Шырав
Шырав ĕçĕ:
пӗртӑвансем (тĕпĕ: пӗртӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
5. Алли-урисӗр тӑрса юлнӑ, сывлӑшӗ ҫеҫ тухайман ҫынна вут-ҫулӑм патне йӑтса кайма, унта ҫатма ҫинче ӑшалама хушнӑ; ҫатма хытӑ пӑсланма тытӑнсассӑн, пӗртӑвансем амӑшӗпе пӗрле вилӗме паттӑррӑн тӳссе ирттерме сӑмах татнӑ, вӗсем ҫапла каланӑ: 6. «Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр курса тӑрать, Моисей халӑх умӗнче хӑйӗн юррипе: «Вӑл Хӑйӗн чурисене хӗрхенӗ» тесе каланӑ пек, Вӑл пире чӑннипех хӗрхенӗ» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. [Хапха хуралҫи, тулӑ тасатаканскер, тӗлӗрсе ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ та,] Рихавпа Баана, пӗртӑвансем, тулӑ илме килнӗ ҫынсем пек пулса, пӳрте кӗнӗ; вӗсем Иевосфее хырӑмран чикнӗ те тухса тарнӑ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Симеонпа Левий — пӗртӑвансем, вӗсенӗн хӗҫӗсем — хаярлӑх хӗҫӗсем; 6. манӑн чунӑм вӗсен канашне ан кӗтӗр, манӑн мухтавӑм вӗсен пухӑвне ан пӗлтӗр; вӗсем, ҫилли тулса ҫитсессӗн, ар ҫынна вӗлерчӗҫ, кӑмӑлне чараймасӑр вӑкӑр шӑнӑрне касса татрӗҫ; 7. вӗсен ҫилли ылханлӑ, мӗншӗн тесен тискер вӑл, хаярлӑхӗ те ылханлӑ, мӗншӗн тесен усал вӑл; вӗсене Иаков ывӑлӗсем хушшинче салатӑп, Израиль ывӑлӗсем хушшинче сапалӑп.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна асӑнса тата палӑк лартас шухӑшпа пӗртӑвансем килте пухӑнтӑмӑр.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №