Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑввисем (тĕпĕ: сӑвӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
А. Афанасьевӑн «Пирӗн интернат», Е. Афанасьевӑн «Кентти ӳсет», Н. Васильевӑн «Тупмалли юмахсем» (сӑвӑласа ҫырнӑ), А. Галкинӑн «Ҫунатлӑ Улӑп» (сӑвӑласа ҫырнӑ юмах), В. Давыдов-Анатрин «Ҫурхи кунсем», Н. Теветкелӗн «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», В. Чаплинӑн «Зеленый патруль» (вырӑсла) т. ыт. те ачасен пӗлӗвне ӳстерме пулӑшӗҫ, Тӑван ҫӗршывӑмӑра, Коммунистсен аслӑ партине юратма вӗрентӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

А. Ермиловӑн, А, Андреевӑн, А. Дмитриевӑн, В. Дмитриевӑн тата ыттисен сӑввисем «Ялав» журналпа «Тӑван Атӑл» альманахра тӑтӑшах пичетленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Миршӗн кӗрешесси — пирӗн писательсен тӗп задачисенчен пӗри, Александр Алга ҫакна лайӑх ӑнланать кӑна мар, вӑл ҫак кӗрешӗве хӗрӳллӗн хутшӑнать, унӑн вӑрҫа хирӗҫ, мире хӳтӗлесе ҫырнӑ сӑввисем яланах вӑйлӑ та витӗмлӗ, вулакансен чӗри патне пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Алга сӑввисем пархатарлӑ ӗҫри савӑнӑҫа кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Мартынов сӑввисем хальлӗхе кӗнеке хальлӗн кун ҫути курман-ха, анчах та, Етӗрне район хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫыравҫӑ тӑванӗсен аллинче унӑн хатӗр сӑвӑ кӗнекисен ал ҫырӑвӗсем те пур-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

«Николай Мартынов ӑста прозаик кӑна мар, пултаруллӑ сӑвӑҫ та. Республикӑри хаҫат-журналсенче пичетленнӗ чылай сӑввисем чӑваш поэзийӗн ылтӑн фондне кӗме тивӗҫлӗскерсем», — палӑртаҫҫӗ район хаҫатӗнче тухнӑ статйинче Етӗрне тӑрӑхӗнчи паллӑ сӑвӑҫсем В. Муравьевпа В. Соколов.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Кая юлнӑ кӗслеҫсен Пит илемлӗ сӑввисем: «Чепчен кайӑк телейлӗх, Ула кайӑк хурлӑхлӑх, Сарӑ хӗрсем — илемлӗх, Хура хӗрсем — арӑмлӑх».

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ун сӑввисем «Ҫӗнтерӳ ҫулӗнче» те пичетленсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Нестер Янгас сӑввисем паянхи вулакансемшӗн те ҫывӑх та хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Вӑл куҫарнисем хушшинче А. Пушкин («Ҫӗпӗре», «Чаадаева», «Ял», «Хӗллехи каҫ», «Хӗллехи ир» т. ыт. те), В. Маяковский, Т. Шевченко, Джамбул Джабаев сӑввисем, М. Лермонтовӑн «Пирӗн вӑхӑтри герой» романӗ (Н. Пиктемирпа пӗрле куҫарнӑ) тата ытти авторсен произведенийӗсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Янгас сӑввисем янравлӑ, сӑнарлӑ, хитре, вӗсем шыв пек юхса вуланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Унӑн чи лайӑх сӑввисем 1961 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Лирика» кӗнекине кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Поэтӑн «Чаплӑ вилӗм юрри», «Шухӑш», «Паян», «Ҫӗнӗ ҫул», «Татӑк ҫӑкӑр тупасшӑн», «Ҫӗпӗртен ярса панӑ сӑвӑ», «Рабочисен юрри», «Каҫхи сасӑ» сӑввисем уйрӑмах революци шухӑшӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Вырӑссен пӗрремӗш революцийӗ вӑхӑтӗнчех ирӗклӗхе кӗрешсе илме, тӗрлӗ харампырсене ӗнсе ҫинчен пӑрахса ҫӗнӗ пурнӑҫ тума чӗннӗ поэт хӑй тахҫанах ӗнтӗ чӗррисем хушшинче ҫук, унӑн революци шухӑшлӑ, ҫулӑмлӑ сӑввисем вара чӑваш литературинче вилӗмсӗрлехе юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Унсӑрӑн, унтанпа унӑн сӑввисем пирки тем чул та тавлашма пултарнӑ, анчах ун пеккине эпӗ астумастӑп.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Унӑн статьисем, очеркӗсемпе сӑввисем ҫав вӑхӑтра тухса тӑнӑ «Тынерул ленинист» («Ҫамрӑк ленинҫӑ») тата «Тынера гардэ» («Ҫамрӑк гварди») ятлӑ революцилле хаҫатсенче пичетленсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Самсон Шляху // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с. — 3 с.

Чӑваш чӗлхи те маншӑн ма паха: вӑл асаттен халлапӗсем, асаннен сӑввисем, аннен апачӗсем, аттен юррисем, юлташсен вӑййисем.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184

Унӑн сӑввисем витӗмлӗ, сӗтеклӗ вуланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Л. Лялькин сӑввисем районти «Авангард» хаҫатра тӑтӑшах пичетленетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Унӑн сӑввисем пур-и санра?

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех