Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫӗнтерсе илме шутланӑ хула патне ҫитсессӗн, малтан ӑна килӗшӳ тума сӗн; 11. эхер те вӑл санпа килӗшӳ тума хапӑлласа сана хапха уҫса кӗртсессӗн, унти мӗнпур халӑх сана хырҫӑ тӳлесе тӑма, пӑхӑнса тӑма тытӑнӗ; 12. вӑл килӗшӳ тума шухӑшламасассӑн, санпа вӑрҫӑ вӑрҫасах тесессӗн, эсӗ ӑна хупӑрласа ил, 13. Ҫӳлхуҫа Турру ӑна хӑвӑн аллуна парсассӑн, унти мӗнпур ар халӑха вичкӗн хӗҫпе касса тух; 14. арӑмӗсемпе ачисене, выльӑх-чӗрлӗхне, хулара мӗн пуррине пурне те, унӑн пӗтӗм пурлӑхне вара ху валли ил, Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна панӑ тӑшманусен пурлӑхӗпе усӑ курса пурӑн; 15. ҫак халӑхсен хулисенӗн шутне кӗмен, хӑвӑнтан чылай инҫетри хуласене пурне те ҫапла ту эсӗ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫапла каланӑ ҫеҫ вӑл, лешӗсен ури айӗнчи ҫӗр кисренсе пута пуҫланӑ; 32. унтан ҫӗр ҫурӑлса кайса ҫав ҫынсене, вӗсен кил-ҫуртне тата Корейӗн пӗтӗм килне-йышне мулӗ-мӗнӗпе пӗтӗмпе ҫӑтса янӑ; 33. вӗсем пӗтӗм пурлӑхӗпе пӗрле чӗрӗллех ҫӗр тӗпне анса кайнӑ, ҫиелтен вӗсене ҫӗр хупланӑ, вара вӗсем халӑх хушшинчен ҫухалнӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.