Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑсӑрланать (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капернӑри мӗн пур мӑрье ир пуҫласа каҫчен йӑсӑрланать, сакӑлталлӑ тӑрӑсем ҫийӗн тӗтӗм варкӑшса вӗҫет.

Все трубы Каперны дымились с утра до вечера, трепля дым по крутым крышам.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вырӑнӗ-вырӑнӗпе террикон ҫинче тӗтӗм йӑсӑрланать.

Местами террикон дымился.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ленин ларакан малти кимӗ аран курӑнса пырать, ун хыҫӗнче тӗксӗм шурӑ тӗтре йӑсӑрланать.

Передняя лодка, на которой находился Ленин, была еле видна, а за ней простирался белесый мрак.

3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Шыва пароход ураписен хӑмисем ҫапни илтӗнет, баржӑсен караванӗ ҫинче матроссем кашкӑрла ӳлеҫҫӗ, таҫта йывӑр мӑлатук тимӗр ҫине ҫапать, кичемлӗн юрӑ тӑсӑлать, — такамӑн чунӗ хуллен кӑна йӑсӑрланать, — ҫав юрӑран чун ҫине кӗл пек хурлӑх ҫуса тӑкӑнать.

Глухо бьют по воде плицы колёс пароходов, надсадно, волками воют матросы на караване барж, где-то бьёт молот по железу, заунывно тянется песня, тихонько тлеет чья-то душа, — от песни на сердце пеплом ложится грусть.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Плита ҫинчи ҫумма-ҫуммӑн лартса тухнӑ тӑхӑр кастрюльсем тӗрлӗрен йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗсенчен пӑс йӑсӑрланать.

Над плитой вился пар от расставленных — тесно, одна к одной — больших, малых, но равно начищенных, ярких медных кастрюлек.

XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Кӑшкӑрашнӑран пуҫ тӑрринче, пӑшал тӗтӗмӗ пек, пӑс йӑсӑрланать.

Над головами, как дымки выстрелов, взлетали от вскриков белые взметы пара.

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӗсен урисен тӗлӗнче шурӑ тӗтре — ҫӗрле шурлӑхран пӑсланнӑ тӗтре йӑсӑрланать.

У их ног клубился белый туман —

XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Айлӑмсенче тӗтре йӑсӑрланать.

В лощинах дымился туманец.

Ҫул ҫинче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Тӑмран тунӑ пӗчӗк пӳртсем ҫийӗнче шупка тӗтӗм йӑсӑрланать.

Над глинобитными лачугами курился сероватый дымок.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Священник Иоанн атте, ырӑ та христоса юратакан сӑнлӑ ҫын, ылтӑнпа эрешленӗ риза тӑхӑннӑскер, шӑтӑк умне тӑнӑ та кадилине текех сулкалать, кадилинчен тутлӑ шӑршлӑ кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланать, хӑй хулӑн сасӑпа мӗкӗрет.

Священник отец Иоанн с добрым, христолюбивым лицом, в темно-малиновой, расшитой серебром ризе стоял над ямой и, плавно размахивая кадилом, из которого вился пахучий синий дымок, рокотал басом:

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Шахта ҫурчӗ тӗлӗнче халӗ те-ха хура тӗтӗм йӑсӑрланать.

Над зданием шахты еще курился черный дым.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Таврара пӗтӗмпех йӳҫӗ сарӑ тӗтӗм йӑсӑрланать.

Все вокруг заволокло ядовито-желтым дымом.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Варринче ҫеҫ, урапа кустӑрмисемпе лаша чӗрнисем ҫула таптаса такӑрлатнӑ тӗлте, тӗтӗм пек тусан ҫӗклене-ҫӗклене йӑсӑрланать.

Только посередине, там, где колесами и копытами дорога взбита, как пуховик, взрываются пыльные клубы.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Шыв ҫийӗн каллех тӗтӗм пек шӗвӗ тӗтре йӑсӑрланать.

Над рекой опять тает легкая дымка тумана.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кӑвакрах тӗтӗм кӑна мӑръерен йӑсӑрланать.

Только голубой дымок из труб идёт.

Буденный // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Анчах вӗҫев пур пӗрех ҫав тери вирхӗнӳллӗ, — аппарат сийӗ хӗрсех ҫитрӗ, резина витӗ вӗресе пӑсланать, тир-сӑран тӗтӗмпе йӑсӑрланать.

Всё же полёт был стремителен, — оболочка аппарата накалилась, закипел резиновый кожух, дымилась кожаная обивка.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӑлтӑрсен сӑнарлавӗсем сарӑлаҫҫӗ, — шыв ҫийӗн ҫӳхе-ҫӳхе тӗтре йӑсӑрланать.

Отражения звёзд расплывались, — над водою закурился тончайший туман.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сарӑ тӗтӗм ҫинҫен йӑрӑмланса йӑсӑрланать, кактус тӗлкӗшет, анчах хӗрӳ.

Поднялся лёгкой струйкой жёлтый дымок, кактусы тлели, но жара было много.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Манӑн ӑс-хакӑлӑм тӗпсӗрлӗхсенчен чи тӗттӗмми ҫийӗн сӗрӗмлӗ вут пуҫҫи пек ҫунса йӑсӑрланать, — унта тата юрату вилли выртать.

Мой разум горит чадным огоньком над самой тёмной из бездн, где распростёрт труп любви.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Урам талкӑшпе ҫӑра тӗтре йӑсӑрланать, шурӑ сӗмлӗхре автомобильсем сыхланса кӑшкӑрткалаҫҫӗ.

Густой, тяжелый туман наполнял улицы; в седом мраке тревожно перекликались автомобили.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех