Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паттӑрлӑхне (тĕпĕ: паттӑрлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван ҫӗршывӑн Паттӑрӗсен кунӗ умӗн Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Пирӗн ентешсен паттӑрлӑхне мухтатпӑр» патриотла конкурсӑн гала-концерчӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Янратӑр параппан сасси, кӗрлетӗр уяв! // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44130-yanra ... let-r-uyav

Хӑшпӗрисем Якур паттӑрлӑхне ырларӗҫ, теприсем Кӗтерука шеллерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем те совет халӑхӗн фронтри, тылри иксӗлми паттӑрлӑхне, ӑрусен пуласлӑхӗшӗн тӗрлӗ асапсене тӳснине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Программӑна ял ҫыннисен вӑрҫӑри паттӑрлӑхне кӑтартакан презентаци проекчӗ, ял ҫамрӑкӗсен спартакиади, культура мероприятийӗсем, ҫавра сӗтелсем, ыркӑмӑллӑх, патриотизм тата ертсе пырас ӗҫре пулӑшакан мастер-классем кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем – агроволонтерсен слетӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10764-v- ... -slet-nche

Асаттесемпе мӑн асаттесен, кукаҫисемпе мӑн кукаҫисен паттӑрлӑхне кӑтартас тесе проект авторӗсем чӑннипех калӑпӑшлӑ ӗҫ туса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan

Вӑл Суворов полководец паттӑрлӑхне аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Ватӑ хусах палламан-туман ҫынсене хӑйӗн паттӑрлӑхне кӑтартма шутларӗ пулмалла, хупсан хупаҫҫӗ, хам ӑраскалтан иртме ҫук терӗ те пушанма пуҫланӑ хутаҫне ҫурӑм хыҫне ҫакса мӑн ҫул еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен паттӑрлӑхне пула эпир кӑвак тӳпе айӗнче ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Александр Кошкин ячӗпе палӑк уҫнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/06/%d0%b0%d0%b ... 3c%d0%bda/

Аслӑ ӑрусен паттӑрлӑхне асра тытни, килӗшӳре пурӑнни тата нумай нациллӗ пуян культура пире вӑйлӑ тата никам ҫӗнтерейми халӑх пулма май парать.

Память о героических подвигах наших предков, многовековые традиции добрососедства и богатая многонациональная культура делают нас великим и непобедимым народом.

Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/04/ole ... nogo-edins

Хамӑрӑн асаттесен, мӑнасаттесен Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑри паттӑрлӑхне тӗпе хурса вӗсем те палӑртнӑ задачӑсене тӳрӗ кӑмӑлпа тата професси шайӗнче пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫласса шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/18/ce%d0%bd%d1 ... %b5%d1%85/

Тӑван халӑх паттӑрлӑхне манманнишӗн эпӗ савӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Экскурси нумайлӑха асра юлӗ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10645 ... a-asra-yul

Пирӗн тивӗҫ – вӗсен паттӑрлӑхне асра тытасси.

Куҫарса пулӑш

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

— 2021 ҫул пирӗн республикӑра Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума хутшӑннисен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ ҫулталӑк пулнӑ май манӑн та аннен асаилӗвӗсем ҫинчен каласа парас килчӗ, — тет Чакаҫ вӑтам шкулӗнче нумай ҫул истори вӗрентнӗ, Чакаҫ ялӗнче пурӑнакан Зинаида Егоровна Сорокина.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ ҫынсем ун чухне тепӗр темиҫе ҫултан вӗсен паттӑрлӑхне те чысласса шутлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Ҫамрӑксем аслӑ ӑрӑвӑн паттӑрлӑхне манмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Хусан таврашӗнчи хӳтӗлев чиккине тӑвакансен тата мӗнпур тыл ӗҫченӗн паттӑрлӑхне ӗмӗр асӑмлӑ тума Тӑвайран Улянкӑ ялнелле тухса кайнӑ вырӑнта «Тыл ӗҫченӗсене» стела туса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Акӑ халь вӑл ирӗкре ҫӳресе чунне уҫать, май пулсан хӑйӗн паттӑрлӑхне тепре кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑш-пӗрисен сӑмахӗ тӑрӑх, Тукай ашшӗ хӑйӗн вӑйӗпе паттӑрлӑхне пула пуйнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурнӑҫӗ вара унӑн хӑйне пуҫӗпех мана панин паттӑрлӑхне куҫать.

А жизнь превратится в сплошной подвиг самоотречения.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

Чӑваш Республикинче ҫамрӑк ӑрушӑн ырӑ тӗслӗхсем вырӑнне хурса вӗсен паттӑрлӑхне Шуршӑлти асӑну комплексӗнче ӗмӗрлӗхех сӑнарланӑ, космос паттӑрӗсен ячӗпе палӑксем лартнӑ.

В Чувашской Республике их подвиги как достойнейший пример для молодого поколения увековечены в мемориальном комплексе в Шоршелах, покорителям космоса установлены памятники.

Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/04/12/news-3538315

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех