Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

рабочи сăмах пирĕн базăра пур.
рабочи (тĕпĕ: рабочи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем тӗрлӗрен тумланаҫҫӗ те тӗрлӗрен калаҫаҫҫӗ, анчах эсир пуян французсем, нимӗҫсем, акӑлчансем рабочи халӑха мӗнле тыткаланине пӑхӑр та, вӗсем пурте рабочисемшӗн пуҫ касакансем пулнине курӑр, — пырӗсене шӑмӑ лартӑр вӗсенне!

Люди разно одеваются и разно говорят, а поглядите, как богатые французы, немцы, англичане обращаются с рабочим народом, так и увидите, что все они для рабочего — тоже башибузуки, кость им в горло!

XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Астӑватӑн-и, Павел, эсӗ мана пӗрре ҫапла каласа ӑнлантарнӑччӗ: кам мӗнле пурӑнать, вӑл ҫавӑн пекех шухӑшлать; рабочи — ҫапла, тесе калать пулсан, хуҫа — апла мар тесе хурать, анчах рабочи — апла мар, тет пулсан, хуҫа вара хӑйӗн йӑлипе тем пулсан та — ҫапла! тесе кӑшкӑрать, тенӗччӗ.

Помнишь, Павел, ты мне объяснял, что кто как живет, так и думает, и ежели рабочий говорит — да, хозяин должен сказать — нет, а ежели рабочий говорит — нет, так хозяин, по природе своей, обязательно кричит — да!

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Смоленск таврашӗнчисем валли — «Рабочи ҫулӗ», Брянск таврашӗнчисем валли — «Брянск рабочийӗ», кунтах Калуга ҫӗрӗнчисем валли те пур, район хаҫачӗсем те сахал мар.

Смоленская — «Рабочий путь», брянская — «Брянский рабочий», калужская, районные газеты.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Акӑ мӗнте пирӗн ҫӑлӑнӑҫ, пирӗн телейлӗ пурӑнӑҫӑн шанчӑкӗ, рабочи рабочипе тӑванлӑ пуласси.

Вот в чем наше спасенье, наша надежда на счастливую жизнь, чтобы рабочий рабочему был брат.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Шахтер Российӑри рабочи класпа хресченсене хирӗҫ кӗрешме хистесе тӑракан Калединӑн сутӑнчӑк политики ҫинчен, казаксемпе рабочисен пӗр пек интерессем пулни тата большевиксем мӗн тӗллев тытса казаксен контрреволюцине хирӗҫ кӗрешни ҫинчен каларӗ.

Шахтер говорил о предательской политике Каледина, толкающего казачество на борьбу с рабочим классом и крестьянством России, об общности интересов казаков и рабочих, о целях, которые преследуют большевики, ведя борьбу с казачьей контрреволюцией.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

1960–1988 ҫулсенче — Чӑваш АССР хими промышленноҫӗн предприятийӗсенчи рабочи, 83-мӗш номерлӗ цех аппаратчикӗ, Шупашкарти хими комбиначӗн автомат линийӗсен станокӗсен наладчикӗ, СССР хими промышленноҫӗн министерствин Шупашкарти «Химпром» производство пӗрлешӗвӗн аппаратчикӗ пулса ӗҫленӗ.

В 1960—1988 гг. — рабочий на предприятиях химической промышленности Чувашской АССР, аппаратчик цеха № 83, наладчик автоматических линий станков Чебоксарского химического комбината, аппаратчик Чебоксарского производственного объединения «Химпром» Министерства химической промышленности СССР.

Бурментьев Юрий Николаевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%83%D ... 0%B8%D1%87

Таптанӑ та сӗмсӗррӗн кулнӑ Ҫӳренӗшӗн ҫут тӗллевпе, Рабочи клас ҫирӗп пилленӗ Ӑру шӑпине хамӑра.

Куҫарса пулӑш

Коммунистсен маршӗ // Георгий Ефимов. Тӑван Атӑл. — 1962. — № 2. — С. 51

Тимер пӑта тӑвакан машина кашни минутӑра 500-шер пӑта туса кӑларать, алӑпа ӗҫлекен рабочи кун каҫа ӗҫлесе та темиҫе ҫӗр пӑта тума ҫеҫ ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Рабочи ҫӗре мӗнле вӑйпа пусать?

Куҫарса пулӑш

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

4. 88 кГ йывӑрӑш рабочи сикмен шӑлтӑрма урлӑ янӑ канатран туртса 18 кГ йывӑрӑш груз хӑпартать.

Куҫарса пулӑш

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Кашни вут касакан рабочи хӑйӗн ӗҫне мӗн чухлӗ вӑй хунине пӑхса (хытӑ йышши йывӑҫа касать-и, ҫемҫине-и) тата пӑчкӑ мӗн таран куҫнине (пӗрени хулӑн-и, ҫинҫе-и) пӑхса хак хурать.

Куҫарса пулӑш

4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Рабочи пӗрене касать; пӑчкӑна калла-малла пӗртикӗс туртнӑ чухне вӑл йывӑҫӑн волокнисене ҫӗмӗрме вӑй хурать тата вӑл вӑй хунӑ точкӑна пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарать, мӗншӗн тесен пӑчкӑна паллӑ вырӑн таран куҫарать.

Куҫарса пулӑш

4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Вӗсем патӗнче питӗ ҫирӗп ҫамрӑк рабочи кӗҫ-вӗҫ вилес пек выртать тет.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Рабочи.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

— Паллах, начар, — килӗшрӗ манпа ҫав рабочи, — ҫитес ҫулсенчех ку йывӑрлӑх пӗтӗ тесе шутлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

— Коммунизмла ӗҫлекен заводри рабочи пулса тӑратӑн!

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Николай Александрович ӗҫлӗ ҫулне 1957 ҫулта пуҫланӑ, тӗрлӗ рабочи, тракторист,шофер, механик пулса ӗҫленӗ.

Николай Александрович трудовую деятельность начал в 1957 году, работал разнорабочим, трактористом, шофером, механиком.

Бриллиант туй алӑкӗ умӗнче // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... he-3642634

Делегаци ячӗпе Урал заводӗнчен килнӗ ватӑ рабочи тухса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Абитуриентсем, рабочи профессийӗпе ӗҫлекен ҫамрӑксем, университета вӗренме кӗме шут тытсан патшалӑх ятарласа йӗркеленӗ хатӗрленӳ факультетӗнче ӑс пухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Майлаштарса тӑхӑр класс пӗтертӗм, рабочи профессине те илтӗм, ҫурт-йӗр хӑпартнӑ ҫӗрте те, заводра та ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех