Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илемлетсе (тĕпĕ: илемлет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашине те, кӳмине те пӗтӗмпех тӗрлӗрен чечексемпе, лентӑсемпе илемлетсе пӗтернӗ пек.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсене темӗн тӗрлӗ тӗрӗпе, чӗнтӗрпе илемлетсе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ун хыҫӗнчен те ҫавӑн пекех чечексемпе илемлетсе пӗтернӗ танксем шурӗҫ, уҫӑ люксенчен танкистсемпе ачасем пӑхса пычӗҫ.

За ним шли другие танки, также убранные цветами, с выглядывающими из люков танкистами и детьми.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ача-пӑча санаторий директорӗ, хӑйсен ачисене сывалма ярас текенсене илӗртмеллерех пултӑр тесе, нумаях пулмасть ремесленнӑй шкула фирма маркине илемлетсе тума заказ панӑччӗ.

Недавно владелец одного детского санатория для привлечения клиентуры заказал школе фирменную марку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑрҫа каяканӗ, яш каччӑ, катаччи чупнӑ евӗрлех, тур лаша кӳлнӗ, пӗккине тутӑрсемпе илемлетсе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫапах та тӳрӗ каламалли сӑмаха кукӑртса, илемлетсе тӑрас килмест.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юпасем лартнӑ, урай сарнӑ, илемлетсе хунӑ карлӑксем ҫумне тенкелсем вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ун вырӑнне нухай княҫӗ мӑрсана юп курчӗ, юлашкинчен илемлетсе пӗтернӗ ҫатан урапа ҫине кӗрсе ларсан та тепре аса илтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсем, шкул ачисем мобилизацие лекнисем валли ал тутрисем тӗрленӗ, синкертен хӳтӗлекен эрешсемпе илемлетсе хӑйсен чун ӑшшине панӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпир сире кӗтетпӗр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10004-epir-s ... aclanatp-r

Ӗнер кӑна вӑрӑм ҫӳҫ пӑлхар хӗрне илемлетсе тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, пӳрт умне Урасметӑн хура сӑрпа сӑрланӑ, ларкӑч ик айккипе темле мӑйракасем туса илемлетсе пӗтернӗ ҫатан урапийӗ ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуҫа Тукай чӑмӑртаса ыраттарнӑ аллине суллакаласа лаша пуҫӗнчи сӳс йӗвене хывса илчӗ (ӑна лашапа пӗрле пама юрамасть, унсӑрӑн килте лаша выльӑх ӗрчемест), ун вырӑнне Тукай аллинчи тем пек илемлетсе пӗтернӗ чӗн йӗвене тӑхӑнтартрӗ, сӑхман аркипе чӗркесе тытнӑ чӗлпӗре Нухрата пачӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лешӗ вӗсене пуҫне йӑлтӑртатса тӑракан шлем, ҫине ылтӑн укапа илемлетсе пӗтернӗ епанча тӑхӑннӑ ҫын патне ҫывхарма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӗреннӗ, вӗреннӗ… пултарать, ачи! — терӗ те Павлуш, хуткупӑспа чӑвашла кӗвӗсем тӗрлӗ вариацисемпе илемлетсе выляса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Атӑл леш енче — йӑлӑмра — асамат кӗперӗ ярӑмӑн-ярӑмӑн пӗлӗте илемлетсе ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Бичуринское двухклассное училище Министерства просвещения» — ҫак вывеска крыльца тӑррине илемлетсе ҫакӑнса тӑнине астумасӑр пӗр ҫын та шкул умӗнчен иртсе каяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Конкурсра ҫӗнтерсен Мускав укҫипе пӑрачкавсем салари Кооператив урамне илемлетсе ҫӗнетесшӗн.

В случае победы на конкурсе поречане хотят благоустроить и обновить в селе улицу Кооперативную.

Чӑваш Енри икӗ ял-хула федераци конкурсне хутшӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31970.html

Пӑлан тирӗнчен хӗрлӗ пуставпа илемлетсе дикобраз йӗпписемпе ҫӗленӗ шурӑ кӗпе тӑхӑнтарнӑ, хӗрлӗ материрен ҫӗленӗ йӗмӗ пиҫиххирен тытӑнса тӑнӑ.

Белая рубаха из оленьей кожи, украшенная бахромой, была расшита иглами дикобраза; штанишки из красной материи держались на пояске.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Аллисенче вӑл дикобраз йӗпписемпе илемлетсе сӑранран ҫӗленӗ пӗчӗк хутаҫ тытнӑ.

В руках он держал маленький кожаный мешочек, вышитый иглами дикобраза.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

— Сана кам тата ӑҫта кун пек «илемлетсе» ячӗ? — хӑраса ыйтрӗ Эмиль амӑшӗ.

— Где это тебя так разукрасили? — ужаснулась мама Эмиля.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех