Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш чухне ӳсӗрсем шавлаҫҫӗ, пуринчен ытларах — Костин хушаматлӑ салтак, хӑрах куҫлӑ, сулахай аллин икӗ пӳрни татӑк ҫын хытӑ шавлать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл ҫурӑк кӗпе ҫаннине хулпуҫҫи таран ҫӗклесе тавӑрчӗ те аллине хуҫлатрӗ; вӑйлӑ аллин хурҫӑ пек ҫирӗп шӑшийӗсем мӑкӑрӑлса хӑпарса тухрӗҫ.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тачки сӗтел патне пычӗ, ларчӗ, кӗнекине уҫрӗ, счет илчӗ те шӑрҫисене сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрнипе мар, ятсӑр пӳрнипе куҫарса выляма тытӑнчӗ: ятсӑр пӳрнепе куҫарни вӑл илемлӗрех вӗт.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
— Ҫакӑнпа-и? — терӗ ӑна хирӗҫ Ерофей, Касьян лаши патне пырса хӑйӗн сылтӑм аллин вӑтам пӳрнипе ӑна йӗрӗнчӗклӗн мӑйӗнчен тӗртсе илсе.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Ҫӑмха ҫиппи урайӗнче чупса ҫӳретӗр, унӑн вӗҫне ӑстаҫӑ пӑтасем патӗнчен хӑвӑла кӗртсе ярать, тухса ӳкесрен ҫав вӗҫе сулахай аллин кача пӳрнипе хӗстерет.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Анна Николаевна, аллин тӳртӗшне е ҫамки тӗлне, е хӗрелсе кайнӑ пичӗ тӗлне тытса, нимӗн те калама ӗлкӗреймерӗ-ха — вӑл малалла мӗн калассине Виктор сиссе те илчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Чирлӗ мар-и эс? — тет амӑшӗ, унӑн температурине ача чухне тӗрӗсленӗ пек, аллин тӳртӗшне ун ҫамки ҫине хурса.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Анчах Нина питӗ салхуллӑн тухрӗ, аллин тӳртӗн енне ҫамки тӗлне тытса, кичеммӗн хуравларӗ:Только она вышла с каким-то кислым видом и, прижав ладонь тыльной стороной ко лбу, сказала:
Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Чапаев ӗҫсе тӑранчӗ, унтан, сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрнипе мӑйӑхӗсене якаткаласа, утса кайрӗ.Чапаев напился и, расправляя усы указательным пальцем правой руки, зашагал.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Алӑк ҫывӑхӗнче тӑраканскер, тӗпелте, сылтӑмра, ларакан глобус патне васкамасӑр пычӗ те хӗр ӑна аллин пӗтӗм сулӑмӗпе вӑр-р! ҫавӑрса ячӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗр пуля унӑн аллин тирне чӗрсе кайрӗ.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ефим Кондратьевич аллин шыҫҫи чакнӑ ӗнтӗ, анчах авӑсма ӑна йывӑр-ха, ҫавӑнпа Костя тӑрӑшсах пулӑшать.Опухоль на руке у Ефима Кондратьевича уже спала, но грести ему еще трудно, и Костя усердно помогает.
Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Пароль «ҫирӗплӗхпе ҫӗнтерӳ» пулать, паллӑ — пӗрин сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрнипе теприн сылтӑм ывӑҫ тупанне виҫе хутчен кӑштах пусарах тытмалла.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сулахай аллин вӑта пӳрнипе ятсӑр пӳрни ҫук.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уча аманнӑ аллин пӳрнисем чӗтренине туйрӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Граб ҫурӑмӗ ҫинче каҫнӑ пиллӗкмӗш ҫыннӑн йӗрӗ: ку — урисен, ку — аллин.— Отпечатки ног и кисти руки того, пятого нарушителя, который сидел на спине Граба.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ун пек мар, ун пек мар, пачах ун пек мар, — сасартӑк калаҫма пуҫларӗ вӑл, сӑмахсене йӗрӗнмелле каласа, хӑй ҫав хушӑра хӑвӑрт куҫса ларчӗ те, сӗтел ҫине чавсаланса, сулахай аллин типшӗм пӳрни ҫинче аран тытӑнса тӑракан ылтӑн ҫӗррипе выляма пикенчӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уча сулахай аллин шыҫса кӑвакарса кайнӑ пӳрнисем ҫине, аллаппин тулаш енне хытса ларнӑ виҫӗ хӗрлӗ йӗр ҫине пӑхрӗ.
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чочой, ырӑ кӑмӑллӑ Джим аллин ӑшшине туйса, ашшӗн ачашлама пӗлекен аллине аса илчӗ, вара тата хытӑрах хурланса макӑрса ячӗ.Почувствовав тепло рук доброго Джима, Чочой вспомнил ласковые руки отца и заплакал еще горше.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Джемма ӑнсӑртран унӑн сылтӑм аллин ҫинҫе пӳрнисене курчӗ те, ҫан-ҫурӑмӗ чӗтресе кайрӗ — ҫавнашкал пӳрнесемпе чечек ҫулҫисем татнине вӑл тахҫан курнӑ пек туйӑнчӗ.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.