Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Франци сăмах пирĕн базăра пур.
Франци (тĕпĕ: Франци) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2013 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче Франци президенчӗн хушӑвӗпе Хисеплӗ легион орденӗн кавалерӗн степеньӗпе чысланӑ.

12 июля 2013 года указом президента Франции награждена степенью кавалера ордена Почётного легиона

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

2008 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Франци президенчӗн хушӑвӗпе «За заслугия» орден кавалерӗн степеньӗпе чысланӑ; 2016 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнчи хушӑвӗпе офицер степеньӗпе чысланӑ.

30 января 2008 года указом президента Франции награждена степенью кавалера ордена «За заслуги»; указом от 14 ноября 2016 года награждена степенью офицера

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иккӗмӗш срока суйланӑ хыҫҫӑн Макрон президент Кастекса отставкӑна ярсан Элизабет Борна премьер-министр вырӑнне лартнӑ (Эдит Крессон хыҫҫӑн 30 ҫултан Франци историйӗнче вӑл ҫак должноҫра иккӗмӗш хӗрарӑм пулса тӑнӑ).

16 мая 2022 года переизбранный на второй срок полномочий президент Макрон после отставки Кастекса назначил Элизабет Борн премьер-министром (через 30 лет после Эдит Крессон она стала второй женщиной в истории Франции на этой должности).

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

1991—1993 ҫулсенче Лионель Жоспен наци вӗрентӗвӗн министрӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ, 1997—2002 ҫулсенче Жоспен Франци премьер-министрӗн должноҫне йышӑннӑ чухне унӑн администрацийӗнче транспорт ыйтӑвӗсемшӗн яваплӑ пулнӑ.

В 1991—1993 годах работала в аппарате министра национального образования Лионеля Жоспена, а в 1997—2002 годах, когда Жоспен занимал должность премьер-министра Франции, отвечала в его администрации за проблемы транспорта.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Элизабет Борн (фр. Élisabeth Borne; 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Парижӑн VI округӗ) — Франци политикӗ тата патшалӑх ӗҫченӗ.

Элизабет Борн (фр. Élisabeth Borne; род. 18 апреля 1961, XV округ Парижа) — французский политический и государственный деятель.

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

2024 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче Франци президенчӗ Эмманюэль Макрон Аттале Элизабет Борн отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн премьер-министр туса хунӑ.

9 января 2024 года президент Франции Эмманюэль Макрон назначил Атталя премьер-министром после отставки Элизабет Борн.

Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C

Франци премьер-министрӗ

Премьер-министр Франции

Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C

Габриэль Атталӗн тӑванӗсем Франци тулашӗнче тӗнчери нумай ҫӗршывсенче, сӑмахран Германире, Швейцарире, Италире, Тунисра, АПШра, Аслӑ Британире тата Раҫҫейре пурӑнаҫҫӗ.

Родственники Габриэля Атталя проживают за пределами Франции во многих странах мира, в частности в Германии, Швейцарии, Италии, Тунисе, США, Великобритании и России.

Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C

Репарацие Франци кӑмрӑкпа илме пуҫланӑ.

Франция стала получать их в натуральном виде — углём.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

1920-мӗш ҫулсенче Германи репараци тӳлеме килӗшменннине пула Рур облаҫне Франци оккупациленӗ.

В 1920-х гг. Рурская область была оккупирована Францией за то, что Германия отказывалась платить репарации.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Мадейрӑран эмиграцилесси яланах вӑйлӑ пулнӑ, тӗпрен илсен халӑх Америкӑна (АПШ, Канада, Венесуэла, Бразили), Европа Пӗрлӗхне (Аслӑ Британи, Франци, Андорра, Испани), ЮАРа тата Австралине куҫса кайса вырнаҫать.

Эмиграция с Мадейры всегда была высокой, в основном направленная в Америку (США, Канада, Венесуэла, Бразилия), ЕС (Великобритания, Франция, Андорра, Испания), ЮАР и Австралия.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Франци королӗн, Людовик ХIV мӑнукне тӑванӗ — ачан аслӑ аппӑшӗ — вырӑсла тетка пулать, пӑвса вӗлернӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Европӑран килнисен 43% Франци гражданӗсем шутланаҫҫӗ.

43 % прибывших из Европы составляют граждане Франции.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

1763 ҫулта Ҫӗнӗ Франци, ҫав шутра хула та, Аслӑ Британи аллине куҫнӑ.

Франция уступила Новую Францию, в том числе город, Великобритании в 1763 году.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Хальхи вӑхӑтра парк — Франци стилӗпе тунӑ чи пӗлтерӗшлӗ те чи ватӑ парк.

Ныне парк — самый значительный и самый старый парк во французском стиле.

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Тайга зонинче Франци пысӑкӑш вунсакӑр государство вырнаҫма пултарать.

Восемнадцать таких государств, как Франция, могли бы разместиться в зоне лесов.

3. Тайга зони. // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Инкеке, Франци кунтан ытла та инҫетре!

К несчастью, до Франции очень, очень далеко.

VI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Франци чӗлхине пӗлет.

Владеет французским языком.

Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83

Эппин, Америка, Англи, Германи, Франци, Румыни…

Значит, Америка, Англия, Германия, Франция, Румыния…

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ӑнлантӑр-и, ку акӑ Америка пултӑр, — ывӑҫ тупанӗ ҫине Америка валли вырӑн уйӑрнӑ пек турӗ вӑл, — ку Англи, Германи, Франци, Румыни… —

— Понимаете, вот это Америка, — он отделил на ладони место для Америки, — вот Англия, Германия, Франция, Румыния… —

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех