Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутинчен (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӗнтӗ мӑшӑрне хытӑрах та хытӑрах пӑчӑртарӗ, ыталарӗ, ачашларӗ, питҫӑмартинчен, вӗри тутинчен чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сергей Николаевич та хӗрарӑма хыттӑн пӑчӑртаса хӑй ҫумне ҫупӑрларӗ, ачашшӑн тутинчен, куҫӗсенчен чуптурӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Саша хӑй ҫумнелле тӗршӗнекен хӗре ачашшӑн питҫӑмартинчен, унтан куҫӗсенчен, тутинчен чуптума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Король задачине шутласа кӑларнине курсанах пӗр тарҫи ӑна хампипе тутинчен, тепӗр тарҫи сылтӑм хӑлхинчен ерипен те хуллен ҫапса илчӗҫ.

Заметив, что король решил задачу, один из них почтительно хлопнул его по губам, а другой по правому уху.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунти сурӑх ашӗ тути пирӗн сурӑх ашӗ тутинчен начартарахчӗ, анчах ун вырӑнне ӗне ашӗ пит тутлӑччӗ вара.

Здешняя баранина по вкусу уступает нашей, зато говядина превосходна.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл ӑна темӗскер каласшӑн пулнӑ, анчах Афанасий Львович хӗре хӑвӑрт кӑна ыталанӑ та — тутинчен, куҫӗнчен, пит- ҫӑмартинчен чуптуса илнӗ…

Она хотела что-то сказать ему, но Афанасий Львович быстро обнял ее и крепко поцеловал в губы, в глаза, в щеку…

V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Курганов ӗҫнӗ, э-эхлетсе илнӗ те, пушӑ аллипе Степанидӑна хӑй ҫумнелле туртса, ӑна тутинчен чуптунӑ.

Он выпил, крякнул и, притянув свободной рукой к себе Степаниду, поцеловал ее в губы.

II // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Тытӑнчӑксӑр тутинчен шӗвек сӗлекине юхтаркаласа, вӑл типнӗ ҫӑкӑр хыттине чӑмланӑ-мӗн.

Он жевал сухую хлебную корочку, роняя жиденькую клейкую слюну с расслабелой губы.

XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Манӑн кучер малтан турта хушшинчи лашан хулпуҫҫийӗнчен чӗркуҫҫипе пусса пӗкке икӗ хутчен силлесе илчӗ те, йӗнерчӗке тӳрлетрӗ, унтан каллех прешкерин чӗлпӗре айӗпе тухса ҫула май ӑна тутинчен тӗртсе хӑварчӗ те, вара кустӑрма патне пычӗ — пычӗ те, кустӑрма ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса, сӑхман арки айӗнчен ерипен сӑмсаран туртмалли табак коробки туртса кӑларса унӑн хуппине чӗнӗнчен тытса уҫрӗ, васкамасӑр коробка ӑшне хӑйӗн икӗ тачка пӳрнине чиксе ярса (пӳрнисем унӑн коробка ӑшне аран-аран кӗрсе вырнаҫрӗҫ), табака лутӑркарӗ-лутӑркарӗ те, малтанах сӑмсине чалӑштарса тытӑна-тытӑна шӑршларӗ; кашни шӑршламассеренех вӑл мекӗрленсе илчӗ, куҫӗсене хӗсрӗ, шывланнӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ.

Кучер мой сперва уперся коленом в плечо коренной, тряхнул раза два дугой, поправил седелку, потом опять пролез под поводом пристяжной и, толкнув ее мимоходом в морду, подошел к колесу — подошел и, не спуская с него взора, медленно достал из-под полы кафтана тавлинку, медленно вытащил за ремешок крышку, медленно всунул в тавлинку своих два толстых пальца (и два-то едва в ней уместились), помял-помял табак, перекосил заранее нос, понюхал с расстановкой, сопровождая каждый прием продолжительным кряхтением, и, болезненно щурясь и моргая прослезившимися глазами, погрузился в глубокое раздумье.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Сӑмсипе тутинчен ҫеҫ юн тухать.

Кровь шла только из носа да из разбитой губы.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Каялла ҫаврӑнсан, Таниле лашана йӗвен ҫӑварлӑхӗпе пӗрле тутинчен чӗпӗтсе тытнӑ.

На обратном пути Данила ущипнул лошадь за губы вместе с уздцами.

Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.

Вӑл Фомана тутинчен хыттӑн чуптуса илнӗ, куҫӗсем унӑн тата та ытларах тӗксӗмленсе кайнӑ.

Она крепко поцеловала Фому в губы, причем глаза ее стали еще темнее.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Валерия, виле патне пырса, йӑла хушнӑ пек, ун куҫӗсене хупрӗ, ҫӑварне пӑхӑр укҫа хучӗ (ку укҫа Ахерон хумӗсем урлӑ каҫарнӑшӑн Харона тӳлеме кирлӗ пулнӑ), вара, вилене тутинчен чуптуса, йӑла хушнӑ пек: «каях ӗнтӗ, йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, эпир ҫутҫанталӑк туса панӑ йӗрке тӑрӑх сан хыҫҫӑн пырӑпӑр», — терӗ.

Валерия, приблизившись к трупу, закрыла ему глаза, как следовало по обычаю и, вложив ему в рот медную монету, которая должна была служить умершему для уплаты Харону за переезд через волны Ахерона, поцеловала в губы и произнесла: «Прощай! И мы все в порядке, природой нам предопределенном, последуем за тобой».

VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл ӑна ҫӑмламас сивӗ тутинчен вирлӗн ҫапрӗ.

И он ударил его по мохнатой и холодной морде.

Гассанпа упа // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Аэлита Лося чуп турӗ те — вӑл Аэлита тутинчен наркӑмӑшӑн йӳҫек шӑршине туять.

Аэлита поцеловала его, и Лось почувствовал горький запах яда на её губах.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Матви Кӗҫение ӑшшӑн-ӑшшӑн ҫупӑрларӗ, тутинчен чӑпӑрт чуптуса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хам телее пула, эпӗ эрех шӑршинчен, тутинчен йӗрӗнеттӗм, Павӑл хавассӑнах ӗҫетчӗ, ӗҫсен вара, хурлӑхлӑн макӑратчӗ.

Водка, к счастью моему, возбуждала у меня отвращение своим запахом и вкусом, а Павел пил охотно и, напившись, жалобно плакал:

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Шӑмми-шакки тӗреклӗ, пӗвӗ вӑтам пӳрен ҫӳллӗрех, хырӑмӗ самаях хулӑн, урисем пӗр-пӗринчен чылай аякра тӑраҫҫӗ те ҫителӗклех ҫирӗп; пуҫӗ пысӑк, ҫамки ансӑртарах, анчах ытлашши ансӑрах та мар; сӑмси лаптакрах, сарлака та пуклак вӗҫлӗ, кӑвакрах тӗслӗн ҫутӑлса тӑрать; аялти тути, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫӳлти тутинчен икӗ хут ҫурӑ хулӑнрах, анчах ытла кансӗрлемеллех хулӑн мар; пичӗ ҫинчи икӗ тарӑн пӗркеленчӗк — пурнӑҫра хура-шур курнипе пулнӑскерсем мар, ҫу пухӑнса кайнипе пулнӑ картлашкасем кӑна; кун пек пит ҫинче пысӑк куҫсем пуласса кӗтмелле, анчах та вӗсем пачах урӑхла, пӗчӗккӗ пулса тухнӑ, ҫӗрулми куҫӗсем пек тарӑн путса лараҫҫӗ, вӗсен тӗсне те уйӑрса илмелле мар, те тусанпа, те темскерпе витӗннӗ вӗсем.

Комплекция плотная, рост выше среднего, животик изрядно толст, ноги поставлены довольно широко и прочно; голова большая, лоб узковат, но не так уж узок; нос узловатый, широкий и тупой, слегка приплюснутый, с синим отливом; нижняя губа приблизительно в два с половиной раза толще верхней, но не так уж толста, чтобы мешала; две глубокие морщины — просто жировые складки, а не то чтобы следы когтей жизни; глаза на таком лице надо бы ожидать большими, а они, наоборот, получились маленькие, сидят глубоко, как глазок картофелины, и цвета неопределенного, будто подернуты не то пылью, не то марью.

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Унӑн аллине чуптумалла чухне, мӑн ҫынсем мӗнле чуптунине асӑрхамасӑр, эпӗ чӗтресе турӑш питӗнчен, тутинчен чуптуса илтӗм.

И, когда нужно было приложиться к ручке её, не заметив, как прикладываются взрослые, я трепетно поцеловал икону в лицо, в губы.

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл пӗр самантрах урайӗнче выртакан ҫынсем хушшинче старике шыраса тупрӗ те, леш тавҫӑрса илме ӗлкӗриччен, хӗпӗртесе йынӑшса, ӑна питӗнчен, куҫӗсенчен, тутинчен ҫуласа илчӗ.

Он в одно мгновение отыскал старика среди груды валявшихся на полу тел и, прежде чем тот успел опомниться, облизал ему с радостным визгом щеки, глаза, нос и рот.

VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех