Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тивсе (тĕпĕ: тив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«А-а, апла-и-ха эс?» — самантрах шалтан «тивсе» кайрӗ халӗ Ула Тимӗр, Пурисран супса иртсе малалла ҫурма сулмаклӑ утӑмсемпе тӗрмекленекенскер, вара, пуҫне каялла ҫавӑрса илсе, пӗр шелсӗр «ҫавине чул ҫине тӑрӑнтарчӗ»:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кунччен нихӑҫан та эрех-сӑра таврашне ас тивсе курманскер, Полина малтанах ҫакна хирӗҫлерӗ, варарахран ҫеҫ упӑшки «пусахласах» хистенипе, шалти «хирлӗвне» хивре карӑнтарсах ун ӳкӗтне килсе, кӑмӑлне кӳрсе, йӗклене-йӗклене черкке тӑррине малтан саркайӑк шыва сыпкӑм сыпкӑмланӑн чапӑрт татса илчӗ, унтан, куҫне хупса, тӗппи шаплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Савӑнӑҫлӑ кӗвӗ Ленӑн кӑмӑлне уҫмарӗ, пачах та урӑхла, вӑл чӗрене пырса тивсе, ӑна татах та ытларах ыраттарса ячӗ, йывӑр шухӑша путарчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вара вӑл Михха ҫурт-йӗрӗпе юнашар кил хушшинче мунча ларнине, вут-кӑвар тухсан кӳршӗ киле тивсе илме пултарасса аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пур — хӗр пуҫҫӑн, хӑй кӑна Сахарӑн шур мунчине вут тивсе илессинчен хӑтарса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Саппунӗпе кӗпи аркисем ҫуннӑ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ тусӑннӑ Хрестук вӗсем чупса пынӑ тӗле тивсе илме пуҫланӑ пушара пуҫламӑшӗнчех сӳнтерсе, ҫунса шӑтнӑ мунча тӑррине хӑпарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫине пӗчӗкҫӗ вут хӗлхемӗ килсе ӳксен те, вӑл тар пек пӑр! кӑна тивсе кайма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫунакан вут пуҫҫи урайне ӳкнине те, кӑмака умӗнчи тӗрлӗ ҫӳп-ҫапа тивсе илнине те туйман эпӗ; мана хама та, пӗтӗмпе халран кайнӑскерне, кӳршӗри Павӑл мучи йӑтса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Паян йӑлтах пӗлменнисене ас тивсе курар…

Нынче мы с тобой перепробуем все, чего не знаем.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑмакасене ытлашши хӗртсе яма, вӗсен ҫывӑхӗнче хӑвӑрт тивсе илекен, ҫунакан япаласене хӑварма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Ӑшӑ приборӗсен ҫывӑхӗнче хӑвӑрт тивсе илекен япаласем пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Кӗвӗ, ҫӗр ҫумӗпе хуллен ҫеҫ ярӑнса вӗҫекен кайӑк пек, татӑли-татӑлми юхать, чӗрене кайса тивсе ҫынна ирӗксӗрех шухӑша ярать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ «пӗтӗмпех пӗлнине» кӑтартас йӳтӗмпе ананаспа ыйтрӑм, анчах — шел те! — вӑл кофепе хатӗрленинчен япӑхрах-мӗн; кофеллине эпӗ Попӑн хрусталь савӑтӗнчен ас тивсе пӑхрӑм.

Я решил показать «бывалость» и потребовал ананасового, но — увы! — оно было хуже кофейного, которое я попробовал из хрустальной чашки у Попа.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Типӗ хут татӑкӗсем тивсе те кайрӗҫ, вут ҫулӑмӗ ҫавӑнтах урайӗнче выртакан улӑма ярса илчӗ.

Большой ком серой сухой бумаги вспыхнул, и пламя потянулось к валявшейся на полу соломе.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унтан пуля тивсе Никитина вӗлерчӗ пулас.

Потом, кажется, убила пуля Никишина.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унӑн кӑлтӑкӗсенчен пӗри — япалана тулашӗнчен кӑна пӑхма юратни пулнӑ, унӑн лашине пӗтӗмпех хӗрлӗ хӑюсемпе эрешлесе пӗтернӗ, унӑн шпорӗсем (вӗсене вӑл ӑҫтан кӑна тупнӑ-ши, музейран пулӗ) авӑнчӑкскерсем тата шӑлӑллӑ — ун йышши шпорсене эпӗ картинӑсем ҫинче, вӑтам ӗмӗрти рыцарьсем ҫинче анчах курнӑччӗ; никелпе витнӗ вӑрӑм хӗҫҫи ҫӗре тивсе пыратчӗ, маузерӑн йывӑҫ йӗнни ҫине: «Эпӗ вилӗп, анчах эсӗ те ҫӗлен-калта пӗтӗн!» тесе ҫырнӑ девизлӑ пӑхӑр лаптӑкӗ ҫыпӑҫтарса лартнӑччӗ.

Одной его слабостью была любовь к внешним эффектам: конь был убран красными лентами, шпоры (и где он их только выкопал, в музее, что ли?) были неимоверной длины, изогнутые, с зубцами, — такие я видел только на картинках с изображением средневековых рыцарей; длинный никелированный палаш спускался до земли, а в деревянную покрышку маузера была врезана медная пластинка с вытравленным девизом: «Я умру, но и ты, гад, погибнешь!»

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Нӳрлӗрех ҫапӑ ниепле те тивсе каяймасть; ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланать.

Огонь разгорался неохотно; повалил густой дым.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫав вӑхӑтрах Иван Гора пӗшкӗнме ӗлкӗрет те, пуля унӑн ҫӳҫӗсене ҫеҫ тивсе чӑртлатса иртет, Иван — Петрова ал тунинчен ярса тытса, чӑмӑрӗпе пӗррех куҫӗсем хушшинчен лектерет.

Одновременно Иван Гора, нырнув головой, так что пуля только чиркнула по волосам, схватил Петрова за кисть руки и со всего плеча ударил его между глаз.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кӑлпассие вӗсем сивӗ тивсе тутлӑланнӑ кӗтмелпе ҫирӗҫ.

И ели они колбасу со свежей, прихваченной морозом брусникой.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех