Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Азария священник тата Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракан сакӑрвунӑ священник, хӑюллӑ ҫынсем, ун хыҫҫӑн кайнӑ та 18. Озия патшана сивлесе каланӑ: Озия, Ҫӳлхуҫа умӗнче тӗтӗресси санӑн ӗҫ мар; ку вӑл — священниксен, Аарон ывӑлӗсен, ӗҫӗ, вӗсене ҫавна тума халалланӑ; сӑваплӑ вырӑнтан тух — эсӗ саккуна пӑсрӑн, ҫакӑншӑн сана Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗнче чыс пулас ҫук, тенӗ.
2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Одед пророк ывӑлӗ [Азария] малашнехине пӗлтерсе каланӑ ҫак сӑмаха илтсессӗн, Аса, хастарланса кайса, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм ҫӗрӗнчен, Ефрем тӑвӗ ҫинчи хӑй ярса илнӗ хуласенчен суя тӗн йӗрӗнчӗкӗсене кӑларса ывӑтнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӑлтӑрӗ умӗнчи парне вырӑнне ҫӗнетсе тӳрлетнӗ.
2 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Азарияран Амария ҫуралнӑ, Амарияран Ахитув ҫуралнӑ; 12. Ахитувран Садок ҫуралнӑ; Садокран Селлум ҫуралнӑ; 13. Селлумран Хелкия ҫуралнӑ, Хелкияран Азария ҫуралнӑ; 14. Азарияран Сераия ҫуралнӑ, Сераияран Иоседек ҫуралнӑ; 15. Ҫӳлхуҫа иудейсене тата Иерусалим ҫыннисене Навуходоносор аллипе урӑх ҫӗре куҫарнӑ чухне ҫак Иоседека тыткӑна илсе кайнӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Соломон ывӑлӗ Ровоам; унӑн ывӑлӗ Авия, унӑн ывӑлӗ Аса, унӑн ывӑлӗ Иосафат, 11. унӑн ывӑлӗ Иорам, унӑн ывӑлӗ Охозия, унӑн ывӑлӗ Иоас, 12. унӑн ывӑлӗ Амасия, унӑн ывӑлӗ Азария, унӑн ывӑлӗ Иофам, 13. унӑн ывӑлӗ Ахаз, унӑн ывӑлӗ Езекия, унӑн ывӑлӗ Манассия, 14. унӑн ывӑлӗ Амон, унӑн ывӑлӗ Иосия пулнӑ.
1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Аттайран Нафан ҫуралнӑ, Нафанран Завад ҫуралнӑ; 37. Завадран Ефлал ҫуралнӑ, Ефлалран Овид ҫуралнӑ; 38. Овидран Иеуй ҫуралнӑ, Иеуйран Азария ҫуралнӑ; 39. Азарияран Хелец ҫуралнӑ, Хелецран Елеаса ҫуралнӑ; 40. Елеасӑран Сисмай ҫуралнӑ, Сисмайран Саллум ҫуралнӑ; 41. Саллумран Иекамия ҫуралнӑ, Иекамийӑран Елишама ҫуралнӑ.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ефан ывӑлӗ: Азария.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Азария — Иудея патши — аллӑ иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факей, Ремалия ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл ҫирӗм ҫул хушши патша пулнӑ; 28. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Азария — Иудея патши — аллӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Израиль патшине Факия, Менаим ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл икӗ ҫул хушши патша пулнӑ; 24. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Азария — Иудея патши — вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Менаим, Гадий ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл Самарире вунӑ ҫул хушши патша пулнӑ; 18. вӑл Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ: Израиле ҫылӑха кӗртнӗ Иеровоамӑн, Нават ывӑлӗн, ҫылӑхӗсенчен ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑпайман.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Селлум, Иавис ывалӗ, Иудея патши Азария вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне патша пулса тӑнӑ, Самарире вӑл пӗр уйӑх хушши патша пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Азария ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна Давид хулинче хӑйӗн ашшӗсемпе юнашар пытарнӑ.7. И почил Азария с отцами своими, и похоронили его с отцами его в городе Давидовом.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеровоам, Израиль патши, ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Азария, Амасия ывӑлӗ, Иудея патшине ларнӑ; 2. патшана ларнӑ чухне вӑл вунулттӑра пулнӑ, Иерусалимра аллӑ икӗ ҫул хушши патша пулнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хальхи пекех ыйтнӑччӗ унран пӗрремӗш священник, Азария ашшӗ, хӑлтӑркка старик:И, как и теперь, спросил его первосвященник, отец Азарии, дряхлый старик:
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Алӑк хыҫӗнче ӑна Садоки ывӑлӗ Азария, пӗрремӗш священник, кӗтсе тӑнӑ.За дверями его дожидался первосвященник Азария, сын Садокии.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.