Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл алӑ ҫупма пуҫларӗ, цехра та алӑ ҫупса ячӗҫ, вара алӑ ҫупнӑ хушӑра хӗрелсе кайнӑ Степан трибуна патне тухрӗ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Павел аллине ҫӗклерӗ те — ялав патакки сулӑнса кайрӗ, вара вуншар алӑ яка шурӑ йывӑҫа ҫавӑрса тытрӗ, вӗсем хушшинче Павел амӑшӗн алли те пулчӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Акӑ Гарви Уилкс янӑ ҫырусем, — терӗ, — акӑ халь икӗ ҫын ҫырнӑ хутсем, тӳрех курӑнать: ҫырусене урӑх алӑ ҫырнӑ (корольпе герцог адвокат вӗсене тӗртсе каланине ӑнланчӗҫ, вӗсем хӑраса ӳкни сӑнӗсенченех паллӑ пулчӗ), ку акӑ джентльмен алли, ҫак ҫырусене вӑл ҫырманнине те кирек кам та тӳрех курать, — тӗрӗссипе кунашкал кукӑр-макӑрсене этем алли ҫырнӑ теме те ҫук.
Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Юрать-и? — тет хӑйӗн пурҫӑн евӗр ҫемҫе аллине ман алӑ ҫине хурса, уйӑн ҫав тери ачаш алли мана ирӗлтерсех ячӗ, эпе вара унпа килӗшрӗм.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ыттисем вара пурте кунтах, вӗсем пурте черетпе король умне пырса алӑ тытрӗҫ, ӑна тав турӗҫ, сӑмахларӗҫ; унтан герцог аллине тыта-тыта чӑмӑртарӗҫ: ну, унпа вӗсем калаҫмарӗҫ, йӑл-йӑл кулкаласа пуҫӗсене тӑмсайла сулларӗҫ кӑна, хӑй вӑл, аллисене тӗрлӗ май вылятса, темскерсем туса кӑтартать, калаҫма вӗренеймен пӗчӗк ача евӗр пӗрмай гӑ-гӑ-гӑ тет.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эх, Андрей, Андрей, — илемлӗ ҫак хӗвел, ҫак тӳпе, — пурте, пурте пирӗн таврара илемлӗ, эсӗ акӑ хуйхӑратӑн; анчах эсӗ ҫак самантра хӑвӑн аллунта юратнӑ хӗрарӑмӑн аллине тытса тӑнӑ пулсан, ҫав алӑ, ҫав хӗрарӑм пӗтӗмӗшпех санӑн пулнӑ пулсан, эсӗ пӑхасса та ун куҫӗпе пӑхнӑ пулсан, хӑвӑн пӗччен туйӑмупа мар, унӑн туйӑмӗпе туйнӑ пулсан, ҫанталӑк вӑл, Андрей, сан чӗрӳнте салхулӑхпа пӑшӑрхану вӑратман пулӗччӗ, эсӗ унӑн илемне асӑрхаман пулӑттӑн; ун чухне ҫутҫанталӑк хӑй хавасланса юрланӑ пулӗччӗ, вӑл хӑй сан пурнӑҫун юррине ӗнӗрленӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ун чухне эсӗ ӑна, чӗлхесӗре, чӗлхеллӗ тунӑ пулӑттӑн!
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Пӗри, типшӗм те вӑрӑмми, ҫӗлен пуҫӗ пек пӗчӗк пуҫли, сӑмса ҫине лартса янӑ пенснине тӳрлетсе илсе, Яша патнелле пӗшкӗнчӗ, унӑн сулахай аллине хӑйӗн аллинче тытсарах тӑчӗ, — алӑ тымарне тӗрӗслесе пӑхрӗ.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Витрине ҫекӗлпе ҫаклатрӗ те, темиҫе ҫӗр алӑ сӗртӗннипе яп-яка пулнӑ, вӗрен антаракан тараса валне аллипе тытса, пусса ячӗ, унтан икӗ аллипе тимӗр аврине ҫавӑра-ҫавӑра, тулли витрине ҫӳле хӑпартрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя вуласа пӗтерсен такам, пӗчӗккисенчен пӗри, алӑ ҫупса ячӗ, анчах ҫавӑнтах кӳршисем ҫине хӑракаласа пӑхса, аллисене пытарчӗ: тен, вӑрҫӑ вӑхӑчӗ тесе тата ҫакнашкал сӑвӑ хыҫҫӑн алӑ ҫупма юрамасть пулӗ?
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл документ кӑларчӗ те сылтӑм аллинчи чӗтрекен вӑта пӳрнипе хут ҫине тӗллесе кӑтартрӗ: унта Обломов алӑ пуснӑ, алӑ пуснине маклер ӗнентерсе ҫирӗплетнӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга та тем каласшӑнччӗ, анчах нимӗн те каламарӗ, Обломова алӑ пама тӑчӗ, анчах алли Обломовӑн аллине тӗкӗнмесӗрех усӑнчӗ; «сывпул», тесе каласшӑнччӗ Ольга, анчах сасси улшӑнчӗ, пит-куҫӗ турткаланма пуҫларӗ; вӑл аллисене те, пуҫне те Обломов хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те макӑрса ячӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ носилкӑна карета ҫине лартнине, карчӑк чӗтӗрекен аллисемпе Марья Васильевна урисене чӑрканине, кашнин ҫӑварӗнченех, таҫтан кӗнеке туртса кӑларса алӑ пусма ыйтакан санитарпа куҫлӑх витӗр тарӑхса пӑхакан, кӗнеке ҫине алӑ пусакан Николай Антоныч ҫӑварӗнчен те сывлӑш тухнине хытса кайса картишӗнче пӑхса тӑтӑм.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Енчен те Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакан ҫын инвалид шутланать пулсан тата ҫавна пула алӑ пустармалли хут ҫине хӑй алӑ пусма тата хӑҫан алӑ пуснине кӑтартма пултараймасть пулсан, ҫав тӗллевпе вӑл Чӑваш Республикин референдумӗн комиссийӗн членӗ, Чӑваш Республикин референдумне ирттерес енӗпе ӗҫлекен пуҫару ушкӑнӗн полномочиллӗ представителӗ шутланман Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакан урӑх ҫынран пулӑшу ыйтма пултарать.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин референдумӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №24 от 28 апреля 2018 г.
«52. Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакан ҫын алӑ пустармалли хут ҫине алӑ пусать тата хӑҫан алӑ пуснине кӑтартать, ҫавӑн пекех хӑйӗн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, ҫуралнӑ ҫулне (сасӑлав кунӗ тӗлне 18 ҫула ҫитнисем – ҫийӗнчен ҫуралнӑ числине тата уйӑхне), хӑй пурӑнакан вырӑн адресне, паспорт е гражданин паспорт вырӑнне усӑ куракан документ серине, номерне кӑтартать.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин референдумӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №24 от 28 апреля 2018 г.
Енчен те суйлавҫӑ инвалид шутланать пулсан тата ҫавна пула алӑ пустармалли хут ҫине хӑй алӑ пусма тата хӑҫан алӑ пуснине кӑтартма пултараймасть пулсан, вӑл суйлав комиссийӗн членӗ, кандидат, суйлав пӗрлешӗвӗн полномочиллӗ представителӗ, финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлеме полномочи илнӗ представитель, кандидатӑн, суйлав пӗрлешӗвӗн шаннӑ ҫынни шутланман урӑх суйлавҫӑран пулӑшу ыйтма пултарать.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №23 от 28 апреля 2018 г.
«6. Суйлавҫӑ алӑ пустармалли хут ҫине алӑ пусать тата хӑҫан алӑ пуснине кӑтартать, ҫавӑн пекех хӑйӗн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, ҫуралнӑ ҫулне (сасӑлав кунӗ тӗлне 18 ҫула ҫитнисем – ҫийӗнчен ҫуралнӑ числине тата уйӑхне), хӑй пурӑнакан вырӑн адресне, паспорт е гражданин паспорт вырӑнне усӑ куракан документ серине, номерне кӑтартать.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №23 от 28 апреля 2018 г.
Енчен те сасӑлавҫӑ инвалид шутланать пулсан тата ҫавна пула алӑ пустармалли хут ҫине хӑй алӑ пусма тата хӑҫан алӑ пуснине кӑтартма пултараймасть пулсан, вӑл хӑйне пулӑшма чӗнсе илӳ комиссийӗн, пуҫару ушкӑнӗн членӗ, финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлеме полномочи илнӗ представитель шутланман урӑх сасӑлавҫӑна ыйтма пултарать.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 30 марта 2018 г.
«8. Сасӑлавҫӑ алӑ пустармалли хут ҫине хӑй алӑ пусать тата хӑҫан алӑ пуснине кӑтартать, ҫавӑн пекех хӑйӗн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, ҫуралнӑ ҫулне (сасӑлав кунӗ тӗлне 18 ҫула ҫитнисем – ҫийӗнчен ҫуралнӑ числине тата уйӑхне), пурӑнакан вырӑн адресне, паспорт е гражданин паспорт вырӑнне усӑ куракан документ серине, номерне кӑтартать.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 30 марта 2018 г.
Алӑ сехечӗ — алӑ сыппи ҫинче ҫыхса ҫӳрекен, хальхи вӑхӑта пӗлме тата вӑхӑт хушшисене виҫме кирлӗ хатӗр.
Алӑ сехечӗ // Владислав Николаев. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%87%D3%97
Сулахай алӑ та кирлех, ҫук алӑпа япала тытаймӑн, йӑтаймӑн.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.