Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иллюстрацисем ҫинчен ӑнлантарса ҫырнисем урӑх ҫӗршывсем ҫинчен, урӑх ҫынсем ҫинчен тӑнланмалла каласа паратчӗҫ, ӗлӗк тата халь тӗрлӗ япаласем пулса иртни ҫинчен калатчӗҫ, эпӗ нумайӑшне ӑнланаймастӑп, ҫавӑ вара мана асаплантарать.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Турӑ мана хамӑн пысӑк ҫылӑхшӑн, сана тинӗс урлӑ илсе килсе пӗтернӗшӗн асаплантарать.Господь наказал меня за грехи мои тяжкие, за то, что увез я тебя за море и погубил.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хресчен хӑйӗн арӑмӗсӗр пуҫне пуринчен те хӑрать; ӑна вӑл хӑйне йӑлӑхтаричченех асаплантарать.Крестьянин всего боится, кроме своей жены, ее он колотит, пока не надоест.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сана темскер асаплантарать.
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тепӗр енчен, ӑна ҫапла тума хӑйне хӗрхенменни ҫеҫ мар, чӗринче пытарса тӑракан кӗвӗҫӳ те хӗтӗртет, ҫак кӗвӗҫӳ ӑна акӑш-макӑш асаплантарать.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ахӑртнех, ӑна ҫакна тума йывӑр, анчах вӑл хӑйне юриех асаплантарать пулмалла.Ему, видимо, было тяжело это, но он как будто наказывал себя.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дмитрий Любовь Сергеевна патӗнчен шӑлӗсем ҫине темле эмел тумлатса таврӑнчӗ, ку эмеле ӑна Любовь Сергеевна панӑ, шӑл сурни ӑна халь пушшех хытӑрах асаплантарать, ҫакна пула вӑл тата ытларах салхуланса кайнӑ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ пӗвӗмпе Володьӑран самай лутра, сарлака хулпуҫҫиллӗ, хулӑн пӳ-силлӗ, ӗлӗкхи пекех илемсӗр, ҫакӑ мана ӗлӗкхи пекех асаплантарать.Я гораздо ниже ростом Володи, широкоплеч и мясист, по-прежнему дурен и по-прежнему мучусь этим.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Е эпӗ турӑ ҫинчен шухӑшлама пуҫлатӑп та, чӑрсӑррӑн ҫапла ыйтатӑп: мӗн пирки асаплантарать вӑл мана?То мне приходит мысль о боге, и я дерзко спрашиваю его, за что он наказывает меня?
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр чухне Володя ман шухӑшсене сиснӗн, анчах та ӑна манран юриех пытарнӑн туйӑнатчӗ, ҫакӑ пуринчен ытла асаплантарать мана.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах халь вара ӑна выҫлӑх самаях асаплантарать, ывӑнса ҫитни тертлентерет, вӑй пӗтни аптратать.И тут он еще мучительней ощутил голод, еще тяжелей — усталость и еще полней — свое бессилие.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ӑна эпӗ чӗнменни асаплантарать.
67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пӗлеймесен вара, вуннӑран пӗрне асаплантарать е ҫакса вӗлерет.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑл вара вӗсене ыттисен ячӗсене тӗпчесе пӗличченех асаплантарать.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ӑна та, сана та пӗр йышши суранах асаплантарать, иксӗр те шанмасӑр тӑнӑ шухӑшӑрсене тата хуйхӑ-суйхӑра эсир ахалех пӗр-пӗринчен пытарса тӑнӑ.Его и тебя мучает одна и та же рана, и напрасно вы таили друг от друга свои общие сомнения и горе.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Казакова пехотинецла кӗвӗҫӳ асаплантарать, вӑл хӑйне лавҫӑ вырӑннех хурать, ниепле те «вӑтӑртӑваттӑ» пулма пултарайман лашине пӗр тивӗҫсӗрех ӳпкелешет.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл каллех полковник килсе, ӑна ҫӗнӗ допрос туса асаплантарать пулӗ тесе шухӑшларӗ.Он думал, что это опять идет полковник изводить его новым допросом.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Мӗскер ҫав тери асаплантарать сире?
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Шухӑшлӑр-ха, епле вӑл сивӗпе чӗтрет, пурин куҫӗ умӗнче те ӑна епле намӑслантарать, епле асаплантарать, вӗсен кулли пушӑпа ҫапнӑ пекех ҫапать, хӗртнӗ тимӗр пекех ҫунтарать.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вӑл мана ҫапла каларӗ: ҫав телейсӗр ӗҫ ҫинчен аса илни Джеммӑна яланах асаплантарать, ҫавӑнпа та эсӗ, унӑн тусӗ пулса, ӑна ҫав шухӑшсенчен пӑрма тӑрӑш, — терӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.