Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улаха (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвах пӗлетӗн, пирӗн прихутра, Элекҫейрен пуҫне, урӑх никамӑн та хуткупӑс пулман, Анук ӑна улаха чӗннӗ тенине те ӗненмесӗр тӑма пултараймарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах Микулана та ал парса: — Ан ҫилленӗр… Чӑн та, аван мар турӑмӑр. Уншӑн пӗтӗмпех Анук айӑплӑ. Урамра хуткупӑс сасси илтӗнсенех, вӑл пире улаха Элекҫее чӗнтӗм тесе каласа пачӗ те, эпир сире Тӗмшер каччисем пек йышӑнтӑмӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ют ял хусахӗсене улаха кӗртес килменнипе мар, Элекҫее курӑйманран.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене хамӑр улаха кӗртсен, пирӗнтен тӗнче кулӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ан тив, Элекҫее Анук чӗннӗ пултӑр та, эпир, каччӑсем, хамӑр улаха ют ял ачисене кӗртме пултараймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якур, курма шанса килнӗ хӗрӗ ҫуккишӗн пӑшӑрханса лараканскер, Анук Элекҫее улаха чӗнни ҫинчен каласа панине илтсен, тӑвӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук ӑна тарӑхтарасшӑнах-и, улаха та тухмасӑр пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Улаха та ахалех килтӗм. Кӗтерук манран ӑслӑрах пулчӗ — килмерӗ».

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Атте, Ваҫли мана улаха чӗнет те…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паллах, улаха тухсан, сӑмсана усса ларас ҫук…»

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Анне ятне асӑннӑ каҫ улаха ҫӳрени килӗшӳллӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку таранччен Иливан ялти хӑй пек каччӑсенчен пӗр енӗпе ҫеҫ «катӑк» пулнӑ: ыттисем пек улаха, вӑййа, тапӑсене ҫӳреймен, хӗрсем хыҫҫӑн чупайман.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӗнмесӗр ара, упӑшки пур ҫинче ҫӗр пӳрте улаха пыратчӗ те кашни каҫ тимӗрҫӗ лаҫҫине вӗсем валли тутлӑ апатсем йӑтатчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Арӑму патне кӳршӗ Хватей улаха каҫатчӗ те мана курса хӑраса тарчӗ, — тесе хурать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Улаха яш-кӗрӗмсем килмесен вӑл улах та мар: ҫӗр ахаль иртнӗ пек туйӑнать, чун тулашать.

А без кавалеров и улах не улах: просто убили вечер попусту, ни душе, ни сердцу.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӳлӗмрен эсӗ те улаха кил», — терӗ те Ухтиван хӑй хӑюлахӗнчен хӑй тӗлӗнсе хӗр тарӑхса тухса каясса е ура ҫине те пулин сиксе тӑрасса кӗтсе пукан ҫинчен ҫӗкленчӗ.

А ты теперь будешь приходить? — вдруг выпалил Ухтиван и сам удивился своей смелости; ожидая, что девушка плохо истолкует его слова и уйдет, он привстал со стула.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урасмет Патрик арӑмне лайӑх астӑвать, хӑйӗнчен кӑшт аслӑрах пулин те каччӑ чухне вӑл ун патне улаха та ҫӳрекеленӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл: «Айта-ха «Улаха» кайса пӑхатпӑр, мӗн ӗҫлеҫҫӗ унта», — тесе чӗнчӗ те, килтӗмӗр.

Она позвала: «Давай посмотрим что делают в «Улах», — и мы пришли.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

— Эпӗ Игнатьева Алевтина Димитриевна пулатӑп, — паллаштарчӗ хӑйӗнпе «Улаха» килнӗ тепӗр артист.

— Я Игнатьева Алевтина Димитриевна, — познакомила с собой пришедшая в «Улах» другая артистка.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

«Улаха» питӗ чӗнчӗҫ те, килӗшрӗм.

Сильно звали в «Улах», и я согласилась.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех