Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айне (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ, ирӗксӗрех айне плащ-палатка сарса, пуҫ айне хутаҫне хучӗ, шинелӗпе витӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Пуҫна мӗн пулчӗ, Макҫӑм? — ыйтрӗ Роза, саралнӑ вӑрман айне кӗрсе ларсан.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Сываличчен тесе, вӗсене, утӑ капанӗ айне хӳшӗ туса, вӑрттӑн ҫӗре пытарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Эс тӑман айне пулса курман иккен-ха.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Гранатуна тӳрех гусеница айне ывӑт.

Куҫарса пулӑш

Николай Дегтярев капитан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пӗр салтак чунӗ те курӑнмарӗ таврара — пурте ҫӗр айне пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Николай Дегтярев капитан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Анчах ӑҫта пулсан та, тӑшман айне пулмӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Николай Дегтярев капитан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Чи малтанах кӗпер айне тӑрпа хурса, Сурӑм шывне юхма «ҫул туса панӑ», юхан шыва тасатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗпер юсаҫҫӗ, юхан шыва тасатаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/keper-yusacce,-yu ... tacce.html

Никӗс янӑ, сӑрланӑ, брусчатка айне тикӗсленӗ чухне тата ытти ӗҫсенче те ял халӑхӗ пӗр ҫын пек кар тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Упамсасем ял хӑтлӑхӗшӗн кар тӑраҫҫӗ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51136-upam ... kar-t-racc

Чи тарӑн вырӑна ҫитсен, пӗрремӗш Лю мӑйӗнчен пысӑк чул ҫыхнӑ та, чунсӑр усал пуҫлӑх паллӑ парсанах, ӑна тинӗс хумӗсем айне пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗртӑван Люсем // А. Андреев. Тӑван Атӑл. — 1960. — № 5. — С. 69–70 с.

Юханшыв час-часах ҫыранран тухать, сӑмахран, юлашки 500 ҫул хушшинче чи анлӑ ейӳ 2002 ҫулта пулса иртнӗ, ун чухне Прагӑн чылай пайӗ шыв айне пулнӑ, Прага метрополитенӗ те шар курнӑ.

Река подвержена наводнениям, в частности, крупнейшее за последние 500 лет наводнение произошло в 2002 году, когда была затоплена значительная часть Праги и даже пострадал Пражский метрополитен.

Влтава // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%92%D0%BB%D ... 0%B2%D0%B0

Хуранра темиҫе атмосфера пусӑмӗпе пуснӑ шыв пӑсӗ, ӑна пӑспа ӗҫлекен машинӑн поршенӗ айне кӑларсан, хӑйӗн потенциллӗ энергийӗ шучӗпе ӗҫ тума тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Задачӑра панисен (пӗртанлӑхсен) юпи айне лини туртас пулать те лини айне тупмаллине ҫырса хурас пулать.

Куҫарса пулӑш

Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Стойка айне ҫинҫе ҫиппе кире пуканӗ ҫакса хурар та ҫав кире пуканӗ ҫумне ҫавӑн пек ҫипех ҫакса ярар.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Саша хӑй те тарӑханҫи пулчӗ, пусма айне тимӗр кӗреҫе аврипе чиккелесе-тӗрткелесе пӑхрӗ — тухмарӗ кушак аҫи.

Куҫарса пулӑш

Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Таҫтан асӑрхаса тӑнӑ кушак аҫи ӑна тем самантра ярса илчӗ те пусма айне кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Ун чухне вӑл хӑйӗн шкапӗнчен тепӗр хут гербарисем илет, доска айне ҫапса тунӑ тӑрӑхла ещӗкрен тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑпа ӳкернӗ таблицӑсем кӑларса ҫакать, калать, кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Ачасем, — терӗ мастер, — шыв айне юлмалли йӑмрасене пӗтӗмпех касмалла, каплипех хӑварма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Элекҫей мучи йӑмрисем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Варти йӑмрасем шыв айне юлаҫҫӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Элекҫей мучи йӑмрисем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Костя йӑпӑр-япӑрах сиксе тӑчӗ, шӑлаварӗ айне пуҫтарса чикнӗ кӗпине ҫӑлкалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех