Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавра сăмах пирĕн базăра пур.
ҫавра (тĕпĕ: ҫавра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахалех пӑхса илчӗ вӑл ҫапла, мӗншӗн тесен, ҫапла пӑхса илнине асӑрхарӗ те Глеб туххӑмрах ҫавра ҫил-тӑвӑл пек ҫӗкленсе хӑпарчӗ.

Это он тоже зря, потому что его значительный взгляд был перехвачен; Глеб взмыл ввысь… И оттуда, с высокой выси, ударил по кандидату.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Икӗ пин ҫавра — вӑл нумай, питех нумай, питех нумай.

Две тысячи стихов — это очень много, очень, очень много.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак ачан вунике ҫавра вӗренме те ӑс ҫитеймест, ҫав хушӑрах вӑл хӑй тӑнпуҫӗн ампарӗсенче икӗ пин кӗлте библи ӑслӑлӑхӗ пухса лартнӑ тесе шутлас пулсан, вӑл вара ытла та ҫыпӑҫусар япала пулнӑ пулӗччӗ.

Просто быть не может, чтобы этот мальчишка собрал целых две тысячи библейских снопов в житницу свою, когда известно, что ему не осилить и двенадцати.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗрре вӑл нимӗн такӑнмасӑр, йӗркипе виҫӗ пин ҫавра каласа панӑ.

Он как-то прочел наизусть три тысячи стихов подряд, не останавливаясь.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, пӗр пилӗк ҫавра асра тытса хӑварасчӗ тесе, хӑйӗн пӗтӗм тӑнпуҫне пуҫтарса вӗренме тӑрӑшрӗ.

Том приложил все силы, для того чтобы затвердить наизусть пять стихов.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бизнес-центрти ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑннисемшӗн те канашлу усӑллӑ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch

И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелӗнчи филиалне ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, агрономсемпе инженерсем, бизнес-центрта зоотехниксемпе ветеринари специалисчӗсем, выльӑх- чӗрлӗх йышлӑ усракансем ҫавра сӗтел хушшине пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch

Ҫавра сӗтел ӗҫӗ докладсене сӳтсе явнипе, ыйтусене хуравланипе, пӗтӗмлетӳ туса резолюци хатӗрленипе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Ҫавра сӗтел ӗҫӗ ҫивӗч те хӗрӳ пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Ҫавра сӗтел ӗҫне ТР строительство, архитектура тата ҪКХ министрӗн ҫумӗ Ильдус Насыров, ТР экологи, ҫутҫанталӑкпа усӑ курассин министрӗн ҫумӗ Рустем Камалов, ҫак ведомствӑн ҫӗр ресурсӗсене сыхлассипе уйрӑм специалисчӗ Рустем Богданов, ТР ял хуҫалӑхпа апат-ҫимӗҫ министерствин ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Дружинин, пӗтӗмпе 12 ҫын хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Ҫавра сӗтелре вӗсене хирӗҫле фронт та пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Чӑваш Енрен те пысӑк ушкӑнпа килнӗ ҫавра сӗтеле: ҪКХ ыйтӑвӗсемпе комисси председателӗ, Федерацин Атӑлҫи округӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе обществӑлла пӗрлешӳсен координаци канашӗн председателӗ Тамара Манаева, Шупашкар хула Пухӑвӗн депутачӗ, «Телейлӗ ҫурт» ҫемьене пулӑшассин центрӗ» обществӑлла организацин директорӗ Сергей Муравьев, РФ Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Елена Иванова.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Иртнӗ эрнере, февралӗн 28-мӗшӗнче, КПРФ фракцийӗ «Ҫӳп-ҫап ҫунтаракан завод тӑвасси тата ТКО проблемисем ҫинчен» анлӑ ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Пирӗн черетлӗ ҫавра сӗтел хӑни – Чӑваш Республикинчи юсану учрежденийӗсенче айӑпланнисен прависене хӳтӗлессине асӑрхаса тӑракан Шупашкар прокурорӗ Петр ФИЛИППОВ.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Ҫавра ҫулне паллӑ тӑвакан Амӑшӗ ячӗпе чӑваш ӳнерӗн ӑстисем юрӑ хыҫҫӑн юрӑ янраттарчӗҫ, ташӑ хыҫҫӑн ташӑ ҫаптарчӗҫ.

В честь круглой даты для Матери чувашские мастера пели песню за песней, танцевали танец за танцем.

Чӑваш хореографийӗ уншӑн йӗрет… // Геннадий Дегтярев. https://chuvash.org/blogs/comments/4752.html

Малтан пурте шӑпӑрт пӑхса тӑнӑ ачасем тӑруках пӗр-пӗрне пӳлсе ҫавра ҫиҫӗм пирки каласа пама пуҫларӗҫ, кашнийӗ хӑй мӗн сӑнанине, пӗлнине теприне ӑнлантарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Ҫавра ҫиҫӗм тата тепӗр-икӗ сехет тытрӗ-ха вӗсене хӑй тыткӑнӗнче, унтан пӗчӗккӗн сӳнсе, пӗчӗкленсе пычӗ те ялт! сиксе илсе сывлӑшра ирӗлсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Улӑхри ӑрша ҫийӗн хумханса ҫӳрекен ҫавра ҫиҫӗм-тӗлӗнтермӗше вӗсем чылай хушӑ пӑхса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Ҫав ҫавра ҫиҫӗме пур пӗрех алла илетӗп!

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Шӑпӑрт тӑрӑр та пӑхса киленӗр ҫавра ҫиҫӗм ҫине.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех