӗ закуска ҫатма ҫинчен нихҫан та татӑлмӗ.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Поля унӑн костюмне, кӗпине утюгпа якатса, пукан хыҫӗ ҫине ҫакса хунӑ, хӑй кухньӑра икерчӗ пӗҫерет пулас: унта ҫатма чашкӑрни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех