Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапма (тĕпĕ: тап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нихҫанхинчен хӑвӑрт тапма пуҫларӗ каччӑн чӗри.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ӑна курсанах, ман чӗре тапма чарӑнчӗ-ши, — алӑри тулли черкке ҫӗре ӳкрӗ те чӑнкӑрр! турӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Велосипеда килелле тапма йывӑр пулчӗ, тӑвалла, ҫавӑнпа ҫурма ҫула ҫурранах утрӗҫ те калаҫрӗҫ.

Ехать на велосипедах обратно было тяжело, в гору, поэтому полдороги прошли пешком и болтали.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Чӗри кӑкӑр кӑшкарӗнчен сиксе тухасла кӑлтлатса тапма пуҫласан Таранов диван ҫине тӑсӑлса выртрӗ кӑна — электрошӑнкӑрав чӑнкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мерчен Мишши автовокзалта еплерех ахӑлтатса кулнине аса илсен хӑйне тем хӗснӗ пек, тем тӑвӑрлатнӑ пек туйнӑран Таранов шурӑ пӑнчӑллӑ хӗрлӗ галстукне канӑҫсӑррӑн тӳрлеткелерӗ, хӑмӑр плащ тӳмине хыпалансах вӗҫертрӗ, чӗри темле йӗркесӗртерех тапма пуҫланине сиссе пуҫне чӳрече еннелле чалӑштарчӗ, уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывлама тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

– Эпир день роджени чухне, м-м-м, это, эпӗ Тимӑна Шарик шӑммине тапма каланӑччӗ.

– На наш день рождения, это, м-м-м, это я сказала Тиме, чтобы он пнул кость Шарика.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

Манӑн чӗре, юрра итленӗ майӑн, хӑвӑрттӑн тапма пуҫларӗ, тепӗр самантран эпӗ хӑва тӗми ҫумӗнче юрлаканне хӑйне те куртӑм — вӑл вӑрмантан тӳрех ман тӗле утса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Июнь уйӑхӗн 13-мӗш кунӗнче Ваня Алексеев чӗри тапма чарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Укаслу аманнисем патне ҫитнӗ ҫӗре Эмир чӗри тапма чарӑннӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шуҫӑм сенкерлене пуҫланӑ тӗле ача чӗри тапма чарӑннӑччӗ ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине тата, аманнин чӗри те тапма чарӑнманччӗ пулас, те ҫынсене ҫеҫ ҫапла туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

… Укаслу ҫӗре сиксе аннӑ ҫӗре Пинер чӗри тапма чарӑннӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер халь ӗнтӗ хӑиӗн чӗри сиксе тапма тытӑнни ахаль пулманнине ӑнланса илчӗ: тем тесен те леш усалсем Укаслӑва вӑрласа каякансем пулчӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччӑ чӗри сасартӑк тем усала сиссе сиксе тапма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн санитарсем кунта илсе ҫитериччен чӗри тапма чарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Фашистсем куҫран ҫухалсан кӑна амӑшӗсемпе ачисен чӗри лӑпкӑн тапма тытӑнчӗ, пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫма пуҫларӗҫ, ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫакна курсан, Кирукӑн чӗри хӑвӑрт тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрмана ҫитсе кӗрсен кӑна ачасен чӗри лӑпкӑнрах тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Харитонов Владимир Егорович чӗри 1981 ҫулхи ҫурлан 14-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.

Сердце Харитонова Владимира Егоровича остановилось 14 августа 1981 года.

Упи шкулӗнче Владимир Харитонов ҫыравҫӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34553.html

Ак вӑл халех тапма чарӑнать…

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех