Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

учителӗ (тĕпĕ: учитель) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӳ сферин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн директорӗ Е.Н.Савельев, Хирти Явӑш тӗп шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.И.Никифорова, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи ОБЖ вӗрентекенӗ Г.Н. Миронов, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн физкультура учителӗ О.А.Кошкина, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.Н.Данилова, «Радуга» ача сачӗн заведующийӗ А.Н.Албутова, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи тутар чӗлхипе литературин учителӗ Д.М.Гималтдинова, Урмаел вӑтам шкулӗнчи биологи учителӗ А.Р. Самкина, Шурут вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Л.Н.Тарасова тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/

Демобилизаци хыҫҫӑн тӑван ялта — Курнавӑшри 8 ҫул вӗренмелли шкулта физкультура учителӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Ҫамрӑк специалист професси пӗлӗвне илнӗ хыҫҫӑн ӗҫлӗ пурнӑҫне Тинӗскӳл ялӗнчи шкулта вырӑс чӗлхипе литература учителӗ пулса ӗҫленинчен тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Бриллиант евӗр ҫирӗп мӑшӑр // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/professi-ynn ... -n-3389069

Физкультура учителӗ хӑйӗн профессийӗ, киленӗвӗ, ҫав вӑхӑтри вӗренекенсем ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртни – физкультура учителӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... el-3388977

Уяв умӗн пӗр кун маларах ялти библиотекӑра Ольга Патраева вулавӑш ӗҫченӗ йӗркеленипе Физкультурник кунне тата Педагог-наставник ҫулне халалласа «Чун туртни – физкультура учителӗ» тӗлпулу иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртни – физкультура учителӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/rusen-ykh-n- ... el-3388977

2013 ҫулта Сергей Витальевича «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Альбина Ефремова. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

«Хамӑн ӗҫри опытпа паллаштарас тесе 2005, 2010, 2014 ҫулсенче районта ҫулсерен иртекен «Ҫулталӑк учителӗ» конкурсра хутшӗнса ҫӗнтерӳҫӗ ята ҫӗнсе илме пултартӗм.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Альбина Ефремова. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

2009 ҫулта Мускавра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра чӑваш учителӗ ҫырса хатӗрленӗ вӗрентӳпе меслет комплекчӗ (вырӑсла — УМК) ҫӗршыври 160 наципе халӑх хушшинче «Чи лайӑх УМК» ята ҫӗнсе илет.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Раҫҫей Президенчӗн Грантне 3 хутчен тивӗҫнӗ хастар, вырӑс чӗлхиллӗ шкулсем валли «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳпе меслет комплексне 1-9-мӗш классем валли хатӗрлесе ҫитерме вӑй ҫитернӗ автор, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Раҫҫей халӑх учителӗ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе Тав ҫырӑвне ҫаксем тивӗҫ пулчӗҫ: уйрӑм предприниматель-волонтер Минфенисе Прохорова, «Изамбаевский» сӗт завочӗн бухгалтерӗ Ануш Испирян, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн истори учителӗ Владимир Воронов, хресченпе фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Ранис Сафиуллин.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Учителӗ, юнашарах пурӑнаканскер, техничкӑпа пӗрлех килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Химипе рисовани учителӗ чӗрӗк ӗмӗр ытла ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗсенче ачасене хурӑн хуппипе ӗҫлеме вӗрентнӗ.

Учитель химии и рисования, после более четверти века обучала детей работать с березовой коркой в центрах детского творчества.

Хурӑн хуппинчен илем ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35199.html

2022 ҫулта район шайӗнче иртекен «Ҫулталӑк учителӗ» конкурса хутшӑнса 2-мӗш вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

2018 ҫулта район шайӗнче иртекен «Ҫулталӑк учителӗ» конкурса хутшӑнса 2-мӗш вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

— Ҫулсерен тирпейлетпӗр эпир ку вырӑна, мӗншӗн тесен вӑл пӗрмаях тасамарлӑхпа тулать, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет биологи учителӗ Ираида Павлова.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

Егоров снайпер удмурт ҫынниччӗ, фронта киличчен пуҫламӑш шкул учителӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

— Олегӑн пӗрремӗш учителӗ пулнӑ май, шкулта вӗренни, хӑйне мӗнле тытни куҫ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ялти учительсен ҫи-пуҫӗ пек, ҫавӑнпа эпӗ Карапая йытӑ ачи-пӑчин учителӗ пуль тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ тата Карапай // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Алӑк ҫывӑхӗнчи пӗчӗк сӗтел ҫинче граммофон физика учителӗ йӗркеленипе «Шкул вальсӗ» кӗрлеттерсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хор-р-р! — чуна каллех тӑрмаларӗ ҫав сасах, анчах вӑл кунхинче Ула Тимӗр ҫӳҫне виреллех тӑратаймарӗ: сехри сирпӗтсе янӑ сӗмӗ хӑй вырӑнне таврӑнсан биологи, физиологи учителӗ тавҫӑрса илчӗ: вальдшнеп кӑрӑплатать иккен (инҫех те мар ҫак кайӑк кӑмӑллакан лачакаллӑ, йӳҫлӗхлӗ, кӳрен курӑклӑ пӑчӑртатса тӑракан кӳллӗх е ушах пур пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех