Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яратчӗ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тыр-пул тухӑҫӗ ҫав-ҫавах начарри шухӑша яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Асатте чутах сутса яратчӗ, тепӗр йытӑ ӳстерӗпӗр тет.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Анне юлашки сӑмахӗсене чӗтрекен сассипе каларӗ, кӗҫех вӑл йӗрсе яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тухтӑр кашни кун ман куҫа эмел яратчӗ, эрнере виҫӗ хут куҫ хупанкине ешӗлсенкерпе сӗретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑшӑ пит-куҫлӑскер, вӑл ачисемпе кулса, хӑш чух шӳт тукаласа калаҫатчӗ, вӗсене кӗвӗ каласа ташлаттаратчӗ, юмахсем яратчӗ, хӑш чух юрлатчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗр шӑниччен Хусан урамне уҫӑлма тухсан Швецов кашнинчех мӗн те пулин тупса кӗсйине яратчӗ.

А во время прогулок по Казани Швецов всегда что-то подбирал с полу и складывал себе в карман.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешӗ укҫине ытларах панӑ пулсан сутса яратчӗ те пулмалла.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара мана ӗмӗрлӗх пуҫ яратчӗ е хӗҫпе вакласа тӑкатчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, памастчӗ, ҫавӑн пекех мӑшкӑлласа кӑларса яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кирлӗ пулсан мӑйрака та лартса яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асламӑшӗ пек Павлуша никам та юратман: ирхине ура та сырса яратчӗ, каҫхине юмах та каласа паратчӗ, амӑшӗнчен вӑрттӑн чӑх яшки те пӗҫерсе панӑччӗ пӗррехинче.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Детрей вӑл мӗн чухлӗ лартса парать ҫавна пӗтӗмпех ҫисе яратчӗ.

После такого обращения Детрей съедал все, как бы много она ни ставила.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл кофе, чей, сахӑр вӑрлать, манӑн апатӑн ҫуррине ҫисе ярать… яратчӗ.

Он крал кофе, чай, сахар, съедал половину моего обеда.

VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Манӑн шухӑшӑмпа, ҫапах та, суккӑрланса ларни питех те кӑмӑлсӑр япала, — малалла калаҫрӗ вӑл; чутах кулса яратчӗ, анчах сӑмахӗсене юриех хурлану сӗмӗ кӗртрӗ.

— Как неприятно все-таки, я думаю, ослепнуть, — продолжал он, стараясь не рассмеяться и говоря деланно-соболезнующим тоном.

Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.

Сериз г-жа пӗчӗк икӗ урипе те таплаттарчӗ, чутах йӗрсе яратчӗ.

Г-жа Сериз топнула обеими ножками и едва не заплакала.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Вӑл мана та кӑшт ҫеҫ пӑтраштарса яратчӗ.

Он и меня-то чуть было не запутал.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫӗмӗрен ҫӳлелле пӗлет ҫинелле улӑхса кайсан, «шапа» ҫӳлте сывлӑшра шартлатса ҫурӑлса, вут хӗлхемӗсем унта-кунта сирпӗнтерсе кураксемпе чавкасене хӑратса яратчӗ.

Тотчас же стрела взвивалась в небо, и «лягушка», разрываясь высоко в воздухе, металась огненными зигзагами, спугивая галок и ворон.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хор «Боже царя храни» гимн пуҫласа яратчӗ те вара пурте юрлатчӗҫ.

Хор начинал петь гимн «Боже, царя храни», — все подхватывали.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Чутах кулса яратчӗ.

И чуть было не улыбнулся.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Анчах вӗсен пулӑшӑвӗпе вӑл король ҫуртӗнче е парадсенче кӑна усӑ куратчӗ, манпа пӗрле калаҫнӑ чухне вӗсене яланах кӑларса яратчӗ.

Но он никогда не прибегал к их услугам, исключая придворных церемоний и официальных визитов. Когда же мы оставались наедине, он всегда отпускал их.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех