Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтӗрӗнсе (тĕпĕ: сӗтӗрӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурланчӗ, мӗншӗн тесен унӑн каллех тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреме лекет.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир киле сӗтӗрӗнсе ҫитнӗ ҫӗре тул та ҫутӑлчӗ: хам лӗпӗр-лӗпӗр пылчӑк, лаша, чӑм шыва ӳкнӗскер, тӗтре пек пӑсланать.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Килне кай та текех хуласем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ан ҫӳре.

Ступай домой и больше не таскайся по вашим улахам-посиделкам.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Тупнӑ сӗтӗрӗнсе ҫӳремелли вӑхӑт», — текелесе Мултиер ҫурлисене илет те ытти анасем ҫине пӑхать.

— Нашли же времечко для схода, — ворчит Мульдиер, собирая серпы, и не торопится: ждет, когда пойдут мужики с других загонов.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

…Утара сӗтӗрӗнсе ҫитнӗ Ухтивана Яриле мучи ирхине килне турттарса таврӑнчӗ.

…Яриле обнаружил полуживого Ухтивана утром на пасеке, куда тот приполз не помня себя, взвалив с помощью людей недвижное тело на телегу, отец привез сына домой.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Салакайӑк ялсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрекен ӳсӗр мишавайсене аса илчӗ.

Салагаик припомнил вечно пьяных межевых, разъезжающих по деревням.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗтмен ҫӗртен сиксе хӗр тухрӗ Ҫил-тӑвӑл пек пӗтӗрӗнсе, Ҫул тӑршшипе тусанӗ юхрӗ Хӳре пекех сӗтӗрӗнсе.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тапранчӗҫ, чупрӗҫ, чарӑнмасӑр; Сӗтӗрӗнсе пырать кӳми.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак, ҫавра ҫил сана ҫӗклерӗ — Вӗҫетӗн эс пӗтӗрӗнсе, Ҫӗре те ҫаврӑнса ӳкмерӗн — Пыратӑн-ҫке сӗтӗрӗнсе.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Эпӗ ҫитнӗ чухне чӑнах та участокра никам та ҫукчӗ, упа пек, кунӗ-кунӗпе варманта сӗтӗрӗнсе ҫӳреттӗм.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Икӗ колхозӗ те таҫта кайра сӗтӗрӗнсе пычӗҫ иккен те, халӗ вӗсене пирӗнпе пӗрлештермелле.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫакӑн пек сӗтӗрӗнсе ан ҫӳре, ҫынсем тахҫанах пӗлекен япалана ан вӗрент.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗн сӗтӗрӗнсе ҫӳремелле ҫавӑнта?

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахтупай пулӑран таврӑнать те Иливана вӑрҫать: таҫта сӗтӗрӗнсе ҫӳрет ҫакӑн пек вӑхӑтра каччӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй те канӑҫсӑр пурӑнать кунта, кунӗн-ҫӗрӗн ҫеҫен хир тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрет, тӗкӗрҫӗсене те этем пурнӑҫӗпе пурӑнма памасть.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапах та тӗкӗрҫӗсем тӑван-пӗлӗшӗсем патне килсе тухмаллах, вӗсем ӗмӗр тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреме пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурне те пӗлет Ахтупай, пурне те сӑнама ӗлкӗрнӗ вӑл сӗм вӑрманта пӗр-пӗччен сӗтӗрӗнсе ҫӳресе.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресе эрешлӗ чӗлхене начар мар вӗренсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ӗмӗтри Кӑнтӑр ҫилӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хӗл кунӗнче ҫапла сӗтӗрӗнсе ҫӳреме тивет.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫитменччӗ тата хир тӑрӑх пӗр аташнӑ ҫар ҫынни хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳреме.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех