Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑчӑртатса (тĕпĕ: пӑчӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамкинчи пӗркеленчӗксенчен, канавсемпе шарласа анакан ҫурхи шыв пек, тар пӑчӑртатса юхрӗ, шупка сарӑ тӗслӗ кӗске куҫ тӗкӗсем хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлатса илчӗҫ, куҫӗсем айӑплӑн кулкаласа пӑхрӗҫ.

По морщинам лба, как по ерикам вешняя вода, стремительно сыпал пот, короткие белесые ресницы часто мигали, а глаза смотрели улыбчиво и виновато.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тар пек типӗ, — терӗ Фома Антонович, пӗренерен сарӑ та ҫыпҫӑнкӑ сухӑр пӑчӑртатса тухнӑ тӗле шӑршласа.

— Сухой, как порох, — сказал Фома Антонович и понюхал то место на толстом бревне, где выступили желтые и липкие слезы.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳллӗ ҫын куҫӗнчен куҫҫулӗ пӑчӑртатса тухать.

Слезы брызнули из глаз великана.

Хӑрушӑ ҫын // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хӑйӗн хӗвел пӗҫертнипе пӑхӑр тӗслӗ пулса кайнӑ кӑкӑрӗсем хушшинчи лупашкана пӑрҫа пек шултра тар пӗрчисем пӑчӑртатса тухнӑ.

В ложбинке меж побуревших грудей копился серый зернистый пот.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Прохор, кӳпчесе кайнӑ питҫӑмарти ҫине пӑчӑртатса тухнӑ юнне шинель ҫаннипе шӑлчӗ, тутисене чӗтрентерме пуҫларӗ.

Прохор рукавом шинели вытер со вздувшейся щеки полосу проступившей крови, задрожал губами.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталйӑн тураса якатнӑ хура ҫӳҫӗпе витӗннӗ тӑнлавӗ ҫине ҫутӑ тар пӗрчисем пӑчӑртатса тухнӑ, куҫӗсене халсӑр пулнӑ чухнехи пек ҫулланса тӑракан ҫурхах хупласа илнӗ.

На висках у Натальи, у гладко причесанных черных волос, глянцевител пот, масленой нездоровой поволокой подернулись глаза.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.

Дед Гришака, простыв, страдал зубами; Сергей Платонович, перетирая в ладонях раздвоенную бороду, наедине с собой плакал и скрипел зубами, раздавленный позором; Степан вынянчивал в душе ненависть к Гришке и по ночам во сне скреб железными пальцами лоскутное одеяло; Наталья, убегая в сарай, падала на кизяки, тряслась, сжимаясь в комок, оплакивая заплеванное свое счастье; Христоню, пропившего на ярмарке телушку, мучила совесть; томимый ненасытным предчувствием и вернувшейся болью, вздыхал Гришка.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑвӑннипе, ҫилленнипе тата хӑранипе Митькӑн тӗлсӗр сапаланчӑк пичӗ ҫине уяр ҫанталӑкри сывлӑм нӳрӗклӗхӗ пек вӗтӗ тар пӗрчисем пӑчӑртатса тухрӗҫ.

Отчаяние, злоба, трусость выдавили на растерянном Митькином лице пот, скупой, как росная сырость в засуху.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑн пек самантсенче унӑн хура та илемсӗр шултра хуратутсемпе тӗрленсе пӗтнӗ пичӗ ҫине усал шӑршӑллӑ тар пӑчӑртатса тухнӑ: куҫӗсенчен вӗри куҫҫуль тумламӗсем час-часах пӗрин хыҫҫӑн тепри юха-юха аннӑ.

В такие минуты на лице ее, испятнанном черными уродливо крупными родинками, выступал обильный пот, в глазах накапливались и часто, одна за другой, стекали слезы.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та вӑл, чекменне йӳле ярса, васкамасӑр, суха касси тӑрӑх утнӑ пек, утнӑ, хӑйӗн хура аллаппийӗпе арӑмӗн черчен алсыппине чӑмӑртанӑ, сар ҫӳҫлӗ пуҫне никама пӑхӑнман пек каҫӑртса пынӑ — питҫӑмартисем айӗнчи юн тымарӗсем кӑна унӑн темӗн чӑмланӑ чухнехи пек тӑртанса, мӗкӗлтетсе тӑнӑ, тата чулланса ларнӑ евӗр курӑнакан куҫхаршисем хушшинчи нихҫан хускалми ӳт ҫине тар тумламӗсем пӑчӑртатса тухнӑ.

Но он, распахнув чекмень, шел медленно, как по пахотной борозде, сжимал в черной ладони хрупкую кисть жениной руки, непокорно нес белесо-чубатую голову, — лишь под скулами у него пухли и катались желваки да промеж каменных, по всегдашней неподвижности, бровей проступал пот.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эп ун ҫине хӗвел ҫутинче пӑхрӑм та, манӑн вӗри куҫҫуль пӑчӑртатса тухрӗ!

Глянул я на него при солнышке, и закипела во мне горючая слеза!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унӑн куҫӗсем хӗсӗнсе ларчӗҫ, тути хӗрри кӗтессисенче шурӑ кӑпӑк пекки пӑчӑртатса тухрӗ, урса кайнипе тӑвӑнса ҫитнӗскер, вӑл хӑрӑлтатса каласа хучӗ:

Глаза его сузились, на углах губ вскипели белые заеди, с задавленным бешенством он выхрипел:

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Санӑн хӑвӑн, урнӑ йыттӑнни майлах, ҫӑварӑнтан кӑпӑк пӑчӑртатса тухать авӑ!

— У тебя у самого с рота пена клубом идет, как у бешеной собаки!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ вӗсене пулемётран… пурне те ҫулса тӑкатӑп! — Нагульнов сасартӑк тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ, калама ҫук пысӑк куҫ шӑрҫисем урнӑ ҫыннӑнни пек ялтӑртатса илчӗҫ, тути хӗррисен кӗтессисенчен кӑпӑк пӑчӑртатса тапса тухрӗ.

Я их из пулемета… всех порежу! — вдруг дико закричал Нагульнов, и в огромных, расширенных зрачках его плеснулось бешенство, на углах губ вскипела пена.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юханшыв, вӗренӗ пек, пӑчӑртатса тӑчӗ, шыв тумламӗсем ҫӳлелле сике-сике ӳкрӗҫ.

Река закипела, забулькала, на ней заплясали фонтанчики воды.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Старикӗн чӗри вӗриленсе кайнӑ, куҫӗсенчен куҫҫулӗсем пӑчӑртатса тухнӑ, вӑл чӗтрекен сасӑпа: «Ваше высоко-благороди, турӑ пулӑрсам!» — тесе калама ҫеҫ пултарнӑ.

Сердце старика закипело, слезы навернулись на глазах, и он дрожащим голосом произнес только: «Ваше высокоблагородие, сделайте такую божескую милость!..»

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Старшина хӗллехи вӑхӑтра та йӳҫсе, пӑчӑртатса тӑракан вырӑна ҫапӑсем пӑрахса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех