Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ватӑ чун та хытнӑ чун, Хытса кайнӑ кӗҫҫе ҫав.
Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Марине ун пек мар, вӑл чунтан ҫирӗп-ха, Марине ялан ӗҫре — колхозри ӗҫ вӑл чун сиплӗхӗ.
XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫав ахахсене эсир хӑвӑра хӑвӑр хисеплев уксусӗнче ирӗлтерме, унтан ӑна уҫӑ кӑмӑллӑ, сире парӑнса юратакан пӗр чӗрӗ чун сывлӑхӗшӗн ӗҫсе пама пултаратӑр; ҫав чӗрӗ чуншӑн вара ачисем пулаҫҫӗ-и унӑн е ҫук-и — пур пӗрех ахӑр, унӑн тӗп тӗллевӗ те — хӑйӗн хуҫине юрасси кӑна».
XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫаксем пирки вӑл аппӑшне хальлӗхе нимӗн те каламасть, анчах чун тӗпӗнче Моргианӑна вӑл чунне яри уҫнӑ вӑхӑтри урмӑшлӑхӗнче усӑ куракан хӗҫ-пӑшалӗшӗн каҫараймасть.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Моргиана чунӗн намӑссӑр чӗтревӗсем ӑна самаях хӑратаҫҫӗ; кунашкаллине вӑл час-часах сӑнать пулин те — аппӑшӗн усал чун уҫӑмӗ ӑна яланах пусӑрӑнтарать.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пурнӑҫа чунпа тусассӑн кашниех чун парӑмне Тӳлесе татса ҫак аслӑ ҫут ҫанталӑк ырлӑхне Тав туни ҫеҫ пулӗ тетӗп.
VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫапӑҫу хирӗнчен нумай-нумай чун тӳпене ҫӗкленчӗ, анчах вӗсен хушшинче нимӗҫсен пӗр чунӗ те курӑнмасть.Много поднялось к небу душ с поля сражения, но не было среди них ни одной немецкой души.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Врачпа медицина сестрин профессийӗ – чӑн-чӑн чун туртӑмӗ, вӑл хӑвӑн чун ӑшшине ыттисене ним юлмиччен пама, хӗрхенӳллӗ тата хуть хӑҫан та ҫынсене пулӑшма хатӗр пулма хистет.
Михаил Игнатьев Медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/18/news-3596343
— Ҫутӑ пайӑркасемпе ӑшӑ кулӑран, ырӑ кӑмӑлпа тимлӗхрен чӗрӗ чун туса парсам, мӗншӗн тесен телейсӗрскерӗн, чыссӑрсен аллинчех вилме хатӗрленекенскерӗн, чунӗ ҫавнашкал!
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
О, ҫунакан чун, пурне те курма, пурне те тӳсме ҫунакан чун, шуйттан ӑратӗнчи чи кӑмӑллисене ҫӗнтерекен туйӑм-туртӑм!
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Унта яшлӑх; таса юратӑвӑн чуна ҫутатакан ҫепӗҫ сассисем; пуҫа илӗртӳллӗн ҫавӑракан сехре хӑппилӗх янӑракан пурнӑҫран туллирех те савӑнӑҫлӑрах; хуйхӑ-асапӑн тӗттӗм тамӑкӗ — чун хавалне сакӑр ҫул кисретни, ухмаха ернӗ пек — сакӑр ҫул ҫунни-ӗмӗтленни, куҫҫуль тӑкни, ылханни, питех те киревсӗр шӑпа; вӑхӑт юхан-ҫӑпанлӑхӗ; пепке ҫине ӳкнӗ сӑрт; хӗвел, хӑйӑр, шӑплӑх.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Анчах чун икӗ тӗрлӗ иккенне йышӑнас тӑк — эпир Суринэне ӑнланатпӑр; пӗр йышши чун тӑраниччен, антӑхса кайса хӑйне юраттарасшӑн, тепӗр йышши вара ҫакӑнтан кая мар туйӑмпа хӑй юратасшӑн, хӑйне парасшӑн, парнелесшӗн.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Чун кӳренӗвӗн хавшаклӑхӗ вара пусмӑрпа-хӗстерӳпе пулакан хире-хирӗҫлӗхре чи ҫирӗп чунсене те амантатех.Это оскорбление неизменно ранит даже самые крепкие души в столкновении их с насилием.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Гринландире вара Ассольпе тата Грэйпа тан ытти ҫын сахал мар: Гнорпа Карменӑн чун хӗлӗхӗсене карӑнтарса, психологин чи ҫӳлти тӳпинче сӑнарланнӑ юратӑвӗ («Гнор пурнӑҫӗ»), «телей илсе килекен» Битт-Бой лоцман, ракпа вилмеллех чирлӗскер, ҫакна пӗр сӑмахпа та, пӗчӗк систерӳпе те ыттисене кӑтартманскер («Карапсем Лисра»), таса юратупа ҫунса хӗмленме пуҫланӑ ҫамрӑк матрос Аян, тинӗс хурахӗн пурнӑҫне пӑрахӑҫланӑскер («Тинӗс пырӗ»), «хӑйӗн ҫӗр-шывне» — тинӗсе — чунпа парӑннӑ Дюк капитан (ҫак ятлӑ калав) тата ытти нумай-нумай хайлав геройӗсем Грин чӑн-чӑн классик пулнине (тӗрӗсрех — хаклав халӗ те кивелменнине) ӗнентереҫҫӗ.
Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.
«Шӑлавар тӑхӑннӑ киревсӗр чун» ун чунне ҫӗнӗрен хускатрӗ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ҫурӑма витӗрлекен каҫхи уҫӑ ҫиле, хырӑм айӗнчи ӑшӑ тӑпрана, ешӗл курӑк шӑршине тата ҫӑлтӑрсемпе кӑпӑшланнӑ кӗрен-кӑвак бархат тӗслӗ пӗлӗте те, ҫавӑн пекех ҫапӑҫу шавне те, пӑшалсемпе тупӑсем пенӗ чухне йӑлтлатса илекен ҫутта та, снарядсем чуна хӗссе ӳхӗрнине те, утлӑ ҫар пӗрехмай хыҫа пыра-пыра кӗнӗ пирки чакнӑ чухне шикленкеленине те — пурне те, пур япалана та Иван уйрӑмах ҫивӗччӗн, чун хавалне ҫӗклентерсе, тата хӑйӗн вӑйне, хӑйсем ҫӗнтерессине, пулас телейне ним иккӗленмесӗр ӗненсе йышӑна-йышӑна илнӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫук, ӗҫ кунта Ленин ҫынсен чунӗсене этемле ҫывӑххӑн та тарӑннӑн туйса ӑнланнинче, ҫав сисӗмлӗх хӑш лару-тӑрура палӑрнинче кӑна мар; чи кирли кунта — Ленин событисем пурпӗрех Алексейшӗн ӑнланмалла, тем тесен те вӑл хӑйӗн йӑнӑшне тавҫӑрса илмелле ҫулпа аталанассине пӗтӗм чун хавалӗпе шанса тӑнинче пулчӗ.
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Шыва пароход ураписен хӑмисем ҫапни илтӗнет, баржӑсен караванӗ ҫинче матроссем кашкӑрла ӳлеҫҫӗ, таҫта йывӑр мӑлатук тимӗр ҫине ҫапать, кичемлӗн юрӑ тӑсӑлать, — такамӑн чунӗ хуллен кӑна йӑсӑрланать, — ҫав юрӑран чун ҫине кӗл пек хурлӑх ҫуса тӑкӑнать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Сире сӑваплӑ ӗҫӗршӗн, профессие юратнишӗн тата парӑннишӗн, Чӑваш Республикинче пурӑнакан шӑпӑрлансене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне чун ӑшшине парнеленишӗн чунтан тав тӑватӑп!
Олег Николаев воспитатель тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ӗҫлекенсен кунӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/09/27/glav ... et-s-dnyom
Чирлесе ӳкнӗ чӗр чун хӑрать, канӑҫсӑрланать: ытти чӗр чун тата ҫын ҫине тапӑнать, стена ҫине сикет, ҫиме юрӑхсӑр япалана чӑмлать.
Уртаракан чир пурнӑҫшӑн хӑрушӑ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.10.08, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=896&text=news-publikacii