Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркеленсе (тĕпĕ: йӗркелен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Автор паянхи ял ӗҫченӗсене хумхантаракан пысӑк проблемӑсем хускатать, коллективлӑ ӗҫ условийӗсенче ҫынсем хушшинче йӗркеленсе вӑй илнӗ ҫӗнӗ, социализмлӑ хутшӑнусене пысӑк ӑсталӑхпа, тарӑн туйӑмпа сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Терминологи ӗҫӗ те ниепле те йӗркеленсе каясшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Аталану шайӗ енчен илсен, пур чӗлхе те пӗр виҫере тӑмасть: пӗри вӑйлӑрах аталаннӑ, тепри сахалтарах, пӗр чӗлхипе тем тӗрлӗ литература та пур, унӑн нормисем те тахҫанах йӗркеленсе ҫитнӗ, ҫырулӑхӗ пулса кайни те темиҫе ҫӗр ҫул ҫитет, теприн нормисем вара анчах йӗркеленме тытӑннӑ е йӗркеленсе ҫитеҫҫӗ, ҫырулӑхне туни те 50 — 60 ҫул кӑна пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Пирӗн ҫӗршывра пур нацисем те пӗр тан праваллӑ, вӗсен пурнӑҫӗ пӗр пӗтӗм социализмлӑ никӗс ҫинче йӗркеленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ним те планлама ан тӑрӑшӑр – ахӑртнех, йӑлтах хӑй йӗркеленсе пырӗ.

Старайтесь ничего не планировать и не напрягаться, скорее всего, все сложится само собой.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем пурнӑҫлакан ӗҫсем пӗтӗмпех пысӑк технологисен витӗмлӗхӗсемпе йӗркеленсе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Куҫарса пулӑш

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Вара, умлӑн-хыҫлӑн йӗркеленсе тӑрса, пӗр ушкӑнпа тухӑҫалла ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем сӑрт хыҫне, ҫирӗп йӗркепе йӗркеленсе тӑнӑ ҫуран салтаксен хӳттинелле чавтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен хӳттипе урам варрине юлнисем ҫар йӗркине йӗркеленсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, туйи ҫине таянчӗ те, йӗркеленсе тӑракан ҫарҫыннисене куҫ илми пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑштах самана йӗркеленсе кайсан куҫ курӗ вара.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу та вара, пурин ҫинчен те манса, утсем епле йӗркеленсе тӑнине сӑнама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку эрне хӑйне евӗр йӗркеленсе пырать.

Эта неделя складывается довольно своеобразно.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кун валли ытлашши тӑрӑшма та тивмӗ: лару-тӑру сирӗн майлӑ йӗркеленсе пырать.

Возможно, даже не придётся прикладывать больших усилий: внешние обстоятельства будут складываться в вашу пользу.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Профессире йӑлтах ӑнӑҫлӑ йӗркеленсе пырать.

В профессиональном плане всё будет складываться отлично.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӗҫех ҫак «строительство материалӗсем» кимӗ айӗнче, ҫумма-ҫуммӑн йӗркеленсе выртса, пружинӑсӑр «матраса» ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак вӑл пуҫне тӳррӗн тытса йӗркеленсе ларчӗ, унтан пуҫне каллех ҫӳлелле ҫӗклерӗ те пӗлӗте тӗпчевлӗн, ӑшши-пӑшши хыпаланмасӑр сӑнама пуҫларӗ: пӗр тӗлте, шӗвек пӑс евӗрлӗ тӑтӑш йӑс-пӑс пӗлӗт ситреленсе татӑлнӑ вырӑнта, тӳпе тутӑхнӑ пӑхӑр пӗрчисем тӗслӗ пӑт-пат шултра ҫӑлтӑрсемпе ҫуталкаласа тӑни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сывлӑм ӳкнӗ курӑк ҫийӗн икӗ йӗр юнашар мӑшӑр шӑрҫа тирӗмӗ евӗр йӗркеленсе юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӗсем пилӗкшерӗн-пилӗкшерӗн йӗркеленсе тӑчӗҫ те урам тӑрӑх купӑс каласа утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

2008 ҫултанпа промышленноҫ производствин динамики ҫапла йӗркеленсе пынӑ, 2009 ҫулта чакнӑ /малтанхи ҫулхинчен 26 процент/, 2010- 2012 ҫулсенче вӑйлӑ аталаннӑ /2010 ҫулта - 11,9 процент, 2011 ҫулта - 11,7, 2012 ҫулта - 10,3/, 2013 ҫулта производство ӳсӗмне 0,5 процент таран чакарнӑ тата 2014 ҫулта ӑна 4,5 процент таран ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех