Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

рабочисене (тĕпĕ: рабочи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах прииск пуҫлӑхӗсем рабочисем ыйтнине яхӑнне те яман; рабочисене апат-ҫимӗҫ пама чармалла тата казармӑсенчен кӑларса ямалла тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Забастовкӑ комитечӗ вара ылтӑн кӑлармалли вырӑнсен хуҫисем умӗнче акӑ мӗн ыйтса хистенӗ: рабочисен кунне 8 сехетрен ытла ӗҫлемелле мар пултӑр, ӗҫ укҫи вӗсене 10–30 процент ӳстерсе тӳлемелле пултӑр, штрафсем хурса ӗҫ укҫине чакарасси тек ан пултӑр, сывӑ мар рабочисене медицинӑ пулӑшӑвӗ памалла, хваттерсене тата апат-ҫимӗҫе лайӑхлатмалла, администрацин рабочисемпе ҫын йӗркеллӗ калаҫмалла, вӗсен депутачӗсене тӗкӗнмелле мар, депутатсене итлемелле.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Рабочисене йывӑр ӗҫре ӗшентернӗ, куллен-кун кӳрентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Вӗсем рабочисене калама ҫук хытӑ пусмӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

80 ҫул каялла Ленӑ шывӗ ҫинче ылтӑн кӑларакан рабочисене персе вӗлерни пӗтӗм Российӑри рабочисене тарӑхтарса, хумхантарса янӑ, кӗрешӗве ҫӗклентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Михха халӑха ҫаратмаллипех ҫаратма тытӑннӑ, хӑй патӗнче ӗҫлекен бурлаксене, рабочисене ним намӑсне пӗлмесӗр куҫӑнах улталани пурне те тарӑхтарса ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

1930 ҫулта ҫӗнӗ завода хута янӑ ҫӗрте вӑй хуракан рабочисене пурӑнма 2, 3 хутлӑ кирпӗч-йывӑҫ ҫуртсем туса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Эп пырса кӗнӗ чух милицире темӗнле инкек пулнипе халран кайнӑ пӗр хӗрарӑм: «Пӗтрӗм эпӗ, пӗтрӗм! Рабочисене памалли ӗҫ укҫиччӗ вӑл. Портфель урапа ҫинчен ӳксе юлнӑ. Пулӑшӑр-ха, шыраса тупма пулӑшӑр!» — тесе макӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Кашни лав патне пырса рабочисене ҫаврака йывӑҫ куркапа кӑпӑклӑ сӑра ӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Рабочисене тата кунла ӗҫленӗ ҫынсене стражниксем ирӗксӗр ӗҫ патне хӑвалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хытӑ пӑркӑчлаҫҫӗ ӗнтӗ рабочисене.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Рабочисене ӗҫ укҫи килӗшнинчен ҫуррипе ҫеҫ панӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пиччепе Епифан тухса кайрӗҫ те часах калла кӗчӗҫ, рабочисене тем каларӗҫ, вара лешсем пӗрерӗн-икшерӗн туха-туха кайса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Макаров хӑйне хирӗҫ кӑшкӑрнӑ рабочисене саламачӗпе юнарӗ те пуп патне кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тунтикунпа ытларикун карьерӑра, бизнесра ҫитӗнӳсем пулӗҫ, ахаль рабочисене преми пама пултарӗҫ.

Понедельник и вторник дадут возможности продвинуться вперед в бизнесе или карьере, а обычным работникам сулит премии.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Апла пулсан, патшалӑхӑн ӑҫтан ҫӑкӑр тупса ҫитермелле выҫӑ ларакан рабочисене, служащисене, учительсене, студентсене, ача-пӑчасене?

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗншӗн пулсан, ӑнлантармасӑрах паллӑ: капиталист — вӑл пирӗн тӑшман, вӑл эксплуататор, рабочисене вуникшер сехет ӗҫлеттерсе пуять.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Апла пулсан, Петӗр Дормидонтӑч рабочисене йӳнӗ хакпа ӗҫлеттерет, тупӑшне ытларах илнипе пуять.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах Корнилов генерал диктатор пулса ларсан, Баратынский пек кадетсем тепӗр хут монархи туса лартсан, рабочисене кӑна мар, пӗтӗм хура халӑха йывӑр пулать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун чухне, калӑпӑр, хресченсем пире, рабочисене, итлесшӗн пулмарӗҫ, тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех