Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакрӗ (тĕпĕ: чак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнене вӑл шырлан патне хӑюллӑн ҫавӑтса пычӗ, анчах ӑслӑ выльӑх шӑр-шар! шарлакан пӑтранчӑк шыв юххине курсан пуҫне шиклӗн пӑркаласа каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чакрӗ лашасен хакӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав чавсасем Герасим Федотовича кӑкӑртан сулмаклӑн чышнӑ пек туйӑнчӗҫ те, вӑл каялла чакрӗ, аллисем унӑн сӳсленсе вӑйсӑрланчӗҫ, пӳрнисем тарласа йӗпенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вера хӑйӗн ҫине арҫын тинкеререх пӑхса тӑнине асӑрхасан каялла чакрӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Мӗскер унта? — каялла чакрӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӗрарӑм хыҫалта ҫын пуррине туйрӗ те ачана хӑйӗн ҫумнерех туртса илсе ҫул айккинелле чакрӗ: арҫынна ирттерсе ярасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Манӑн шухӑш-туйӑма хӗрарӑм ӑнланчӗ-ши — сӑнран тӗксӗмленсе каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Чӗлхесӗр янавар, туртӑнса илсе, каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл темиҫе утӑм каялла чакрӗ те хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларчӗ…

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫуртсем хыҫӗпе кутӑн-кутӑн чакрӗ те ҫырма хӗррипе ял вӗҫнелле тапса сикрӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тен, Алюнов тухса кайнӑ хыҫҫӑн чун хавалӗ чакрӗ пулӗ?

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укапин ҫиес ҫӑкӑрӗ чакрӗ ҫапла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юр пек шурӑ урхамах кӳсе хӑйне тытма тӑнине курсассӑн пуҫне силлесе илчӗ те ҫур утӑм пек каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗн ҫилли тӑвӑнса килнине Шӑхаль ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та вӑл пӗр-икӗ утӑм каялла чакрӗ, хӑй ҫапах та шухӑшне улӑштарма килӗшменнине пӗлтернӗн, куҫне тартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ял хуҫалӑх продукцийӗн хакӗсем пӗр пек тӑманни вӗсене планласа акса-лартса хӑварас енӗпе чӑрмантарать. Акӑ, иртнӗ ҫул ҫӗрулмин пӗр килограмне 30 ытла тенкӗпе сутрӑмӑр. Кӑҫал вара — 8—9 тенкӗпе анчах. Сӗт хакӗ те палӑрмаллах чакрӗ», — тет «Рассвет» ЯХПК председателӗ М.Р.Афанасьев.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Аманнӑ хыҫҫӑн пӗр сакӑр кунтан Санюкӑн вӗриленни самаях чакрӗ, ура тӑртанни те пӗчӗкленчӗ, хӑй те амӑшӗ панӑ кӗрпе яшкине кӑмӑлласах ҫирӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Паҫук, Кирукпа Санюк амӑшӗ, майӗпен сывалма пуҫларӗ, аманнӑ хулӗн шыҫҫи чакрӗ, ытти хӗненӗ вырӑнсем те сурма пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Материалне тӗртсе пӑхрӗ, вӑл каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

«Арӑсланӗ» хӑравҫӑскер пулчӗ, вӑл «урхамаха» тапӑнмарӗ, хӳрине хӗстерсе, каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Унӑн авторитечӗ кунта юлашки вӑхӑтра пӑртакҫах чакрӗ.

Там его авторитет в последнее время несколько пошатнулся.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех