Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канашласа (тĕпĕ: канашла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
В. И. Ленин хушса хӑварнисене пурнӑҫласа, пирӗн парти халӗ те ӗҫҫыннисен сӗнӗвӗсене, вӗсен шухӑш-ӗмӗчӗсене шута илет, государствӑпа хуҫалӑх ӗҫӗнчи пысӑк ыйтусене халӑхпа пӗрле канашласа татса пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Халӗ Викторпа канашласа пӑхас пулсан, мӗн тери аван пулмаллаччӗ…

Посоветоваться бы теперь с Виктором…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Малтан правленире канашласа пӑхма тивет», — кӗскен тавӑрчӗ Долотов.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсир пур ыйтӑва та иксӗр пӗрле канашласа тататӑр.

Куҫарса пулӑш

Тетӗшӗ патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пур ыттисемпе мар, Сахарпа та канашласа пӑхма пӗлмен, делянкине пӑхма тесе кайнӑ та, лерисем ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ, вара, анкӑ-минкӗ пуҫӗпе, хӑй тӗллӗнех ҫапла килӗшсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ухмах, пач ухмах вӑл ман Якку, пуп мар, мемме. Ҫав сӑмсине шӑлайман ачасене итленӗ. Хампа та канашласа пӑхман», — тесе мӑкӑртатать хӑй тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Санпа канашласа пӑхас терӗм.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Советра чӗнмесӗрех пуҫтарӑннӑ халӑхӑн чаплӑ митингне кам уҫасси, кам-кам калаҫасси ҫинчен канашласа илчӗҫ те урама тухрӗҫ, трибуна ҫине улӑхса тӑчӗҫ, — халӑх пӗр самантрах шавлама чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тен, малтан Сергейпе канашласа пӑхмалла?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сирӗнпе килсе канашласа пӑхас терӗмӗр, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Степанов.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Укҫа мӗн чухлӗ тӳлеттерес пирки тепӗр хут канашласа пӑхӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ, Сергей, малтан санпа канашласа пӑхасшӑн пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем пур ӗҫе те пӗр-пӗринпе канашласа пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Кунта йӑмра кутӗнче ваттисем хӑйсен патакӗсем ҫине таянса, чунӗсене кантарса, ҫурхи ӗҫсем ҫинчен канашласа тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑн патӗнче канашласа ларнӑ хушӑра ҫуралчӗ те пурне те килӗшнӗ ырӑ шухӑш.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисем хӑйсем кӑшт канашласа илчӗҫ те Туринкене чӗнсе тухса унпа пӗрле Сарри патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чалӑма куҫасси пирки хан ҫармӑс мӑрсисемпе уйрӑммӑн канашласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗкӗрҫӗсем ҫул ҫӳресе ывӑннине, иртнинче вӑрласа тухнӑ хӗре алӑран вӗҫертнӗшӗн кӑмӑлсӑр пулнине туйса тӑракан Мамич-Бердей хальхинче пӗтӗм ӗҫе вӗсемпе канашласа тума шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Микулинский Григорий Булгаков воеводӑпа канашласа илнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн патне Ту енчи паллӑрах мӑрсасене чӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Адашевпа воеводӑсем тутар княҫӗсемпе хулана вырӑс воеводине мӗнле илсе пырасси тата халӑх воеводӑна пӑхӑнса тӑма пулса тупа тунине мӗнле йышӑнасси ҫинчен канашласа ларнӑ хушӑра воевода палатине Шигалей чапарӗ кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех