Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сивӗтсе (тĕпĕ: сивӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав ӗнтӗ сирӗн кӑмӑла сивӗтсе те ячӗ.

Вот это-то и охладило ваши чувства.

ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Произведенире автор шарти сывлӑша сивӗтсе е ӑшӑтса вӑл анассине е хӑпарассине йӗркелесе пыма пулать тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пӗр кана, ҫӗрулми кӑларса пӗтернӗ тӗлелле, ҫанталӑк, ун умӗн чипер хӗр пек чиперленсе тӑнӑскер, сасартӑк сивӗтсе пӑрахрӗ, ун хыҫҫӑнах ӑшӑтрӗ — юрлӑ-юпӑнчӑллӑ кунсем пуҫланчӗҫ, пӑртакрӑн — уяртрӗ; ҫил карлама тытӑнчӗ; ҫӗр пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех кушӑхрӗ.

Один раз только, к тому моменту, когда картошка была выкопана, стояла прекрасная погода и вдруг похолодало, а затем потеплело — наступили прекрасные деньки, стало ясно; подул ветер, и земля понемногу просыхала.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Коньяка ӑшӑтса та, сивӗтсе те пама юрать, французсем ӑна ӳт температури чухлӗ ӑшӑтаҫҫӗ.

Коньяк можно сервировать двояко, например, немцы подают его холодным, французы же согревают до температуры тела.

Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Шурӑ е десерт эрехне, ликера, кӑшт сивӗтсе (10 — 12°С) параҫҫӗ; хӗрлӗ эрех ӑшши пӳлӗмри температура пек пулмалла (15 — 18°С).

Белое, десертное и ликерные вина подают охлажденными (10-12°С); красное же вино должно быть комнатной температуры (15-18°С).

Ӗҫмеллисем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Шаркку хумалли турилкке сивӗ пулмалла мар, сивӗ пулсан, вӑл вӗри апата самантрах сивӗтсе ярать.

Тарелка для горячего жаркого должна быть теплой.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сивӗ хӗл каярах килчӗ те, ҫанталӑк ҫийӗнчех сивӗтсе пӑрахрӗ.

И, будто наверстывая упущенное, сразу завернули такие морозы и такие бураны.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шыв куҫа сивӗтсе симӗсленет.

Вон как холодно поблескивает зеленая вода.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫӑварни тӗлне те пулин ҫанталӑк кӑштах ҫемҫетессе кӗтетчӗҫ, — тата ытларах сивӗтсе пӑрахрӗ.

Ждали, что хоть к масленице помягчеет, наоборот, морозы завернули еще круче.

XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Виктор Гюго писатель-гуманист Франци реакционерӗсене хирӗҫ каланӑ ылханлӑ сӑмахсем: «Суйлавҫӑсен списокӗсенче пирӗн граждансен ячӗсене миллионӗ-миллионӗпе хуратса хурӑр, французсене политикӑлла пӗртанлӑх ан парӑр, кусем пурте сирӗн ирӗкре, сирӗн алӑра; анчах эсир нихҫан та хамӑрӑн пӗтӗм халӑха хӑвӑртан сивӗтсе кӑмӑлсӑр тунине пӗтерме, эсир пуҫ пулса тӑнӑ вӑхӑтра питӗ нумай тунӑ йӑнӑшсене нихҫан та мантарма пултараймастӑр.

«Как злободневно звучат сегодня гневные слова, брошенные в лицо реакционеров Франции, и не только Франции, писателем-гуманистом Виктором Гюго: «Сокращайте, сколько вам угодно, список избирателей, вычеркивайте миллионами имена наших граждан, лишайте французов политического равенства, все это в вашей власти, в ваших руках; но вы никогда не сумеете искоренить той антипатии, какую вы внушаете всему нашему народу, никогда не сумеете изгладить из памяти людей те фатальные ошибки, коими так богато ваше правление.

VI // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с. — 3–19 с.

Чи малтан юхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫавӑн чухлӗ килнипе вӗри шыв сивӗнсе, таврари температурӑпа танлашрӗ; ӑна сивӗтсе тӑмасӑр тӳрех ӗҫме те ҫӑмӑл пулчӗ.

На таком расстоянии от истоков температура воды в нем сравнялась с температурой окружавшей ее среды и стала вполне пригодна для питья.

XXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Сасартӑках сивӗтсе пӑрахрӗ.

Все сразу похолодало.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Пурте ним чӗнмесӗр, чуна сивӗтсе яракан шухӑшпа хытнӑ пек пулса тӑчӗҫ, хускалмарӗҫ.

Все замолчали, не двигаясь, как бы застыв в одной холодной мысли.

V // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫакӑн пек юрра, ҫынна хӑратса сивӗтсе яракан юрра камӑн, камӑн юрласси килӗ-ши?

И кто, когда захочет петь такую песню, песню, навевающую холод ужаса?

VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ҫанталӑк сивӗтнӗҫемӗн сивӗтсе пырать.

Мороз усиливался.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Ҫынсене хавхалантармалла, анчах Прохарченко никама та хавхалантармарӗ, йӑлтах урӑхла, вӑл сивӗтсе ячӗ, ӗненми турӗ».

«Надо увлечь людей, а Прохарченко решительно никого не увлек, наоборот, он расхолодил, вызвал недоверие».

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫӗре пӗтӗмпех сивӗтсе ятӑмӑр.

Землю вовсе остудили.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ире хирӗҫ сивӗтсе пӑрахрӗ.

Наутро ударил мороз.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

— Апата сивӗтсе яратӑр ӗнтӗ эсир манӑнне! — терӗ амӑшӗ лӑпкӑн кӑна, вӗсем унӑн тумне кӑпӑр-капӑр хыпашласа пӑхнӑ вӑхӑтра.

— Простудите вы у меня кушанье! — спокойно заметила она, в то время как они грубо ощупывали ее платье.

XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Пӗлӗт тӑруках тӗттӗмленчӗ, ҫиҫӗм ҫиҫме тытӑнчӗ, ҫил тухса кайрӗ, ҫулҫӑсем ҫатӑлтатаҫҫӗ, ҫан-ҫурӑм шӑнмаллах сивӗтсе пӑрахрӗ.

Небо вдруг потемнело, начала мигать и поблескивать молния, и листья зашумели от ветра, а мороз еще пуще подирал по коже.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех