Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтӗрсе (тĕпĕ: сӗтӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тракторпа сӗтӗрсе тухнӑ йывӑҫа виҫсе йышӑнмалла унӑн, автомашинӑпа мӗн чухлӗ тиесе кайнине шута илмелле.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ вара тракторӗ те хӑватлӑрах, чарӑнса Чакӑртатса лармасть, тӑватӑ-пилӗк йывӑҫ таран сӗтӗрсе тухать.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫинахван Сафин трактор ҫӗҫҫине аялтан ҫӑмӑллӑнах илтерет те, юнашар выртакан йывӑҫсене троспа хӑвӑрт ҫаклатса, ҫул хӗррине кал-каллӑн сӗтӗрсе тухать.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халтан каннӑ Стасика вӑл, пӗрене кӗпер тӑрӑх сӗтӗрсе тухса, хӑва тӗмӗ айне пырса вырттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унчченхи пек, электростанци патӗнчен кабель сӗтӗрсе хӑшкӑлмасть.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унтан, вилнӗскерне, вӑрмана шаларах сӗтӗрсе кӗрсе юман ҫумне вӗренпе ҫыхса хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрмана янратса ларакан двигатель патӗнчен Раман кабель сӗтӗрсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Чарӑнӑр, эпир вуламан, — Нюҫҫа ҫынсене тӗрткелесе, тантӑшне хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе листовка патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫар, тӑрантараканӑм, сана вӑрҫа илсе кайнӑ лашасем вырӑнне кӳлме пуҫланӑшӑн, сухапуҫне сӗтӗрсе пахчасене сухаланӑшӑн, ҫӗрулми лартнӑшӑн, тепӗр чухне колхоз хирӗнче ҫӗртме сухи те тунӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Виҫҫӗн лава тиесе пӗтерчӗҫ, ҫул ҫине сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑна чӑнкӑр-чӑнкӑр тутарса Сатур умне аран-аран сӗтӗрсе пырса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Пӗтӗм вӑйӗпелен кӗпинчен туртса Улӑп кайӑк айӗнчен сӗтӗрсе тухрӗ, Улӑп кайӑк тӗкӗсем Сатура сӗртӗнсех иртрӗҫ, вӗсем тимӗр пекех хытӑ, чӑнкӑр-чӑнкӑр сасӑ кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Сатур татӑлас пек карӑннӑ вӑлта ҫиппине ерипен сӗтӗрсе шывран чавса тӑршшӗ пулӑ туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Хӗпӗртенӗ халӑх, Шывхуҫине мӗн авалтанах курайманскер (сахал мар ҫынна хӑй патне сӗтӗрсе кӗнӗ вӑл!), пӗвене татса шывне юхтарса ярать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Унта ӑна такам та хӑраса вилмелле хӑрушӑ сӑн-питлӗ, вут пек ҫунакан куҫлӑ, этем те мар, пулӑ та мар, темле чӗрчун пӗве тӗпне сӗтӗрсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Вара эскимос ӑна пӑр ҫине сӗтӗрсе кӑларнӑ.

Копье было привязано к веревке, и эскимос выволок тюленя на лед.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Халь ӗнтӗ вӑл каялла чакмарӗ, ҫӳлелле ҫӗкленӗ аллисене сулкаласа Завьялов ҫинелле тапӑнса пычӗ, унӑн чечеклӗ тутри ҫӗре ӳкрӗ, ӑна вӑл пушмак кӗллипе ҫаклатса урай тӑрӑх сӗтӗрсе пычӗ, хӑй ҫине-ҫине пӗр сӑмахах кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑрах канма лекмен, укҫа кирлӗ пулнипе тепӗр эрнеренех тӑван колхоза ӗҫе тухнӑ, ДТ-75 трактор-погрузчик ҫине ларнӑ: фермӑра уя илсе тухмалли тислӗке тиенӗ, улӑм куписене картана сӗтӗрсе кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Вара, хайӗн кӗлеткине Волхов тӑрӑхӗнчи вӑрманлӑ шурлӑхсем тӑрӑх сӗтӗрсе, ҫине-ҫинех ним пӗлми пулса, Завьялов пӗрремӗш хут ҫапла шухӑшларӗ:

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тарланипе йӗп-йӗпе пулса, ним пӗлми, ыратми те пулнӑ урине аран сӗтӗрсе каллех палуба ҫине, пӑр пек сивӗ, ҫынсене вут пек ҫунтаракан тумламсем сирпӗтекен ҫил вӗрнӗ ҫӗре тухсан, Володя ӑнланчӗ: Оля пӑрахут ҫинче ҫук.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех