Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Татарски (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тек хӑй Татарски хуторӗнчен тухаяс ҫуккине, кунтах вилсе выртассине вӑл ӑнланчӗ, ҫапах та хӑй мӗнле асаппа вилнине тӑванӗсене кӑтартас килмерӗ.

Он уже понял, что дальше Татарского ему не уйти, что здесь он умрет, и не хотел, чтобы родные видели его смерть.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑнпа та, позицие каяс умӗн, Татарски казакӗсем, тӑванӗ-хурӑнташӗсемпе курса калаҫас тата килӗсенчен апат-ҫимӗҫ илсе каяс тесе, ҫула май пӗтӗм сотнипех хутора кӗнӗ.

И татарцы по пути на позиции всею сотнею зашли в хутор, чтобы проведать родных и подживиться харчишками.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урамра, пысӑк макаҫей кӗлечӗн сулхӑнӗнче, Татарски хуторӗн сотни вырнаҫнӑ: казаксенчен хӑшӗсем ҫерем ҫине ларнӑ, хӑшӗсем ура ҫинчех тӑраҫҫӗ.

На улице, в тени огромного общественного амбара сидела и стояла пешая сотня татарцев.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тыткӑна илнисене кӑнтӑрла иртсен пилӗк сехет тӗлнелле Татарски хуторне хӑваласа пычӗҫ.

Пленных пригнали в Татарский часов в пять дня.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски хуторӗ кӑвак ӗнтӗрӗкпе кӗптеннӗ.

Над Татарским сизые стояли сумерки.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Акӑ ӗнтӗ ҫулсӑр-мӗнсӗрех Татарски пехотин фронтран тарнӑ ҫурма сотни утса пырать.

Шла полусотня дезертировавшей с фронта татарской пехоты.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсене арӑмӗсем, амӑшӗсем, йӑмӑкӗсем Татарски тӑвайккийӗ тӑрринчен, Дон хӗрринчи сӑрт ҫинчен пӑхса тӑрса ӑсатрӗҫ.

С бугра в Татарском, с обдонской горы провожали их взглядами жены, матери, сеструшки.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑнтан вара Татарски хуторӗн «пластунсем» хӑйӑр кӗрчӗсем тӑрӑх таҫта сулахай ҫыранра ҫапкаланса ҫӳрерӗҫ.

С той поры татарские «пластуны» мотались где-то по левобережью, по песчаным бурунам.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вешенскинчен Донӑн сулахай енӗпе 1-мӗш дивизи 4-мӗш повстанчески полкӗ (ун шутӗнче Татарски хуторӗн сотни те пур), виҫӗ орудиллӗ батарея тата резерври икӗ юланутлӑ сотня Елански патне килсе ҫитрӗҫ.

Левой стороной Дона из Вешенской подошли к Еланской 4-й повстанческий полк 1-й дивизии (в составе его — и сотня татарцев), трехорудийная батарея и две резервные конные сотни.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски хуторӗнчех ав хӑйсен чаҫӗнчен отпуска таврӑннӑ Семен Чугун асӑрхаман ҫӗртен: «Пуянсем салатчӑр веялкисене. Вӗсемшӗн хӗрлисем хуҫалӑх юхӑннинчен те хӑрушӑрах пулӗ-ха», тесе персе янӑ та, пӗр ҫакӑншӑнах пуян пурӑнакан стариксем ӑна чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнесе пӗтернӗ.

В Татарском зажиточные старики в кровь избили пришедшего из части в отпуск Семена Чугуна за единую неосторожную фразу: «Богатые нехай веялки разоряют. Им небось красные-то страшнее разорения».

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски хуторӗн пехоти, — юланутлӑ казаксем тӑрӑхласа «пластунсем» тесе ят панӑскер, — пӗр ҫӗре пуҫтарӑнмалла мар тесе хытарнӑ ҫӗртенех ушкӑнӑн-ушкӑнӑн эшкерленсе тӑчӗ, пӗр-пӗрин хушшинче патронсем уйӑрчӗҫ, шӳтлекелесе илчӗҫ.

Татарская пехота, — «пластунки», как их шутя прозвали конные, несмотря на строгий приказ не сходиться, собирались толпами, делились патронами, курили, перекидывались шутками.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗҫыр патӗнче, Татарски хуторӗнчен сакӑр ҫухрӑмра, тахҫан Григорий арӑмӗпе пӗрле суха тунӑччӗ те, ун чухне Натальйӑна хӑй ӑна юратманни ҫинчен пуҫласа каланӑччӗ.

У Красного лога, в восьми верстах от хутора Татарского, где когда-то Григорий с женой пахал, где в первый раз признался он Наталье, что не любит ее.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мартӑн 5-мӗшӗнче юланутлӑ казак Татарски хуторне донесенипе ӗрӗхтерсе ҫитет.

5 марта в Татарский прискакал с донесением казак.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий Мелехов Татарски хуторӗнчи вӑтӑр икӗ казака ертсе кайрӗ.

Вел Григорий Мелехов тридцать два человека татарцев.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий таврӑннӑ кун Татарски хуторӗнче икӗ сотня йӗркелеме те ӗлкӗрнӗ.

В Татарском в день приезда Григория уже сформировались две сотни казаков.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски хуторӗ курӑнса кайрӗ.

Завиднелся Татарский.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски хуторӗнчи Мелеховсем ҫинчен илтнӗ пулӗ?

Про Мелеховых с Татарского слыхали?

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон еннелле снарядсем турттаракан обоза Татарски хуторӗнче лавсем улӑштарма хушнӑ.

Обоз, везший к Дону партию снарядов, а Татарском должен был сменить подводы.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски хуторӗнчи казаксем каҫсерен тӑкӑрлӑксенче пуҫтарӑнчӗҫ, пӗр-пӗрне ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерчӗҫ, унтан килсем тӑрӑх ҫӳресе сӑмакун ӗҫрӗҫ.

В Татарском казаки собирались вечерами на проулках, делились новостями, а потом шли пить самогон, кочуя из куреня в курень.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски хуторӗ витӗр Кӑнтӑр фронтӑн 8-мӗшпе 9-мӗш Хӗрлӗ ҫарӗсем валли апат-ҫимӗҫпе ҫар хатӗрӗсем тиенӗ обозсен сайра речӗсем тӑсӑлчӗҫ.

Через Татарский редкими валками тянулись обозы, питавшие продовольствием и боевыми припасами 8-ю и 9-ю красные армии Южного фронта.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех