Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑртланса (тĕпĕ: шӑртлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ асту, ман патӑмра, анчах хӑвна-хӑв ан ман, — тесе пӳлчӗ ӑна тачки шӑртланса кайса: — санпа, ухмахпа, шӳт тӑваҫҫӗ; санӑн, ухмахӑн, кӑшт тавҫӑрса илсе, хӑвпа калаҫнӑшӑн тав тумалла.

— Ты смотри у меня, однако, не забывайся, — с запальчивостью перебил его толстяк, — с тобой, дураком, шутят; тебе бы, дураку, чувствовать следовало и благодарить, что с тобой, дураком, занимаются.

Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.

Аркадий Павлыч сасартӑк шӑртланса кайрӗ.

Аркадий Павлыч вдруг вспыхнул:

Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.

Генерал хытӑ шӑртланса кайнӑ.

Генерал все более раздражался.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Офицер шӑртланса кайрӗ, сӗтел хушшинчен тухса, хӗрарӑм умне пӗшкӗнсе тӑчӗ, ӑна хӑйӗн алла ҫыхса ҫӳремелли сехечӗ ҫине кӑтартрӗ.

Офицер обозлился, вышел из-за стола, нагнулся к матери и показал ей на свои ручные часы.

XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Ху кай! — шӑртланса кайрӗ Ҫырла хуҫи.

— Сам иди! — огрызнулся Ягодай.

XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эпӗ ҫав тери шӑртланса кайрӑм.

Меня взорвало.

Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.

Унӑн хӑранипе чалӑшса кайнӑ ырханкка пичӗ ҫинчи тикӗс кастарнӑ мӑйӑхӗ темле кулӑшла шӑртланса тӑрать.

На исхудалом, перекошенном страхом лице его смешно топорщились аккуратные усики.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Акӑ мӗн, — шӑртланса кайса калама тытӑнчӗ карчӑк, — киле каяс е каяс мар тени санӑн кӑмӑлунтан килмест!

— Вот что, — раздраженно заговорила старуха, — пойдешь ты домой или не пойдешь, это от твоего желания не зависит!

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пичӗ унӑн тӗтӗмпе ӑшаланнӑ пек тӗксӗм курӑннӑ, куҫӗсем ҫиллес те хускавсӑр пӑхнӑ, хулӑм тутисем ҫинче салтак мӑйӑхӗсем шӑртланса тӑнӑ.

Лицо у него было темное, точно копченое, глаза неподвижные и сердитые, над толстыми губами торчали щетинистые солдатские усы.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Любовь, шӑртланса, пуҫне йӑтса илнӗ те, аллинчи ӗҫне тӗртсе ярса, кӳренӳпе хӗремесленсе, ашшӗ ҫине пӑхнӑ… унтан, каллех ӗҫне тытса, пуҫне паҫӑрхинчен те ытларах усӑнтарнӑ.

Любовь нервно вскинула голову и, бросив прочь от себя работу, красная от обиды, взглянула на отца… и, снова взяв в руки носки, еще ниже опустила над ними голову.

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан вӑл, шӑртланса кайса, кӑшкӑрнӑ пекех: — Мӗнле ӗҫ? — тесе хунӑ.

— И с раздражением он почти закричал: — Какое дело?

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Шуйттан кӑна пӗлет! — сасартӑк ура ҫине сиксе тӑрса, шӑртланса кайса, кӗҫ-вӗҫ куҫҫульне сирпӗтес пек кӑшкӑрса каланӑ Званцев.

— Чёрт знает что! — раздраженно и почти со слезами закричал вдруг Званцев, вскакивая из-за стола.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома хулана салхулланса, вӗчӗхсе, шӑртланса таврӑннӑ.

Охваченный тоскливой и мстительной злобой приехал Фома в город.

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан, сасартӑк шӑртланса кайса, лач сурнӑ.

— И, внезапно озлившись, плюнул.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем Медынскаяпа французла калаҫнӑ, юрӑсем юрланӑ, ахӑлтатнӑ, ҫав вӑхӑтрах Фома, вӗсем ҫине пӑхса, шӑртланса, кӗвӗҫсе ларнӑ.

Они говорили с Медынской по — французски, пели, хохотали, а он молчал и смотрел на них, полный злобы и зависти.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Игнат ҫак сӑмахсене илтсе, тата арӑмӗ ним шиксӗр пӑхнине курса, шӑртланса кайнӑ.

Игнат освирепел от этих слов и ее безбоязненного взгляда.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ шеф, шӑртланса, ҫитменнине тата портрет ҫинче Гитлер куҫӗсене тӗртсе шӑтарнине курсан, ухмаха еретех!

Шеф теперь лопнет от злости, особенно если увидит выколотые глаза на портрете у Гитлера!

Чи ҫамрӑккисем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Ялсене ҫитсе кӗрсен, пирӗн боецсем нимӗҫсем совет ҫыннисене ҫакса вӗлерме хатӗрлесе хунӑ такансене, пӗтӗм чун чӗрепе шӑртланса ӳксе, ишме пуҫларӗҫ.

Вступая в сёла, бойцы с ожесточением рубили поставленные немцами виселицы.

Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Капла куҫӑн-кӗретӗнех кашни утӑмрах взрывсем туса ҫӳренипе нимӗҫсем пушшех шӑртланса ӳкме пултараҫҫӗ.

Шум этих взрывов, следующих один за другим, серьёзно всполошит немцев, очень обозлит их.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Дикобраз ӑна курсанах шӑтӑка кӗрсе пытаннӑ, вара хӑйӗн йӗпписене шӑртлантарса тӑратнӑ та, ӑна ниепле те алӑпа тытма май пулман, йӗпписем унӑн питӗ ҫивчӗ, вӗсем пур енне те шӑртланса тӑнӑ.

А дикобраз побежал скорей к ямке и совсем голову в ямке спрятал. А колючки все на дядю выставил, и его никак взять дядя не мог, потому что колючки очень острые и они во все стороны торчат.

Дикобраз // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех