Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тимлесе (тĕпĕ: тимле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир Тарзан хӑюлӑхӗпе «хӑмпӑланса», ун ирӗклӗх туйӑмӗпе хыпӑнса илӗхме васкаса, ҫиччӗ виҫкелесе, ӑна-кӑна тимлесе тӑмарӑмӑр — кама мӗнли лекнӗ, ҫав ҫамрӑк ҫӗмӗрт вуллине ярса тытрӑмӑр та, тураттисенчен ҫакӑнкаласа, вӗсем ҫине апла-капла, ылма-тӗлме пускаласа, ҫӳлелле улӑха пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Мӗн пулчӗ ара? — сехӗрленсе ӳкрӗ Арҫен, Кӗркури хӑтланӑвӗсене тимлесе ларманскер.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Экзамен тытакансем, куҫӗсемпе доска ҫинче ҫырнине тимлесе, палӑртнӑ темӑсемпе пухнӑ пӗлӗвӗсене уҫӑмлатас тӗллевпе ӑс-тӑн чӗлкӗмӗсене пантлаттарса татӑлас пек карӑнтарса ларкаларӗҫ те, кашни хӑйне ҫывӑх тема суйласа илсе, «ҫанӑ тавӑрса», ӗҫе кӳлӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пурис вар хӗррине васкамасӑр, кӗскен-кӗскен утӑмласа, кушак пек ҫемҫен пускаласа ҫывхарчӗ, ҫитсен, аялалла тепӗр хут тимлесе пӑхрӗ — текех унта нимӗнле ҫутӑ та курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хура кӗр пуҫламӑшӗнче, колхозри ӗҫсем пӗтӗмӗшле вӗҫленсен (ҫав кунсенче ҫынсем Совет Союзӗнче Ҫӗрӗн искусственнӑй ҫаврӑнташне космоса вӗҫтерсе янипе кӑмӑлӗсене вӗҫтерсе, ҫӗршыври наукӑпа техника ҫитӗнӗвӗсемшӗн Ҫӗнтерӳ кунӗнчи савӑнӑҫлах савӑнса, хавхаллӑ сӑмах «утьӑкка сиктеркелесе» ҫӳретчӗҫ, нумайӑшӗ самантӑн-самантӑн таса пӗлӗтелле, тӗнче уҫлӑхнелле, тӗшмӗртсе тимлесе, ҫав тӗлӗнтермӗш япалана «куҫ картине хупасшӑн», унӑн вӗҫев ҫулне йӗрлесе тупасшӑн ӑшталанатчӗҫ), Ула Тимӗр, укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен ҫирӗпреххӗн «ураланас», «тӗкӗсене тӗреклетес» тесе, килтен тухса кайрӗ те Атӑл леш енче, йӑлӑмра, вырнаҫнӑ леспромхоза ӗҫе кӗрӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тимлесе, тӗплӗн турӗ вӑл ӗҫне, юлашкинчен, тулса хӑпарнӑ кӑмӑлне «ҫупа лачкаса», хӑйпе хӑй пӑшӑлтатса, татӑклӑ йышӑну турӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Надежда Константиновна пур ҫынна та хисеплетчӗ, хӑйпе калаҫакана тимлесе итлетчӗ, нихӑҫан та чармастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Надежда Константиновна ҫав тавлашӑва тимлесе итленӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Урсэкие пӗр вӑхӑт вулама чарӑнчӗ те тимлесе итлекен юлташӗсем ҫине пӑхса илчӗ, вара каллех малалла вуларӗ:

Урсэкие на минуту оторвался от письма, оглядел сосредоточенные лица товарищей и продолжал чтение:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗнӗ чухне вӑл тӗкӗр тӗлӗнче чарӑнчӗ те хӑй ҫине тимлесе пӑхрӗ, вара упӑшки еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ:

По дороге в спальню она, поравнявшись с зеркалом, пристально оглядела свое отражение и, повернувшись к мужу,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах та ҫакӑн пек тимлесе ӗҫленӗ шӑв-шав Стурза мастерскойра пулнӑ вӑхӑтра кӑна илтӗнсе тӑчӗ.

Но все это продолжалось ровно столько времени, сколько Стурза находился в мастерской.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Натюш тем пек тимлесе тирпейлесен те, пӳлӗмре ҫапах нӳхрепри пек туйӑнать, ӑна стенасем ҫинчи ҫутӑ картинӑсем те илем кӳреймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл, хӑй тимлесе, чӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлерӗ, крахмал заводӗнчен мезга нумай тиесе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Доклада Таня нимӗн шарламасӑр, тимлесе итлерӗ, кашни сӑмахне ӑша илме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫак вӑрманӑн уссине чугун ҫул ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ял ҫыннисем тивӗҫлипех хаклаҫҫӗ, юратса та тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ, тимлесе тунӑ ӗҫ яланах илемлӗ, тӗплӗ, лайӑх пулать, Ку вӑрмана лартиччен, хӗллехи куҫ курми ҫил-тӑманлӑ та шартлама сивӗре, ҫав ҫынсем нихӑҫан ӑшӑ пӳртре канлӗн ларса курайман.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Николай Иванович Аньӑна пуҫласа курнӑ пек тимлесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Халӑх ӑна халиччен курман ҫынна итленӗ пек тимлесе итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула тимлесе сӑмах каласшӑнни ҫынсене ирӗксӗрех парӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ывӑлне тимлесе итленӗ май икӗ общинӑна сӑлтавсӑрах Михха ҫапӑҫтарса янине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов, вӑрнарсен Акатуйне хутшӑннӑ май, вӗсемпе уйрӑмах тимлесе паллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех