Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярӑнма (тĕпĕ: ярӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗлтӗрпе ярӑнма юрататтӑм.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Кӑмӑлу пулсан, манӑн чӗкеҫӗм, ыран кимӗпе ярӑнма кайӑпӑр — эпӗ ыран каҫхи сменӑра ӗҫлетӗп — хӑйӑр ҫинче хӗртӗнӗпӗр, Атӑл ҫинче ярӑнса киленӗпӗр, пулӑ тытса килӗпӗр…

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Тӑвайккинчен пӑралапа ярӑнма питӗ мерекке.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав куннех эпӗ ачасемпе пӗрле ярӑнма тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Капла чӗнсен, хӑ-хӑ, манӑн вара чӑтма ҫук пыр ярӑнма, куҫ умӗнче ҫур кӗленче, нӗрсӗр епресе, куҫпа та, пӳрнепе те кӑчӑк тума, медянка пек явкаланма, балет артистки пек авкаланма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Пурте савӑк кӑмӑлпа, ҫиҫкелесе, тӗртсе сӑмах перкелесе кӑпӑр ҫӗкленчӗҫ те, Дунай хумӗсем ҫинче ярӑнма васканӑ пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри сӗтел хушшинчен тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кимӗпе ярӑнма шутларӑр-и? — кӑмӑллӑн сӑмах хушрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Ну, вӑт, халӗ ярӑнма кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ӑна-кӑна пӑхмасӑр хӗрача сӑртран ярӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗчӗк Лена, виҫҫӗмӗш класра вӗренекенскер, уроксем хыҫҫӑн шартлама сивве те пӑхмасӑр, амӑшӗ чарнине те итлемесӗр, тӑвайккине йӗлтӗрпе ярӑнма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫынсем унта конькипе те ярӑнма тухнӑ.

Кто-то вышел на нее кататься на коньках.

Вӑрмар районӗнчи ҫул ҫине конькипе ярӑнма тухнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34300.html

Йӗлтӗрҫӗсен лапамӗ вара ярӑнма юратакансенчен ан иксӗлтӗрех.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

Эпӗ велосипедпа ярӑнма юрататтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

— Ҫуллахи вӑхӑтра ачасене пӗвере ярӑнма кимӗсем илсе памалла, шлюпкӑсем туянмалла.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Ҫук, ачам, ярӑнма юрататӑн пулсан, ҫунашкине сӗтӗрме ан ӳркен!

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ярӑнма вӗрентетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Апла пулсан, мотоциклпа ярӑнма кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗрре, кӑнтӑрла, эпӗ тӑвайкки ярӑнма тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗррехинче ҫапла Яка Иллен вунӑ ҫулхи ачи те хастарланса катаччи ярӑнма тухнӑ.

Вышел покататься и десятилетний сынишка Илле Щеголя.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑвайккине, катаччи ярӑнма, кашни ҫулах ачасем шыв сапса пӑрлантараҫҫӗ.

Поблизости ребятишки каждую зиму заливали горку.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех