Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилтӑпри сăмах пирĕн базăра пур.
вилтӑпри (тĕпĕ: вилтӑпри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вилес умӗн вӗсем хӑйсен вилтӑпри ҫине чул юпасем лартма хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Халӗ ӗнтӗ, ачам, сываласах тесен, ҫак шыва санӑн Валтиелри Эпрахиль вилтӑпри ҫинчи чул юпа ҫине кайса сапас пулать, юман кӑмпине — юпа ҫумне хурса хӑварас пулать.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килӗнче — хуйхӑ, куҫҫулӗ, тӑлӑха юлнӑ чӗчӗ ачи, ҫӗнӗ вилтӑпри

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нихҫан та ан шанччӑр вӗсем, Тӑван ҫӗршывшӑн паттӑррӑн пуҫ хунӑ салтакӑн вилтӑпри ҫинчи чечексем, кашни ҫурах ҫӗнӗрен чӗрӗлсе, ӗмӗр-ӗмӗр ешерччӗр, ҫамрӑк геройӑн паттӑр пурнӑҫӗ ҫинчен каласа паччӑр!

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Каҫ пуласпа ун вилтӑпри ҫине ҫитсе куртӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ак пырӑп та халӗ унӑн вилтӑпри патне, чӗрӗ чечек ҫыххи хурӑп, ырӑ кӑмӑлӗшӗн, пархатарлӑ ӗҫӗсемшӗн, мана ӑспа пурӑнма, пурнӑҫ ҫулӗпе тӗрӗс, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе ырри патнелле ҫеҫ талпӑнма вӗрентнӗшӗн сӑвап сӑмахӗ каласа, аял пуҫ тайӑп.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ана асӑнма ун вилтӑпри ҫине каятӑп.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Арҫын куҫӗ тӗлне килекен, ҫил ҫук майӗпе шӑпӑрт, тарӑн шухӑша путнӑн, пӗр ухӑнмасӑр, хускалмасӑр канӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑх юрри ӗнӗрлесе ларакан йывӑҫсенчен йӑпӑшланса ӳсекен вӑркӑля тирек ҫеҫ, ҫу варринче мамӑк кутлӑ маҫака ҫаврӑнаканскер, шӑпӑрлӑ ҫара (сыхланса юлнӑ, саралнӑ пӗр-ик ҫулҫине шута илмесен) тураттисене ҫӳлелле чӑнк кӑнтарнӑскер, халӗ вилтӑпри палӑкӗ пек хуп-хура: ҫи-пуҫне тӑхӑнса хывассипе вӑл яланах малта.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малтанлӑха Ревлен Петрович вилтӑпри патӗнче тепӗр ҫын пуррине асӑрхамарӗ те, йывӑр хуйхӑпа ҫак кунсенче сисӗнмеллех пусӑрӑннӑскер савнийӗ пулнӑ ҫынран ниепле те уйрӑлса каяймасӑр ҫаплах ун ури вӗҫӗнче тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӑшӗсен вилтӑпри ӑҫта пулни те паллӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Урамра, колхоз правленине кӗмелли пусма умӗнче, вилтӑпри ҫине хумалли тем пысӑкӑш чечек кӑшӑлӗ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Уншӑн нимӗн те ан шухӑшла… манӑн чӗлхе вилтӑпри пекех чӗмсӗр.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вилтӑпри айӗнчен каялла таврӑнаймӑн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн ӑшчикӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем ял ҫыннисемшӗн вилтӑпри айӗнчи пекех йӑрӑслӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Унӑн та телейсӗр юрату пулнӑ, — терӗ те Эльгеев, вилтӑпри чулӗ ҫинчен тӑрса, кукӑр-макӑр сукмакпа утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Курпуна вилтӑпри тӳрлетӗ! — терӗ те Эльгеев френч тӑхӑнса ячӗ, сӗтел сунтӑхӗнчен браунинг кӑларса ҫума чикрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӑй тӗртсе тунӑ пиртен касса ҫӗленӗ вилтӑпри ҫиттине ҫемҫен хутлатрӗ те пештӗре чиксе Сашшана пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара вилтӑпри ҫинчи хытса ӗлкӗреймен тӑпрана аллипе ҫеп-ҫемҫе пуличчен кӑпкалатрӗ, сумкинчен тӗрлӗ чечек вӑрри кӑларса, пӗчӗк-пӗчӗк йӑрансем ҫырса акрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Унтан вилтӑпри ҫумне пӗчӗк тенкел пекскер ҫине ларчӗ те, урӑхран вӑл мӗн сӑмахланине илтеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫӗнӗ юман хӗресе икӗ аллипе ыталаса тытса вилтӑпри вӗҫне пӗшкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех