Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сив сăмах пирĕн базăра пур.
сив (тĕпĕ: сив) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир, хӑвӑрт тӑрса, лаҫ умӗнчи кӑмканран сив шывпа ҫӑвӑнтӑмӑр та пахчана тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Петте ачам, тӑр, сив шывпа питне ҫуса уҫӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тӑрать те сив шыв ӗҫет, каллех тӑнне ҫухатса выртать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӑшпиллӗ амӑшӗ ӑна нихҫан сив сӑмах каласа курман.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрнепи, начарланса, ватӑлса кайнӑскер, сив чир тытнӑ пек чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Капла шутласан Иливан ҫан-ҫурӑмӗ ҫӳҫенсе кайрӗ, сив чир тытнӑ чухнехи пек сӑркӑлтатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сив ҫӑл ҫырминчи пӗвере карас пулӑсем епле ишсе ҫӳренине пырса кур.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Кун каҫипе, хамӑр лачкам пуличчен ҫӳрерӗмӗр Сив ҫӑл ҫырминче.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Атьӑр, атма илӗпӗр те кайса Сив ҫӑл ҫырми тӑрӑх лакӑмсене тустарса ҫӳрӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Таҫтан питӗ сивӗ шыв юхса тухать, ҫавӑнпа ку ҫырмана «Сив ҫӑл ҫырми» тесе ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Хӑй хытанка пулсан та, чунӗпе ҫемҫешке, хӑй ӗмӗрӗнче никама та сив сӑмах каламан пуль.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Татса парӑр, — ҫынсене сив куҫпа пӑхса ҫаврӑнчӗ хуралҫӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Сӑмса умӗнче сенӗк вӗҫӗ пек шӗвӗр ҫурла вылять, старикӗн куҫӗсем кикен тымарри ҫинӗ чухнехи пек алчӑраса кайнӑ, тути хӗррисем кӑпӑкланнӑ, сив чир ернӗ чухнехи пек чӗтреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Тӑварса ятӑм та, вӑл лӑштӑрах тӑсӑлса выртрӗ, чӗтрет хӑй, сив чир ернӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ытла та хӑрушӑ, Ытла та тискер Ҫав сив хура юнлӑ Фашист тенӗскер!

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Мана та пӗр айӑпсӑр Мӑшкӑлларӗҫ те, кайран Тӑна кӗтӗм эп арап Пӑч тӗттӗм сив сарайра.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Кил хуҫи хӑйне сив кӑмӑлпа кӗтсе илнине пӑхмасӑрах кайма шӳтламаннине палӑртса Михапар ҫывӑхри урапа ҫине ларчӗ.

Михабар, не обращая внимания на прохладный прием, уселся на стоявшую неподалеку телегу.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Леш мӗнччӗ-ха, Гавриил Даниловчӗ-и, Дмитрий Гавриловчӗ-и, эпӗ сив пӳрте хуптарни?

Тогда держись, Гавриил Данилов (или Дмитрий Гаврилов?), которого я запер в холодной избе!

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унччен хӑйне асаплантарнине астуса сив турӑ пек пӑхкаласа пырать Янтул.

И Яндул холодно, как Бог, посматривает на совсем недавно угнетавших его мучителей…

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сив турӑ пек хаяррӑн пӑхкаласа тӑракан шӑпӑрлӑ старик аллине кӑна сулчӗ.

Строгий, с холодными, как стылая вода, глазами дворник махнул на Ивука рукой:

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех