Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытӑрах (тĕпĕ: хытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Прокуратура ҫурчӗ тӗлне ҫитсен, Сехенер юри хытӑрах уксахлама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Хытӑрах хӗстер.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эс пире, кивӗлле ӗҫлекенсене, хытӑрах хӗстер.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман Анюта еннелле никам сисмесле мар пӑхса илет те каллех пуҫне йывӑҫ кутнелле чикет, такама темшӗн шӑмарнӑн, пӑчкӑ аврине хытӑрах та хытӑрах чӑмӑртать.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле пиҫиххине хытӑрах туртса ҫыхрӗ те пӗрчӗсене хӗвне чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пушшипе ҫапрӗ те лаши хытӑрах чупма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Янтул шӑллӗ апла! — чӑнах савӑннине тата хытӑрах палӑртма пуҫларӗ хула ҫынни.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Хытӑрах шартлатсам, аслати!

Куҫарса пулӑш

Хура пӗлӗт йӗрет куҫҫульпе // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Тен, паҫӑрхинчен те хытӑрах.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Инкек ҫине синкек тенӗ пек кун пек калаҫнисем тата хытӑрах амантаҫҫӗ мар-и. Хальхинче кӑвапинчен те хытӑрах.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Татах, тата хытӑрах мекӗрленчӗ ача.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халӑх тата хытӑрах кӗрлесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тӑрисен хорӗ тата хытӑрах кӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Марье аппа, сан аннӳ пулать-ха ӗнтӗ, кӑмӑлӗпе те питӗ йӑваш та, ыттисенчен хытӑрах илтет пуль ҫӗр мӗн каланине.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Нинука акӑ хӑйне юратнинчен хытӑрах юратӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Каҫхи шевле ҫинчи йывӑҫ тата хытӑрах йӑлтӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кӑна илтсен пӗр ушкӑн ача тата хытӑрах кулса ярать.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унтан тата хытӑрах кӑлтӑрттарса кулса ячӗ те сукмак тӑрӑх анаталла чупса анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кавказа вӑрҫса илнӗ чух, абхазецсем пуринчен те хытӑрах парӑнмасӑр, хирӗҫ тӑнӑ.

Абхазцы оказали наибольшее сопротивление при завоевании Кавказа.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрринчи хуҫалӑх тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫулла кунта хӗвел тундрӑринчен ҫӳлерех хӑпарать, ҫӗре те хытӑрах ӑшӑтать.

Летом здесь солнце выше поднимается и сильнее прогревает землю.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех