Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хусан сăмах пирĕн базăра пур.
Хусан (тĕпĕ: Хусан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вун ҫиччӗ тултарсан Тукай авланчӗ те ашшӗ хистенипе тата Хусан мӑрсисем илӗртнипе ҫамрӑк арӑма пӑрахсах икӗ ҫуллӑха Хусана «мӑрсана тухма» кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусан, Хусан!..

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хусан патшалӑхӗн ханӗ пулма чӑвашсем те, ытти халӑхсем те вырӑс патшине самаях пулӑшу кӳнӗ, мӗншӗн тесен Крым тата Ҫӗпӗр ханлӑхӗсен ханӗсем Хусан патшалӑхӗн хуҫи пулма хӑйсен ывӑлӗсене лартасшӑн пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малти Питтикасси несӗлӗсем ӑҫта пурӑннӑ? // Александр Стеклов. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d0%bc%d0% ... bd%d0%bda/

Кӗҫӗн Елчӗк ялӗнчи икӗ класлӑ училищӗре, Хусанти учительсен семинарийӗнче, Хусан университечӗн физикӑпа математика факультетӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ шкулта учительте, инструкторта тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Директор ячӗпе – асӑну хӑми // Е. Петрова. Елчӗк Ен, 2018.05.05

— Романри тӗп пулӑмсем чӑн пурнӑҫран илнисемех /Уксах Тимур Аслӑ Пӑлхара аркатни, Мускав ҫарӗсем Хусан ханлӑхне ҫӗмӗрсе тӑкни, Хусан ханӗсен, хула-ял ячӗсем/, ытти енӗпе чӑнлӑх ҫук.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫамрӑксен кунӗ умӗн икӗ кун маларах Хусанти ҫамрӑксен организацийӗсем пӗрлешсе Хусан ҫамрӑкӗсен организацийӗн канашне (КСМО) туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Уявпа сире, яш-кӗрӗм! // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Хусанти ял хуҫалӑх институтӗнче, Саратоври аслӑ партшкулта, Хусан патшалӑх финанспа экономика институтӗнче вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ҫуралнӑ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа, ТР Министрсен Кабинечӗн «Тутарстанӑн санитарипе экологин лару-тӑрӑвне лайӑхлатмалли мероприятисем ҫинчен» 429-мӗш номерлӗ постановленине Хусан Ӗҫтӑвкомӗ мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен Хусан хула мэрӗ Ильсур Метшин анлӑ доклад тунӑ май, миллион ытла ҫын пурӑнакан хуласене тирпей-илем кӗртесси пӗр кунра татса памалли ыйту маррине палӑртсах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Тунтикун чаплӑ лару-тӑрура Хусанти 2№ автотранспорт предприятийӗн водителӗсене Хусан мэрӗ И.Метшин пысӑк йышши 20 автобусӑн уҫҫине пачӗ.

В понедельник на торжественном собрании водителям Казанского автотранспортного предприятия №2 Казанский мэр И.Метшин вручил ключи от 20 больших автобусов.

Хулара ҫӗнӗ автобуссем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Артистсем Хусана ҫитме ӗлкӗриччен, «Япония – страны Евразии» общество ТР Президенчӗн М.Шаймиевӑн тата Хусан мэрӗн И.Метшинӑн ячӗсемпе Тав ҫырӑвӗсем ярса та пачӗ.

Не успели артисты доехать до Казани, общество "Япония - страна Евразии" отправило Благодарственные письма на имя Президента РТ М.Шаймиева и мэра Казани И.Метшина.

Японире — чӑваш юрри // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

ТР социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ, Хусан хулин муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн Ӗҫтӑвкомӗн социаллӑ хӳтлӗх управленийӗн пуҫлӑхӗ Г.Т.Минкина каланӑ тӑрӑх, кӑҫал шӗкӗр хулара «Хусан – ырӑ ӗҫсен территорийӗ» девизпа ыр кӑмӑллӑх акцийӗсемпе мероприятисем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисткин, Карачаево-Черкесси тата Ҫурҫӗр Осети-Алани халӑх артисткин, прима-балеринӑн Анастасия Волочковӑн майӑн 16-мӗшӗнче Хусанти «Пирамида» культурӑпа кану комплексӗнче иртнӗ пӗртен-пӗр концерчӗ те «Культура ӗҫченӗсем – Хусан ачисене» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ шайӗнче иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

«Тутарстанра ӗҫ укҫи те чылай пысӑкрах», — тенӗ май Шупашкарта хаксем пысӑкраххишӗн, суту-илӳри хаксене сӑнаса тӑманшӑн тӗп хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова сӑмах тиврӗ: «Апла-тӑк Хусан мэрӗ сирӗнтен лайӑхрах ӗҫлет пек пулса тухать вӗт! Е Хусанта пурӑнакансем пахалӑхӗпе япӑхрах, ҫавӑнпа йӳнӗрех апат-ҫимӗҫ ҫиеҫҫӗ-и? Апла мар... Саратов, Саранск, Самар мэрӗсем те лайӑхрах ӗҫлеҫҫӗ — вӗсен хакӗсем пӗчӗкрех. Е унта статистика урӑхларах шутлать-и?»

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сӑр тата Хусан тӑрӑхӗнче хӳтӗлев чикки тунӑ ҫӗрте те пирӗн районти ҫӗршер ҫын ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан талккӑша тӑватӑ кӗпӗрнен ⎼ Хусан, Чӗмпӗр, Самар, Ӗпхӳ тӑрӑхӗсен ⎼ чиккисем пайланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тулай чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Авалхи чӑвашсен тумӗнче «Пӑлхар хыҫҫӑнхи» тапхӑрта тата Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче мӗнле улшӑнусем пулнине пӗлме йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хусан тутарӗсем те хӑй вӑхӑтӗнче ҫӳллӗ пуҫ тумӗсемпе ҫӳренӗ: арҫынсем ⎼ ҫӑм ялккаспа, хӗрарӑмсем ⎼ ҫурӑм хыҫлӗ калпакпа (чӑвашсен хушпӑвӗ пекех ӑна та нухрат-тенкӗпе сӑн кӗртнӗ).

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Сыхланса юлнӑ пӑлхар-чӑвашсенчен Хусан ханлӑхӗ тапхӑрӗнче, XV-XVI ӗмӗрсен чиккинче, Сӗвепе Сӑр хутлӑхӗнче ҫӗнӗ этнос ⎼ чӑваш халӑхӗ ⎼ чӑмӑртанать.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӗсем кайран чӑваш этносӗн никӗсне хываканӗсем пулаҫҫӗ тата Хусан тутарӗсен несӗлне сыпӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех