Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавлашу сăмах пирĕн базăра пур.
тавлашу (тĕпĕ: тавлашу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурсӑра та систерсе хурас терӗм: думӑра вӑйлӑ тавлашу пулать.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл пулма пултараймасть, сотник! — ку тавлашу мӗнпе пӗтессине пӗлмесӗр хӑюллӑн хирӗҫ тавӑрчӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ларнӑҫемӗн сӗтел хушшинчи ҫынсем темиҫе ушкӑна пайланчӗҫ, пур ҫӗрте те хӗрӳллӗ тавлашу пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫланчӗ вара тавлашу!..

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Темиҫе сехет хушши питӗ хирӗҫӳллӗ тавлашу пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

«Килет барон фон-Айсберг — Пулать, кӗтсе тӑр, тавлашу; Пӗрне-пӗри ӑнланаймастпӑр: Эп тӗрӗслетӗп, вӑл вӑлтать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ик кӑмӑл пулчӗҫ хире-хирӗҫ, Ик шухӑш — вӑрттӑн тавлашу.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ман кӑкӑрта халь тулашу, Халь пурнӑҫ вилӗмпе тӗл пулчӗ: Пырать хаяррӑн тавлашу.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Акӑ Камышин та хӑй кунта вӑйлӑ тавлашу пулассине кӗтни ҫинчен пӗлтерчӗ: — Лайӑх калаҫса татӑлтӑр, лартнӑ ыйтӑвӑн пӗлтерӗшне ҫынсем тӗрӗс ӑнланаҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тавлашу шала каяссине сиссе, амӑшӗ те Фатимана чарӑнма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Килте унӑн ку хыпар пирки асар-писер тавлашу пуҫланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл вара агронома темиҫе кун каялла ҫак пӳлӗмре Ятманпа иккӗшин хушшинче пулса иртнӗ тавлашу пирки тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пачах урӑхла, кӑкӑрта пысак ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн ҫуралакан кӑмӑллӑ туйӑм сисӗнсе тӑрать, килте каннӑ хушӑра та ӗнерхи тавлашу ҫинчен мар, ыранхи кун ҫинчен, пуҫланӑ ӗҫе часрах пӗтересси ҫинчен шухӑшлас килет.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр тесен, ҫиленмелли те ҫук: ӗҫлӗ тавлашу вӗт?

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тавлашу вӑл е ку енне тӑма ан тӑрӑшӑр, нейтралитет пулӑр.

Избегайте занимать чью-либо позицию в спорах, благоприятнее всего держать нейтралитет.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Липа ӑна икӗ кун каялла Левентейпе пулнӑ тавлашу ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн ҫинчен пулчӗ ку тавлашу — ӑна алӑк патӗнче вӑрттӑн сыхласа тӑнӑ аскерсем ҫеҫ пӗлчӗҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мускавра чиперех калаҫаҫҫӗ хӑйсем, тупа та тӑваҫҫӗ, грамотӑсене те алӑ пусаҫҫӗ, Хусанта ҫав грамотӑсене тепӗр хут ҫирӗплетме тӑрсан ялан тавлашу сиксе тухать.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Дискусси», «тавлашу», «диспут» - ку эрне валли ҫак сӑмахсем каяҫҫӗ.

К этой неделе как нельзя лучше подходят такие определения, как «спор», «дискуссия», «диспут», «ссора».

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре тавлашу сиксе тухма пултарать, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

На работе у вас могут возникнуть конфликтные ситуации, не позволяйте собой понукать.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех